Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑн-чӑн этем тирӗ ӑшне кӗрсе ларнӑ кашкӑр!
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ут-пӗвӗсемпе пичӗ-куҫӗсене ытла та чунсӑррӑн нӗрсӗрлетнӗрен вӗсем — кӑвакарса-юнланса-хуралса пӗтнӗскерсем, шыҫӑнса кӳпченӗскерсем, чӑлахлатса-сусӑрланса юлнӑскерсем, юнпа пылчӑк хутӑшӗпе ҫӑрӑлса-вараланса ӗренкерен тухнӑскерсем, — юлашкинчен пачах паллама ҫук пулса ҫитрӗҫ, этем ӗлкине те ҫухатрӗҫ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохор Зыков самантрах сиктерсе ҫитрӗ, анчах Григорин этем сӑнӗ те юлманнине курчӗ те хӑраса кайнипе аллине те карттус сӑмси патне тытрӗ:
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вороновский, лутакарах пӳллӗ тапчам этем, тӑпӑл-тӑпӑл ларакан шинельне офицерсем хулпуҫҫи урлӑ ҫыхакан пиҫиххипе хӗреслесе каркаланӑскер, хулпуҫҫийӗсене тӳрлетрӗ; унӑн касса тикӗсленӗ хура мӑйӑхӗ айӗпе кулӑ шӑвӑнса иртрӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Курмастӑн-и, этем тытӑнки юлман ун, — терӗ хӗрарӑм Григорие аран ҫавӑтса тата хӑйсен хыҫӗнчен куркапа сӑмакун ҫӗклесе пыракан Ермакова тепӗр аллипе аяккалла сирсе.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сас-хура тӑрӑх, ҫав хӗрлӗармеецсем хушшинче пӗр комиссар йышши этем пулнӑ, теҫҫӗ.
XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эккей, этем!
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Этем ӗренки те юлман.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Этем пек ӑслӑччӗ, ытларах пулмасан…
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӳрт ӑшчикки тӳрех салтак пурнӑҫӗн наркӑмӑш пек йӳҫек сывлӑшӗпе, этем тарӗн, табакӑн, йӳнӗ супӑньпе пӑшал ҫӑвӗн уйрӑлми хутӑшса кайнӑ шӑршипе, — инҫетри ҫулсен шӑршипе тулса ларчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Службӑра вӑл хӑйне йӑваш та сӑпайлӑ тытрӗ, — хорунжи мар, пыл та ҫу этем тейӗн!
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр ҫур сехетренех вара Григорий ҫак этем Платовски станицинчен пулнине, реальнӑй училище пӗтернине, Германи вӑрҫинче ҫапӑҫнине тата икӗ хутчен ӑнӑҫсӑр авланнине пӗлчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл питӗ пакӑлтатма юратакан йӳтетмӗш этем пулчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Инҫетре-инҫетре, хӗвелтухӑҫӗнче, пӗве патнелле чупакан ут кӗтӗвӗ хӗрлӗрех сарӑ саплӑк пек курӑнать; кӗтӳ айккипеле юланутлӑ атарщик, тетте лаша ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ тетте этем пек, сиктерсе пырать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗскӗн этем, ниме тӑман политик вӑл.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫапах кашни этем хӑйӗн ҫулне хӑй суйлать.
«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№
Кашкӑр — вӑл та читлӗхе хупса хурсан кӑвакарать, эпӗ этем вӗт-ха.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Этем чунӗ те юлман сарлака урамра ҫил ҫавӑрттарса ҫӳрет.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук ӑна тӑхӑнтарса тумлантарчӗ, этем нӗрне кӗртрӗ.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Этем йӑх-яхӗ!
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.