Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пур-ҫке тӗрлӗ Идейӑсем, Октябринӑсем, Лирӑсем, Кимсем, Мопрсем, Ревӑсем, Люцисем…
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сан садна та малашне тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑран летчиксем тасатса тӑрӗҫ.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Тӗрлӗ кахалсене, ултавҫӑсене, ӳсӗрсене тӳсме пултараймасть, пуринчен ытла хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе тӑвайман ҫынсене кураймасть.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Е, кӑмӑлу пулсан, каҫхине ҫӗр выртмаллах пыр, сана тӗрлӗ интерессем каласа парӑп.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Анкарти пысӑкӑш сцена ҫинчи пӗрлешӳллӗ хор, аякран пӑхсан, тӗрлӗ тӗслӗ чечек карти евӗр туйӑнать…
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кӗнӗ-кӗменех хӗрсене пурне те уяв ячӗпе саламларӗ те пысӑк сумкӑран сӗтел тулли тӗрлӗ эрех, кӑлпасси, консерва банкисем кӑларса лартрӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Эпӗ ял хуҫалӑх выставкинче куртӑм: пӗр хресчен, Киров облаҫӗнчи ҫын, халӑх оркестрӗнче унпа чип-чипер кӗвӗсем кӑларчӗ, тет, пӑчкине патакпа ҫапать те темӗн тӗрлӗ авкалать, вара оркестрпа килӗшӳллӗ кӗввех кӑларать, тет.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Нумай ӗҫленӗрен, сахал каннӑран, япӑх апат-ҫимӗҫрен, кулленхи ӗҫри, пурнӑҫри тӗрлӗ пӑшӑрхануран хӗр самаях хавшарӗ, сӑнран туртӑнчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӗсем ӑна темӗн тӗрлӗ тискеррӗн асаплантарса допрос тунӑ, анчах хӗр нимӗҫсене хӑйӗн тусӗсем ҫинчен нимӗн те каламан, вӗсене сутман, унтан та ытларах — тӑшмана хӑйӗн чӑн ятне те пӗлтермен, хӑйне «Таня» тенӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Марья Ивановна хӑйӗн качакине темӗн тӗрлӗ те ырлать тепӗр чухне вӑл унпа ҫынпа калаҫнӑ пекех калаҫать, ӑна хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен каласа парать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Каярахпа Таня палатӑсенче тем тӗрлӗ йывӑр аманнӑ ҫынсене те курчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ачасемпе ҫамрӑксенчен командӑсем йӗркелесе тӗрлӗ ӑмӑртусене тӑратать.
Спорта парӑннӑ ҫын // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%81%d0%b ... %8b%d0%bd/
Вӑл вӑхӑтра ялти клуба халӑх йышлӑн ҫӳренӗ, хӑшӗ-пӗри ҫемйипех тӗрлӗ мероприятисене хутшӑннӑ.
Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/
Тӗрлӗ тӑрӑхра артистсем пирӗн яла концерт лартма та килнӗ.
Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/
Ҫакӑнтах кашни каҫ тӗрлӗ тӗслӗ кино курма ҫӳренӗ ял халӑхӗ.
Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/
Сцена ҫинче миҫе спектакль кӑтартман-ши тӗрлӗ шайри артистсем?
Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/
Шкул ҫурчӗсем уйрӑмшарӑн тӗрлӗ вырӑнта ларни, ачасен йышӗ классенче вӑтӑртан та иртни, учительсем ҫитменни сахал мар кӑткӑслӑх кӑларса тӑратнӑ.
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
Пурне те артист пулма пӳрмен, ӳнерҫӗ-художник пулма та, йывӑҫран каскаласа тӗрлӗ илемлӗ эрешсем тума та, хитре кӗпесем ҫӗлеме те пурте пултараймаҫҫӗ.
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
«Валентина Васильевна — тарӑн пӗлӳллӗ, анлӑ тавра курӑмлӑ специалист. Унпа тӗрлӗ темӑпа калаҫма, сӗнӳсем ыйтма пулать. Кӑнтӑрла-и, ҫӗрле-и — пӗрре шӑнкӑравласанах ҫитме васкать. Пирӗн ялта медпункт тата ҫакӑн пек лайӑх фельдшер пуррипе эпир питӗ савӑнатпӑр. Ӑна манран тата мӑшӑрӑмран Викентий Ивановичран пысӑк тав», — уҫать шухӑшне Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Роза Гурьевна Герасимова.
Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/
Валентина Васильевнӑн ӗҫӗ пысӑк яваплӑхлӑ, унӑн хӑйне евӗр тӗрлӗ енлӗ специалист пулмалла.
Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/