Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑтартнӑ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пӗлтерӳсене хӑпӑтса тухнине пӗлмерӗҫ, кӑтартнӑ вӑхӑтра шкула пухӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта кун йӗркине те кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑварисем каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Автор хӑйӗн произведенийӑнче революци хыҫҫӑнхи чӑваш ялӗн сӑн-сӑпатне, хресченсен инкек-синкеклӗ те йывӑр пурнӑҫне ӑстан ӳкерсе кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ҫавраҫил // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта IT-Кубри направленисен ӗҫ-хӗлне ҫутатнисӗр пуҫне асӑрханулӑх пирки те ҫырса кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Халӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ пек патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ.

Помоги переводом

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Аслӑрах классенче пӗлӳ пухакансем те конкурссене кӑмӑлпах хутшӑннӑ, Липовка шкулӗн команди пуринчен маттур та правур пулнине кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta

Вӗсене экономика ӗҫ-хӗлӗн тӗсӗсемпе тата муниципаллӑ пӗрлӗхсемпе уйрӑммӑн илсе кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Тухӑҫлӑрах аталанма // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11892-tu ... h-atalanma

— Эп ҫуратнӑ сана, эп кун ҫути кӑтартнӑ

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрам унтан Мӗша тӑрӑхӗнчи ҫапӑҫу пирки тӗплӗ ыйтса пӗлчӗ, мӑрса каласа кӑтартнӑ чухне йынӑшнӑ пек вӗҫӗмсӗр ай-ай-ай! ай-ай-ай! тесе пычӗ.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑс ҫынни хӑйӗн тусӗсем ялсем тӑрӑх мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине пӗлсен вӗсене Юнкӑ тӑрӑхӗнче чӑвашсемпе ҫармӑссем чӳк тунӑ чух вырӑссемпе тытӑҫса илни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чарусӑр хӗр ача, «никамран хӑраман» Сарье юратӑвне кукамӑшӗнчен пытарайман курӑнать, айванлӑхне пула ун ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ — тепӗр каҫхине (вӑл кун Иливан ашшӗпе Ятламас та таврӑннӑччӗ ӗнтӗ) пахчана сӗлкӗш тухрӗ.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ ӑна ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ.

Теперь оно издано по новой.

Зоя Нестерован кӗнеки кун ҫути курнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33739.html

Наукӑпа производство центрӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене чӗртаварпа хатӗр продукцин пахалӑхне тӗрӗслекен лаборатори оборудованийӗпе паллаштарнӑ тата ҫӗнӗ продукцие апробациленине кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Вӑрнарсем кӑтартуллӑ ӗҫлени килӗшнӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11432-v- ... ni-kil-shn

Кайран вӑрҫӑ хыҫҫӑн аслӑ ӑру ҫӗршыва уралантарнӑ чух вӑй-хал ҫирӗплӗхне кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Унта 100 ытла компани хӑйӗн экспозицине кӑтартнӑ, ҫӗнӗ оборудованипе, наукӑри ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ, гастрономи фестивальне йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

Паллӑ проектра ӑстаҫӑсем хӑйсен ӑс-хакӑл тӗнчине палӑртса, мӗнпур ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче пухӑннисем наукӑпа туризма аталантарасси пирки ыйтӑва та хускатнӑ, республикӑри аслӑ шкулсенче тӑрӑшакансем ҫамрӑк ӑсчахсене аталанса пыма тӗрлӗ пулӑшусем пани пирки каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Сире мӗнле чин панине ярлыкра кӑтартнӑ: унта ҫӗрпӳ тенӗ.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫӑкӑрне лекаре кӑтартнӑ, — терӗ окольничий.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней