Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ухтиван Ивук хыҫҫӑн хӑна тӗмесем хушшине кӗчӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑна тухса кайсанах Саламачӗ вӗрентет:
Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ырӑ хӑна хушшинче Эрех-сӑра тӑкӑнмасть.
Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ав, етресем Йӗри-тавра тек сапӑнаҫҫӗ, — Кавруҫ курать: кӗтмен хӑна, — Ик-виҫ енчен те тапӑнаҫҫӗ, Чакмасть, ямасть вӑл яхӑна.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑл пулӗ икӗ ҫамрӑк пуҫшӑн Вутран юлайнӑ шел кӑвар: Пӗр саманта анчах телей Хӳреллӗ ҫӑлтӑр пек ҫӳрерӗ, Хӑна пулма та ӗлкӗрмерӗ, Иртсе лармарӗ тӗпеле.
XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ялан уяв, — Ӑҫта пырать унта хӑна вӑл.
XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
«Аха, кунта ӗҫлеттерет-мӗн, — Илейрӗ тавҫӑрса хӑна, — Вӑл халӑха ахаль тӑратмӗ, Ыйтмасӑр «кӗртӗ» ӑс-тӑна».
XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Чӗнсен, килмесӗр тӗлӗнтернӗ Хисеплӗ, тупӑшлӑ хӑна.
XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Паян вӑл кирлӗ ҫын, хӑна.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Иртнисене вӑл ас илмерӗ — Паян эс, — терӗ, — пул хӑна.
XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ӑҫта пыратӑн сиплӗх, тутлӑх, Кирек хӑш вырӑн та халь хӑтлӑ, Кашни кӗтесшӗн ҫын — хӑна.
II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Мӑн ҫул Чашламана пырса ухать ун витӗр чарӑнмасӑр, Анчах та ҫул ҫӳрен, ырсан, Ялтан иртмест хӑна пулмасӑр.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Тавах, хӑна пулса кайӑр!
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эй, ҫав хӑна пулни пулатьчи вӑл?
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Иртнӗ вырсарникун ҫеҫ хӑна пултӑм.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кашни килтех кӑмака ҫи тулли мӑйӑрччӗ, кам патне те пулин пырса кӗрсен, сана чи малтан мӑйӑрпа хӑна тӑватчӗҫ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хальхинче те кремльтен инҫех мар ларакан Балчугри хӑна ҫуртне пырса кӗрсе Хусан княҫӗсем ӑна вырӑсла пуплеттермерӗҫ, «хамӑрла, хамӑрла!» тесе тутарла сӑмахлама пуҫларӗҫ.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эпӗ Сӗве тӑрӑхӗнче тӑм ҫук пуль тенӗччӗ, — сывлӑх сунчӗ хӑна кил хуҫине.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Иртнӗ ҫуркунне кӑна-ха Мамич-Бердей патӗнче хан утлӑ ҫарӗ валли утӑ хатӗрлеме килнӗ ҫамрӑк улан хӑна пекех пурӑнчӗ.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ват ҫынсемпе сӑмахларӗ хаким, инке арӑм патӗнче хӑна пулчӗ, ӗнтӗ унӑн тем тесен те юмӑҫ карчӑка тӗл пулмалла.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.