Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ, ӗнтӗ ҫамрӑках мар хӗрарӑм, питӗ вӑр-вар та меллӗ ӗҫлет: Калюков тужуркине сирсе, кӗпине самантрах туртса ҫурчӗ, кӑкӑрти тата аяк пӗрчи патӗнчи сурансене йодпа сӗрсе тасатрӗ, ҫыха пуҫларӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Темле майпа, калӑпӑр, мачча хӑмине сирсе тарсан та, мӗнех, вӑл сутӑнчӑк иккенни паллӑ пулать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, тепӗртакран вӑл ку шухӑша сирсе пӑрахрӗ, мӗншӗн тесен Ҫемен унпа калаҫасса чиперех калаҫрӗ, ял хыпарӗсемпе те, ҫемье пурнӑҫӗпе те тӗплӗн паллаштарчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун, Хӗлипе аллипе сирсе, Тӑвӑла татах кӗрт ӑшӗнчен тухма пулӑшрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тарт малтанхи тапӑнӑва сирсе яракан салтак ҫӑмӑллӑхӗпе, савӑнӑҫӗпе тенӗ пек ҫаврӑнчӗ.Тарт обернулся почти с облегчением, с радостью воина, отражающего первый удар.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫӗр пусӑмне сирсе ывӑтрӗ; ӑна кӗскен те хӑрушшӑн «тӑван ҫӗр-шыв» теҫҫӗ, ӑнланмасӑр: икӗ ҫак сӑмах нимӗне те мар, этем ҫуралнӑ вырӑна кӑна палӑртма тивӗҫлӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Брезента сирсе пичкерен темиҫе пакет кӑларчӗ, вӗсен вырӑнне ҫыру тӗркине пӑрахрӗ.Откинув брезент, он вынул из нее несколько пакетов и бросил, в свою очередь, пачку писем.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Хӗрӗ ашшӗн канӑҫсӑрлӑхне сирсе ямаллине тинех туйрӗ, вара хӗпӗртевне пусарса шухӑшлӑ та тимлӗ пулса тӑчӗ, куҫӗсенче ҫеҫ ҫаплипех ҫӗнӗ пурнӑҫ йӑлкӑшать.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унӑн шухӑшӗпе — Турӑпа ҫапла сахал калаҫни Турра инкек-синкеке сирсе яртармашкӑн ҫителӗклех.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ӳсӗр ӗнтӗркӗвне сирсе пӑрахнӑ кӑмрӑкҫӑ сасартӑк пурне те шарт сиктерсе — куҫне хӑрушла ҫавӑрттара-ҫавӑрттара — ҫав тери хаяррӑн ӳхӗрсе ячӗ:
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӗсменне илменччӗ; кӗтмен ҫӗртен сулӑнса кайрӗ те тепӗр сӑвайран тытса ӗлкӗреймерӗ, ҫав самантра вӑйлӑ ҫил кимӗ сӑмсине пусма айӗнчен океаналла сирсе ывӑтрӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Юлашки икӗ ҫул хушшинче коронавирус инфекцийӗ сарӑлассине сирсе ярас енӗпе эпир сирӗнпе пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, ҫӗнӗ условисенче пурӑнма тата ӗҫлеме вӗрентӗмӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Пӗлтӗр эпир йӗркелӳ ыйтӑвӗсемпе укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчи пысӑк чӑрмавсене сирсе кунти 2008 ҫултанпа тӑсӑлакан юсавпа ҫӗнетӳ ӗҫӗсене вӗҫлерӗмӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Чӗркуҫленсе ларса вӑл ерипен алӑк вырӑнне ҫакнӑ тире сирсе тулалла пӑхнӑ: пӗр вунӑ утӑмра кӑна темӗнле ҫын унӑн юпаран кӑкарнӑ чи лайӑх лашине илсе каясшӑн пулнӑ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӑл алӑк умӗнче кӗтсе тӑнӑ, унтан алӑк вырӑнне тунӑ занавескӑна сирсе вигвама кӗнӗ.Он подождал у входа, потом откинул занавеску, заменявшую дверь, и вошел в вигвам.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Майсӑр лару-тӑрӑва сирсе яма шӑпах эсир чӑн малтан пырса ҫитетӗр, техникӑпа ҫут ҫанталӑк сӑлтавӗсене пула сиксе тухнӑ пушарсенче, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсенче, шыв илнӗрен тата ытти синкерте шар курнӑ ҫынсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу паратӑр.
Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/27/news-4004092
Сирсе янӑ терактсем, обществӑпа патшалӑха хирӗҫ тӑвакан тупса палӑртнӑ тата уҫса панӑ преступленисем, ҫӑлса хӑварнӑ пурнӑҫсем – ҫаксем пурте сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем, ҫынсем ҫавна пула хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/20/news-4000191
Чӗрене вара сирсе яма май ҫук ҫил-тӑвӑл лӑскарӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Нина усал шухӑшсене пуҫӗнчен сирсе майӗпен хӑйне лӑплантарчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Вӑл умри хаҫатне аяккалла сирсе сас пулнӑ еннелле пӑхрӗ.
Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.