Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй юлашки кунна ҫывӑхартма ху хушшунта юн тӑкакан хула, хӑвна ирсӗрлетме йӗрӗхсем тӑвакан хула!
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 9. этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ хӗҫ, хӗҫ хатӗр, ӑна ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ: 10. ӑна нумайрах ҫынна чиксе пӑрахмашкӑн ҫивӗчлетнӗ; ӑна ҫиҫӗм евӗр ҫиҫсе тӑтӑр тесе хӑйранӑ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Кӑнтӑр вӑрманне кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сан ӑшӑнта вут чӗртӗп, вӑл вара санӑн пур ешерекен йывӑҫна та, пур хӑрнӑ йывӑҫна та ҫунтарса ярӗ; тӗлкӗшекен ҫулӑм сӳнмӗ, вӑл кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен пурне те ӗнтсе ярӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир аҫӑрсен тӗслӗхӗпе хӑвӑра ирсӗрлеместӗр-и, вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳреместӗр-и?
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе калаҫ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир Манран ыйтма килтӗр-и?говори со старейшинами Израилевыми и скажи им: так говорит Господь Бог: вы пришли вопросить Меня?
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кала: Турӑ ҫапла калать те: ӑнӑҫлӑх пулӗ-ши унӑн?
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: пысӑк ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатлӑскер, вӑрӑм тӗклӗскер, мамӑклӑскер, тӗрлӗ тӗслӗскер, Ливан тӑвӗ ҫине вӗҫсе килнӗ те кедр тӑррине татса илнӗ, 4. унтан ҫамрӑк хунавсенчен чи ҫӳлтине татса илнӗ те, ӑна Ханаан ҫӗрне йӑтса кайса, сутуҫӑсен хулине хунӑ; 5. кайран ҫак ҫӗрӗн вӑрлӑхне илнӗ те ӑна вӑрлӑх ҫӗрне, хӑва хунавне лартнӑ евӗр, пысӑк шывсем хӗррине лартнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, сӑнна хӑвӑн халӑхун хӗрӗсем енне, хӑйсен ӑсӗпе пророкла калаҫаканскерсем енне, ҫавӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 18. кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чунсене тытас тесе хулӗ айне ӑрӑмҫӑ енчӗкӗ ҫӗлесе хуракансене, тӗрлӗрен пӳллӗ ҫынсен пуҫне юрӑхлӑ пӗркенчӗксем тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль пророкӗсене, пуласси ҫинчен калакан пророксене, малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтер, ҫавсене, хӑйсен ӑсӗпе калаҫаканскерсене, кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр! те.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӗршыв халӑхне кала: Иерусалим ҫыннисем ҫинчен, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: вӗсем хӑйсен ҫӑкӑрне хуйхӑрса ҫийӗҫ, хӑйсен шывне пӑшӑрханса ӗҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ҫӗрӗ ҫавӑнта пурӑнакан пӗтӗм халӑх тунӑ тӗрӗсмарлӑхшӑн пӗр тулӑхсӑр тӑрса юлӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку ӗнтӗ Иерусалимра пуҫ пулса тӑракана тата унти пӗтӗм Израиль халӑхне мӗн пулассине пӗлтерет, терӗ те.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Унтан кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сире халӑхсем хушшинчен пуҫтарӑп, сире салатнӑ ҫӗршывсенчен каялла илсе тухӑп; вара сире Израиль ҫӗрне парӑп.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. эсӗ, этем ывӑлӗ, кала, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль ҫӗрӗн пӗтес кунӗ ҫитрӗ — ҫӗрӗн тӑватӑ енне пӗтес кун ҫитрӗ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пӗҫҫӳне шарт ҫап та урупа тапса ил, вара кала: Израиль килӗ туса тултарнӑ ирсӗр усал ӗҫсемшӗн асап ҫиттӗр! вӗсем хӗҫпе, выҫлӑхпа тата мур чирӗпе пӗтӗҫ.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала; 5. сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ, 6. уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ; 7. Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Иеремия Сераияна ҫапла каланӑ: Вавилона ҫитсессӗн асту, ҫак сӑмахсене пурне те вуласа пар та 62. ҫапла кала: «эй Ҫӳлхуҫамӑр!
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Варуха ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ Хам мӗн тунине аркатӑп, Хам ӗрчетнине кӑкласа тӑкӑп — ҫак пӗтӗм ҫӗре пӗтерӗп.
Иер 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 16. кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн; 17. анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кай та Иудея арӗсемпе Иерусалимра пурӑнакансене кала: ара, сире ҫакӑ та ӑса вӗрентмест-ши, эсир Ман сӑмахӑмсене итлемӗр-ши? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.