Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тимлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тимлӗн (тĕпĕ: тимлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам вӑл — пӗлместӗп; эсир ун ҫинчен хӑвӑрт та типпӗн ҫеҫ евитлерӗр, анчах унӑн шӑпи мана хумхантарать, хурлантарать, мӗншӗн -ӑнланмастӑп; вӑл курӑнса каясса тимлӗн кӗтетӗп.

Я не знаю, кто он; вы говорили о нем бегло и сухо, но судьба его, не знаю — почему, трогает и печалит меня; я напряженно жду его появления.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл люкӑн ҫутӑ ункинче ҫухалчӗ, Гнор вара, кӗнеке страницисене уҫа-уҫа хупнӑ май, хӑй пирки тимлӗн шухӑшлама хистекен, сӑпайсӑртарах, теветкеллӗ, пурӑнса курнӑ ҫак ҫынпа калаҫӑва ӑсӗнче малалла тӑсрӗ.

Он исчез в светлом кругу люка, а Гнор, машинально перелистывая страницы книги, продолжал мысленный разговор с этим развязным, решительным, пожившим, заставляющим пристально думать о себе человеком.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Капитан йывӑр сӗтелпе тӗревленӗ алӑка тӗсерӗ, тимлӗн итлерӗ.

Капитан посмотрел на дверь, к которой был придвинут тяжелый стол, и стал слушать.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Урама тухсан вӑл пичетлемелли «Ундервуд» машина ҫакӑн йышши «Ремингтонран» мӗн енӗпе аванраххи пирки лӑпкӑн та тимлӗн, тӗлсӗррӗн шухӑшласа утрӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗпе кирпӗч ванчӑкӗ тӑкса тултарнӑ пушӑ темиҫе вырӑнтан иртсен Ангр ҫулӗн кивӗ чул пусмипе кӗпер ҫине хӑпарчӗ, унтан хула варринелле тӑсӑлакан урамсем патне тухрӗ.

Выйдя на улицу, он очень тихо, бесцельно, сосредоточенно думая о преимуществах пишущей машины Ундервуд перед такой же Ремингтон, пересек несколько пустырей, усыпанных угольным и кирпичным щебнем, и поднялся по старым, каменным лестницам Ангрской дороги на мост, а оттуда прошел к улицам, ведущим в центр города.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок Геллие ӗшеннипе хупӑнакан, ялкӑшакан куҫӗсенчен тимлӗн тинкерчӗ.

Нок пристально посмотрел в блестящие, замкнутые глаза Гелли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫак пулӑма тимлӗн пӑхма кансӗрлекен тӗмрен иртсен Нок — хӑйӗн умӗнчех тенӗ пек — катмаррӑн йӑлкӑшакан чӳречене уйӑрса илчӗ; ку ҫеҫ те мар, сӗтел ҫинчи кӗленче савӑтри ҫурта тӗпӗ те уҫӑмлӑн курӑнать.

Обойдя куст, мешавший внимательно рассмотреть это явление, Нок различил огромный переплет, находившийся так близко от него, что виден был огарок свечи, воткнутый в бутылку, поставленную на стол.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Анчах мӑн кӑмӑллӑ та ырӑ чун ҫинче тимлӗн чарӑнса тӑмашкӑн хатӗр шухӑшӗсене урӑх ҫулпа яма хӑтланчӗ.

Но он постарался придать иное направление мыслям, готовым пристально остановиться на этом гордом и добром существе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Иртсе кайнӑ вӑхӑт пирки салхуллӑн уйланса ларакан Нок шартах сикрӗ те тимлӗн итлерӗ: кӗсменсем шыва вӑйсӑррӑн, аптӑравлӑн, ылмаш-тӗлмеш лексе ҫапӑнаҫҫӗ, кимӗ малалла куҫни пачах сисӗнмест.

Нок, мрачно думавший о жестоком прошлом, встрепенулся и прислушался: весла ударяли вразброд, слабыми, растерянными всплесками, почти не двигая лодку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Йывӑр ӗҫ тунӑ чухнехилле — ҫине тӑрса, тимлӗн, васкавлӑн шырать, акӑ чиксе пӗтернӗ аллипе хуҫнӑ туратсене, шӑрпӑк пӗрчилле пӗчӗкҫӗскерсене, Нок умне хучӗ.

Порывисто, с напряжением и усердием, стоящим тяжелой работы, совала она Ноку наломанные ее исколотыми руками крошечные прутики, величиной в спичку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Эсир мӗн пирки? — саланкӑрлӑн ыйтрӗ Нок, хӑй пиншак аркинче вӑрланӑ лаша хӳринчен пӗтӗрсе тунӑ вӑлта ҫиппи куҫӑмне ҫав хатер тимлӗн сӑнать.

— Это о чем? — рассеянно спросил Нок, поглощенный движением лесы, скрученной из похищенных в бортах пиджака конских волос.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Варнава ҫӗнӗ ҫыннӑн питне тимлӗн тинкерет: ҫирӗп пӗркелентернӗ, яланах ҫиллес ҫамкине, ун айӗнче йӑлтӑртатакан пӗчӗк те йӑваш, кирлӗ чухне сиввӗн те хаяррӑн тӗксӗмленме пӗлекен куҫӗсене; унӑн вушар-кутӑн ҫӑварне, мӑнтӑр пит ҫӑмартисемпе шыҫмак сӑмсине, ӗмӗрхи мухмӑра пула кӑшласа пӗтернӗ, кӑштах кӑвак ҫапнӑ мӑйӑхне тата пӑхӑнтаракан сӑнлӑ янахне.

Варнава пристально изучал лицо новичка, его вечно хмурый, крепко сморщенный лоб, под которым блестели маленькие, добродушные, умеющие, когда надо, холодно и грозно темнеть глаза; его упрямый рот, толстые щеки, толстый нос, изгрызенные с вечного похмелья, тронутые сединой усы и властное выражение подбородка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аян ҫеккунтсерен кӗскелсе пыракан хушша тимлӗн, тӗплӗн пӑхса виҫрӗ.

Аян тщательно, напряженно измерял взглядом маленькое расстояние, сокращавшееся с каждой секундой.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян чӗтреве ерсе аллине вӗчӗрхенчӗклӗн туртса илчӗ те — тимлӗн тӑнларӗ: сасӑ кӗҫех тамалчӗ.

Аян сердито отдернул руку и, вздрогнув, прислушался: звон стих.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫак хушӑра Крапивин кӑнтӑрти районсене те ҫитсе килчӗ, вӑрӑ-хурахсен эшкерне тытас ӗҫпе ҫыхӑннӑ пур ыйтусене те унти милици пуҫлӑхӗсемпе тепӗр хут сӳтсе яврӗ, юлашки вӑхӑтра пухӑннӑ хыпарсене тимлӗн тишкерчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Филимон Петрович, нивушлӗ эсир? — пӗр-пӗрне тӳрех палласа илчӗҫ вӗсем, унтан ҫирӗппӗн алӑ тытрӗҫ те кашни теприне питрен пӗр самант тимлӗн пӑхса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирвай экеҫсен хучӗпе паллашам-ха, — терӗ те Крапивин приговор копине тимлӗн вуласа тухрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен Телегин уголовнӑй розыск янӑ ҫын иккенне пӗлнех-тӗк, ларасса нимӗн пулман пек лараҫҫӗ те, чӑннипе кашниех унӑн хусканӑвӗсене, куҫӗ ӑҫталла вылянса илни таранах, тимлӗн сӑнать, паллах.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тимлӗн пӑхса тухрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Крапивин ӑна осоавиахим отрячӗн ҫыннисемпе калаҫма чӑрмантармарӗ, хӑй те тимлӗн итлесе ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран ӑна тухтӑр питӗ тӗплӗн те тимлӗн пӑхрӗ, унтан умпӳлӗмре кӗтсе ларакан Матвипе Улька патне тухрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней