Поиск
Шырав ĕçĕ:
Савӑнасса эпӗ те савӑнатӑп ӗнтӗ, анчах ман пуҫра урӑх шухӑш.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен манӑн пуҫра урӑх шухӑш ҫуралчӗ: сасартӑк вӑл мана катока чӗнсен?Но тут я неожиданно вспомнил: а вдруг она меня на каток позовет?
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пултаруллӑ, ҫирӗп ӗмӗтлӗ, хытӑ чӗреллӗ, пирӗн ӗҫе вӗҫӗмсӗр парӑннӑ революционерсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем ман пуҫра нихӑҫан ҫухалми сӑнсем хӑваратчӗҫ, манӑн хамӑн та вӗсем пекех пулас килетчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Куҫ шӑрҫийӗ витӗр телеграммӑн пур сӑмахӗсем те пуҫра йӗркеленсе тӑчӗҫ.Хрусталик глаза отразил в перспективе весь текст телеграммы.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӳлӗмре пӑчӑ, пуҫра пӗр шухӑш: часрах, часрах каясчӗ лере, вокзал ҫумӗнчи Соломенкӑри каштан аллейине.В комнате душно, и мысль одна: как бы скорее туда, в каштановые аллеи привокзальной Соломенки.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тепӗр кунӗнче, декабрӗн 26-мӗшӗнче, пуҫра тытса юлмалӑх нимӗн те пулмарӗ.На другой день, 26 декабря, не случилось ничего примечательного.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Асту, манӑн пуҫра датӑсемпе фактӑсем анчах упранса тӑраҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чӑнласах та пуҫра пулман.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
— Ҫук, ниҫтан та, нимӗн те ыратмасть, пуҫра ҫеҫ темле шав тӑрать.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пачах хирӗҫле: «Акӑ эпӗ те ӗмӗрлӗхех хӑмӑт туянатӑп» — текен шухӑш ҫиҫсе илчӗ пуҫра.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пӗрремӗш кун хӗвӗшӳллӗ, пӑтрануллӑ пулнӑран факультет пуҫлӑхӗ мӗн калани те пуҫра тытӑнса юлмасть.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ман хамӑн та пуҫра темӗскер кашланӑ пек.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Пуҫра тӗрлӗ шухӑш сыпӑкӗсем, темле нумай сӑрлӑ ӳкерчӗксем вӗлтлетсе иртрӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Манӑн пуҫра мӗн иккенне эпӗ хам та хӑш-пӗр чухне пӗлместӗп, — калаҫрӗ татах Ася шухӑша путнӑ сӑнпа.— Я сама не знаю иногда, что у меня в голове, — продолжала Ася с тем же задумчивым видом.
XI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
«Пырас-и вӗсем патне?.. Ҫук, тем парсан та пымастӑп!» — ҫиҫрӗ шухӑш ман пуҫра.
VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫакӑ вӑл йӑлтах ыттисем ҫыннӑн пуҫ мимийӗ пуҫра тесе шухӑшланӑ пирки пулнӑ пулӗ тетӗп эпӗ; пӗрре те ун пек мар: пуҫ мимине Каспи тинӗс енчен вӗрекен ҫил илсе килет.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Ун тутисем хушшинче темӗн чухлӗ ырӑ ӗмӗт пытанса тӑрать; ачалӑха аса илнисенчен пуҫра мӗн сыхланса юлни, ҫунакан лампада умӗнче тӑрса пуласлӑх ҫинчен шухӑшлани тата пӗр шарламасӑр хавхаланни, — ҫакӑ пурте унӑн тути хушшисене пуҫтарӑннӑ, тейӗн.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫаксем пурте пуҫра пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса иртеҫҫӗ, пӑтранса каяҫҫӗ, унтан кая юлаҫҫӗ, куҫ умӗнче вара каллех — миҫемӗш хут ӗнтӗ! — ҫӗнӗ уҫланкӑ, пытарман виле, вӗсем сивӗннӗ, хускалмаҫҫӗ…
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Астуса илме тӑрӑшать, анчах пӗлнӗ пек туйӑнакан япаласем каллех пуҫра арпашӑнса, пӑтрашӑнса каяҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пуҫра план йӗркеленет: нимӗҫсем валли тапӑ тӑвас — вӗсене уҫланка илӗртсе кӗртес те икӗ енчен ҫунтарма тытӑнас.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.