Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуль сăмах пирĕн базăра пур.
пуль (тĕпĕ: пуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ — нимех те мар пуль тесе, анчах пирӗн шофер машинӑна ҫавӑнтах аяккинелле, пӳртсем патнеллех, ҫынсем ҫӳрекен тротуар патнелле пӑрчӗ.

Я думал — это ничего, а наш шофёр вдруг сразу вбок повернул, к самым домам, к тротуару, где люди ходят.

Мускав урамӗсем мӗнле // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ, кусем пичкесем пуль терӗм, инженер мучи: вӗсем цистернӑсем, тесе пӗлтерчӗ.

Я сказал, что это бочки, а дядя-инженер сказал, что это цистерны.

Вагонсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ иккен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӗрарӑмпа йытӑ тӑрса юлаҫҫӗ пуль тесе, эпӗ хӑрасах тӑтӑм, пӑравус сасартӑк кӑшкӑрса ярасран та хӑрарӑм.

Я всё боялся, что собачка с тётенькой останутся, и всё боялся, что паровоз свистнет.

Тендере шыв тултарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Тен, хӑрушлах пур пуль?

— Может быть, опасно?

Семафор пире ҫул паманни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вагон ҫинчен тухса ӳксен, чугун ҫумне пырса ҫапӑнатӑн та, питӗ хытӑ ыраттарать, вагонран тухса ан ӳк тесе ҫавӑнпа калаҫҫӗ пуль, теттӗм.

И если упасть из вагона, то о железо очень больно убьёшься. Оттого и говорят, чтобы не вылетел.

Вокзал // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Чугун ҫул урам пек пулӗ, теттӗм эпӗ, анчах аялта ҫӗр те мар, чул та мар, тимӗр плита пек яка пуль тесе шутлаттӑм.

Я думал, что железная дорога такая: она как улица, только внизу не земля и не камень, а такое железо, как на плите, гладкое-гладкое.

Вокзал // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл ман ҫине ҫиленчӗ, каясси те пӗтрӗ пуль!

Теперь она рассердилась, и всё пропало!

Анне ман ҫине ҫиленни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ой, савӑнмастӑп пуль

Ой, не рада!..

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Серёжа, эсӗ кунта Марусьӑпа юлташӗсене курман пуль? — ыйтать кукамӑшӗ.

— Серёжа, ты Марусю не видел тут с её подругами? — спрашивает бабушка.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ытлашши ручка никамӑн та ҫук пуль?

Ни у кого нет лишней ручки?

Марусьӑн телейсӗр кунӗпе телейлӗ кунӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Апла эсӗ паян та шкула аннӳнтен ыйтса килтӗн пуль?

— Ты, значит, попросила у мамы разрешения прийти сегодня в школу?

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ӑҫтан кӑна пӗлетчӗ пуль вӑл тӗрлӗ ҫӗнӗ хыпарсене?

И откуда только он узнавал свежие новости?

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Мӗн пулмарӗ пуль вара!

Что тут поднялось!

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Темле мур туртрӗ пуль мана сӑмсапа ҫав кӗленче патнелле туртӑнма.

Шут меня дернул потянуться носом к флакону.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Часрах киле таврӑнаҫчӗ, унта Сиротка тете винтовкӑсем илсе килнӗ пуль ӗнтӗ, Васька мана кӗтет пулӗ.

Скорее бы идти домой, там, наверно, уже дядя Сиротка с винтовками из Петрограда приехал, Васька ждет.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ой, ку питӗ хӑрушӑ пуль вӑл!

— Ой, это наверно страшно.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл хӑйӗн амӑшӗ ӗҫлекен кокс цехне ҫитнӗ те пуль ӗнтӗ.

Наверное, он уже дошел до коксового цеха, где работала его мать.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл атӑпа пулнӑ пуль вӗт-ха.

Он же в сапогах был.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл эпир Васькӑпа иксӗмӗр калаҫнине пӗлет те пуль ӗнтӗ.

Наверное, уж знает о нашем разговоре с Васькой».

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Тен, ҫакӑнта, кузнечнӑй цехра тунӑ та пуль патша коронине, — шухӑшларӑм эпӗ, тен, ӑна ман аттех тунӑ?»

«Может быть, здесь, в кузнечном цехе, и сделали царю корону, подумал я, — может, отец и выковал ее?»

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней