Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӳлӗм пӗр кантӑклӑ ҫеҫ пулин те, ҫутӑ ҫителӗклӗ — чӳречи хӗвелтухӑҫалла.
«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Темиҫе хутчен те вӑл Нухрат ҫывӑракан пӳлӗм алӑкӗ умне ҫите-ҫите чарӑнчӗ, анчах ӑна уҫса пӑхма хӑяймарӗ.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Чураппа тӗпелти пӳлӗм еннелле тӗллесе кӑтартрӗ.
21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑйран тайӑлнӑ ҫӳллӗ арҫын патак ҫине тӗрӗнсе пӗр-икӗ кун пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет те халтан кайса каллех вырӑн ҫине кайса выртать, вара ик-виҫӗ эрне пуҫне те ҫӗклеймест.
13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Туй пирки сӑмах хускатрӗ, — хӗр ачи ҫывӑракан пӳлӗм еннелле кӑтартса пӑшӑлтатрӗ Чураппа.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Артиста пысӑкрах пӳлӗм пулсан меллӗрехчӗ пулӗ те.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах Клавдия Федоровна Баландина патне пырса кӗрсен, ача кӳми пӳлӗм варринче хатӗр тӑнине асӑрхарӗ Соня.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чаршав уҫӑлсан пысӑк мар пӳлӗм курӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ундрицовпа Эльгеев пурӑнмалли пӳлӗм — кил хуҫисен спальни пулнӑ иккен.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Акӑ сирӗн валли пурӑнмалли пӳлӗм.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ытла та пушӑ-ҫке ку пӳлӗм: пӑхма пысӑк ӗнтӗ, анчах мӗнпурӗ те пӗр сӗтел те виҫ пукан ҫеҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах халӗ ку пӳлӗм уншӑн чи хаклӑ вырӑн пек туйӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Самантлӑха пӳлӗм шӑпланчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӗтмен ҫӗртен пӳлӗм алӑкне Ева уҫса пӑхрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӳлӗм варринчи Ҫӗнӗ ҫул ёлкине сцена ҫине хӑпартса лартрӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑйне валли ҫеҫ пулсан, Эльгеева пӗр пӳлӗм те ҫитмелле, уйрӑм хваттер кирлӗ мар.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Уйрӑм пӳлӗм те пур ачасем валли, — чӑннипех хӗпӗртесе каларӗ Катнуев.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пурӑнатчӗ Уҫӑп кив пӳртре те аван, анчах ун ывӑлне, ҫӗнӗлле ҫӑмарта сутти тӑвакана, кантур валли уйрӑм пӳлӗм кирлӗ пулчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тӗрлӗ ҫӗрте, пӳлӗм варринче утма чӑрмантармасӑр, ҫул ҫӳремелли ҫӳллӗ арчасем лараҫҫӗ.В разных местах, не загромождая середину комнаты, стояли высокие дорожные сундуки.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫӳлте кӗтесри пӳлӗм алӑкне уҫсан Моргиана туалет сӗтелӗ ҫине темиҫе ҫурта ҫутса лартрӗ те сивлеккӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.