Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хусан патне ҫывӑхах пырса тухнӑн туйӑнчӗ мана, Хусан хулин пӗр енчи хӳми ишӗлсе аннӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пырса ҫӳреҫҫӗ, аслӑ князь, — хуравларӗ Тукай.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халӗ сирӗн пата тутар ҫарӗсем пырса ҫӳреҫҫӗ-и? — терӗ аслӑ князь вӑрӑм тумтир аркисене урисем ҫинерех туртса илсе.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ту енчи мӑрсасем чылай ҫывӑха пырса тӑрсан аслӑ князь пит-куҫран чӗрӗлнӗ пек пулчӗ, хӑйӗн хыҫлӑ тенкелӗ ҫинче хускалкаласа илчӗ, Сильвестр священника пӑшӑлтатса темле сӑмах каларӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ҫавна ҫеҫ лайӑх паллаҫҫӗ Тукайпа Акпарс тата Хусана вӑрҫӑпа пырса ҫӳренӗ темиҫе воеводӑна пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл нумай ҫул каялла кунта пуҫласа килнине, III Василий вӗсене, Саррипе иккӗшне, хӗҫ тыттарнине, ҫакӑнти тахӑш картлашка умӗнче ӑна Иван Бельский боярин йӗнерленӗ ут пырса панине, «астунӑ пулӑр, ан ӳкӗр, Мускав учӗсем питӗ шухӑ вӗсем» тесе кулса ӑсатнине аса илчӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав ҫулах (1540 ҫулта) раштав уйӑхӗн ҫиччӗмӗшӗнче аслӑ князь патне Ту енчи ҫӗр-шыв мӑрсисем пырса ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирей пӗлтӗр Хусана каялла пырса кӗчӗ те мӑрсасене нумай вӗлерсе пӗтерчӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхинче те кремльтен инҫех мар ларакан Балчугри хӑна ҫуртне пырса кӗрсе Хусан княҫӗсем ӑна вырӑсла пуплеттермерӗҫ, «хамӑрла, хамӑрла!» тесе тутарла сӑмахлама пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем кунта мӑрсасемпе, вӑл шутра чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисемпе, айкашнӑ хушӑра Ту енчи ҫӗр-шыв Хусантан уйрӑлма пултарать, унта нухайсем пырса кӗрсе хуҫа пулса тӑрӗҫ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ту енчи ҫӗр-шыв вӑл — Хусана пырса кӗмелли хапха.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирей сакӑр кун ҫапӑҫса Хусана ҫӗнӗрен пырса кӗни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн вӗсем Атӑл тӑрӑх пысӑк ҫар илсе анма шутласа хунӑччӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ уйӑх каялла Адашев тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман чупса пырса патшана Хусанти улшӑну ҫинчен, Сафа-Гирее хуларан хӑваласа кӑларни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрпӳ енчен тутарсем пырса тухмарӗҫ-ши вӗсем патне?

Помоги переводом

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тин ҫулҫӑ сарса сар хӗр пек тирпейленнӗ ҫамрӑк хурӑн ҫине ӑсан пырса ларать, хӑйӗн мӑшӑрне кӗтсе илеймесӗр ешӗл кӑчкӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫӑтса ирхи апат тӑвать.

Помоги переводом

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хам куртӑм, ӗнер пӗр чулӗ Сафа-Гирейӗн ҫӳрен утне те пырса тиврӗ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сутуҫ вӗсене темиҫе эрнелӗхе япала йӑтма, лавсем пушатма тарҫа тытрӗ те, пӗр ирхине Ахтупайпа Нургали шавласа-кӗрлесе тӑракан Хусан пасарне пырса ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нургали вӑл ӑҫта ларнине манса кайнӑ иккен, йӑнӑшпа пачах урӑх урама пырса тухнӑ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑтра пӳрт алӑкне такам урапа пырса тапрӗ, унтан ҫине-ҫинех хыттӑн кӗмсӗртеттерме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан ҫывӑхне тата тепӗр-воевода пырса тухнине пӗлсен тутарсемпе нухайсен ирӗксӗрех анаталла анмалла пулчӗ.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней