Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Музыка тӗлӗшӗпе те ӑнланас пулать, — тет мана хирӗҫ Йӑкӑнат, — «трехтонка» — купӑс виҫӗ тонна каланине пӗлтерет, «граматика» тесе ӗнернине ҫавӑн пек калаҫҫӗ, граматически, теҫҫӗ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Вӑл музыка ҫинчен калаҫма юратать те хӑш чух ҫапла каласа хурать: — Манӑн купӑс «трехтонка» тата заемнӑй баслӑ «граматика», — тет.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Музыка мана ӑнран кӑларса яратчӗ, эпӗ чӳречесӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑм, чӳречере лампӑн сарӑ ҫуттинче хӗрарӑмӑн яштака кӗлеткине, ун пичӗн мӑнкӑмӑллӑ профильне тата клавиатура ҫийӗпе кайӑксем пек вӗҫсе ҫӳрекен шурӑ алӑсене ҫеҫ кураттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Музыка, — тесе ӑнлантарса патӑм эпӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш чухне уйӑх та вӑрман ҫине ҫӳлех хӑпарать, вӗсем ҫаплах музыка итлеҫҫӗ.Нередко луна уже высоко стояла над лесом, а они все еще слушали.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Пӗри — дискантӑн — сасси ҫухалнӑ; вӑл нимӗн те каламасть, ҫавӑнпа, ун патне черет ҫитсен, пӗтӗм музыка тытӑнкӑллӑн, уксахласа, такӑна-такӑна каланӑ пек нӑрлатать.
I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫапла тума мана кӑмӑл-туйӑма хуйхатакан музыка хистерӗ пулас, эпӗ вӑлах хам мӗн каланин ӑнланса ҫитмелле мар пайне илтӗнми тӑвасса шантӑм.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа, эхер хӑнасем ҫук пулсан, сулхӑн галерейӑра чей ӗҫсен тата аттепе пӗрле хуҫалӑха пӑхса ҫаврӑнсан, эпӗ хамӑн ӗлӗкхи вырӑна, Вольтер кресли ҫине, выртатӑп та, Катенька е Любочка музыка каланине итленӗ май, вулатӑп тата ӗлӗкхиллех ӗмӗтсемпе йӑпанатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫанталӑк ҫинчен, ялти пурнӑҫӑн лайӑх енӗсем ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн калаҫӑва вӑл ӗнерекен маҫтӑр, музыка, фортепьяно ҫине питӗ меллӗн куҫарчӗ те юлашкинчен хӑй фортепьяно калама пултарнине пӗлтерчӗ, вара часах виҫӗ вальс каласа кӑтартрӗ, ҫав вӑхӑтра Любочка, Мими тата Катенька фортепьяно ҫывӑхӗнче тӑрса, ун ҫине пӑхрӗҫ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астусах тӑратӑп-ха, пӗр каҫхине Любочка чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пассажа фортепьянӑпа ҫӗр хут та каларӗ пулӗ, ҫав вӑхӑтра Володя хӑна пӳлӗмӗнчи диван ҫинче тӗлӗрсе выртрӗ, хаяррӑн тӑрӑхласа, кама каланине питех палӑртмасӑр, сайра хутран ҫапла мӑкӑртатрӗ: «Ай пултарать… музыка калакан ку хӗрача… Бетховен!.. (ку ята вӑл уйрӑмах тӑрӑхласа каларӗ), маттур… ну, тата тепӗр хут… вӑт ҫапла» т. ыт. те.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…»
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Канатӑп та унтан мӗнле те пулин лайӑх кӗнеке вулама пуҫлатӑп, е куҫа мӗн курӑннине ӳкеретӗп, е мӗнле те пулин музыка инструменчӗпе калатӑп (кирек епле пулсан та флейта калама вӗренетӗп).
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Питех те шел, пулаймарӑр эсир унта; хӑнасем шутсӑр йышлӑччӗ, пин ҫын ытла, музыка, генералсем, эпӗ те ташларӑм…
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мазурка вӗҫнелле ҫывхарать: ватӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем кукамай патне пырса сывпуллашрӗҫ те кайрӗҫ; тарҫӑсем, ташлакансенчен пӑрӑна-пӑрӑна, савӑт-сапана хыҫалти пӳлӗмсене ҫӗклерӗҫ; кукамай самаях ывӑннӑ, сӑмахсене тӑсарах, ирӗксӗртен калаҫать, музыка калакансем те вӑтӑрмӗш хут та пулӗ ҫав кӗвве ӳркенчӗклӗн пуҫлаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Музыка, шутласси тата хаяррӑн пӑха-пӑха илесси каллех пуҫланчӗ, эпир атте патне кайрӑмӑр.Музыка, считанье и грозные взгляды опять начались, а мы пошли к папа.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку вӑл — музыка мар, параппан ҫапни мар пулнӑ ӗнтӗ, анчах утӑмсем пит аван пулса пычӗҫ.Это была не музыка, не барабанная дробь, но шаг отбивался так четко.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн ачасем халлӗхе Гебӑна та, Зевса та, унӑн ӑмӑрткайӑкне те пӗлместчӗҫ-ха, анчах сӑвва вӗсем музыка кӗввине итленӗ пек итлерӗҫ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унта математика, искусство — театр, живопись, музыка ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем нумай куратпӑр.Книги, книги по математике, по искусству — о театре, о живописи, о музыке.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ӑнланатӑн-и, Соня, музыкант вӑл, хӑйӗн ӗмӗрӗнче нимӗнле музыка инструментне алла тытса курман пулсан та, музыкант вӑл!
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Эсӗ хӑнана пианинопа мӗн те пулин каласа пар, — терӗ Степан Иванович, ачана ҫак ҫурт патне тем тесен те музыка ертсе килнине чухласа илсе.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.