Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем муниципалитет право акчӗсене е килӗшӗвӗсене ҫавӑн пекех сеть каларӑмӗсенче официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларма (халӑха пӗлтерме) пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
«Муниципалитет право акчӗн е вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинче тунӑ килӗшӗвӗн тулли текстне тивӗҫлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗнче салатакан пичет кӑларӑмӗнче пӗрремӗш хут пичетлесе кӑларни ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни шутланать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
«14) Чӑваш Республикин саккунӗпе палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн юнашар вырнаҫнӑ территорисен чиккисене палӑртасси;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
1. Ҫак Саккун, ҫак статьяпа урӑх вӑхӑтра вӑя кӗртме палӑртнӑ положенисемсӗр пуҫне, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
«8. Тӗп плана туса хатӗрленӗ чухне обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе е халӑхпа итленине Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ йӗркепе туса ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
«1) саккунсемпе палӑртнӑ йӗркепе Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсен, Чӑваш Республикин территорине планламалли документсен, хула строительствине проектла-малли республика нормативӗсен проекчӗсене хатӗрлессине, ҫавӑн пекех вӗсене улшӑнусем кӗртессине, вӗсем пирки килӗшсе татӑлассине тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ҫирӗплетме тӑратассине тивӗҫтерет;»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
1. Ҫак Саккун, ҫак Саккунӑн 1 статйин 1-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗсӗр пуҫне, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №53 от 20 сентября 2018 г.
«3) Чӑваш Республикин патшалӑх власть органӗсем тата Чӑваш Республикин патшалӑх учрежденийӗсем энерги перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе патшалӑх информаци тытӑмне йӗркелеме тата ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерме полномочи панӑ федерацин ӗҫ тӑвакан власть органне энергетика ресурсӗсемпе усӑ курни ҫинчен калакан декларацисене федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ палӑртнӑ йӗркепе тӑратассине йӗркелесси;»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №53 от 20 сентября 2018 г.
Ҫак Саккун 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, анчах та ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа пӗр уйӑх иртиччен маларах мар тата физически сӑпатсен тупӑшӗсенчен илекен налук енӗпе черетлӗ налук тапхӑрӗн пӗрремӗш числинчен маларах мар вӑя кӗрет.
Чӑваш Республикинче ӗҫ рынокӗн регионти уйрӑмлӑхӗсене палӑртмалли коэффициента 2019 ҫул валли ҫирӗплетесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №50 от 20 сентября 2018 г.
Ҫак Саккун, ҫак Саккуна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрекен 2 статьясӑр пуҫне, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №49 от 15 сентября 2018 г.
«федерацин Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсене ҫырса пынисен пӗр пӗтӗм патшалӑх реестрне тытса пымалли патшалӑх информаци тытӑмӗн информаци технологийӗсемпе тата техника хатӗрӗсемпе усӑ курса граждансен тӑрӑмӗн акчӗсене ҫырса пынисене, ҫавӑн пекех Федерацин «Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсем ҫинчен» саккунӗпе палӑртнӑ ытти сведенисене Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе палӑртнӑ йӗркепе туса хатӗрлесси, улӑштарасси, упрасси, тӗплӗн тишкерсе тухасси тата парасси;»;
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №49 от 15 сентября 2018 г.
2. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 4-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗ ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа пӗр уйӑхран маларах мар тата налук хумалли патент тытӑмӗпе усӑ курнӑ май илекен налук енӗпе черетлӗ налук тапхӑрӗн пӗрремӗш числинчен маларах мар вӑя кӗрет.
1. Ҫак Саккун, ҫак Саккунӑн 1 статйин 4-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗсӗр пуҫне, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа пӗр уйӑх иртиччен маларах мар вӑя кӗрет тата 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ право хутшӑнӑвӗсене пырса тивет.
налук тапхӑрӗ хыҫҫӑнхи уйӑхӑн 1-мӗш кунӗ тӗлне налуксем, пуҫтарусем тата Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗнчи бюджетсене ҫирӗплетнӗ йӗркепе тӳлемелли тӳлевсем енӗпе парӑмсем ҫуккисем;
Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен" саккунӗн 1 тата 17 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче федерацин "пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантарма пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн уйрӑм положенийӗсене пурнӑҫласси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №30 от 28 апреля 2018 г.
Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №29 от 28 апреля 2018 г.
Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.
«1. Республика программинче ҫуртӑн газпа тивӗҫтермелли шалти инженери системисене юсас, усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ лифт оборудованине юсас е улӑштарас енӗпе тумалли ӗҫсене чи малтан пурнӑҫламалли йӗркепе пӑхса хӑварма пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсас ӗҫе йӗркелес енӗпе правӑн уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №27 от 28 апреля 2018 г.
1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.
Чӑваш республикин "вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №26 от 28 апреля 2018 г.
«21. Вырӑнти референдум участокӗсен переченьне тата вӗсен чиккисене вӗсене туса хурас тӗллевпе палӑртнӑ йӗркепе ҫакӑн чухне тӳрлетӳсем кӗртеҫҫӗ: