Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Вӗсем: килӗр, тинӗсе хирӗҫ вӑрҫӑпа каяр, ҫапла вӑл пирӗн умран чакса кайтӑр та, эпир унта хамӑр валли тата урӑх вӑрмансем те ӳстерӗпӗр, тесе калаҫатчӗҫ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем сан патӑнтан тӑшмансем хӳтернипе ҫуран тухса кайнӑччӗ, Турӑ вара вӗсене сан патна, патша ывӑлӗсем пек, мухтавлӑн илсе килӗ, 7. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫапла палӑртнӑ: Израиль ҫирӗппӗн, Турӑ мухтавлӑхӗпе пытӑр тесе, ҫӗре тикӗслетмешкӗн ҫӳллӗ тусемпе ӗмӗрхи сӑртсем лутраланччӑр, айлӑмсем хӑпарччӑр, 8. вӑрмансем, ырӑ шӑршӑ саракан йывӑҫсем Турӑ хушнипе Израиле сулхӑн парса тӑччӑр.
Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗпӗртенсе кӑшкӑрӑр, ҫӗр авӑрӗсем; хавасланса шавлӑр, тусем, вӑрмансем, унти йывӑҫсем: Вӑл Иакова тӳлесе илнӗ, Израиле хӑтарса мухтава тухнӑ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.