Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫукчӗ (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫҫӑн шӑматкуна вӑрман касакансен пӳртӗнче — ку вӑхӑтра, йӗпе-сапаллӑ кӗркуннере, унта никам та ҫукчӗ — ирттерчӗҫ те вырсарникун ирхине Йӗпреҫ еннелле ҫул тытрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапла, Мӗтри Микулайчӑ, — терӗ Сӑпани, — ахаль пулсан, чӑнах та, кӗтес ҫукчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль пулсан, мана ку таранччен кӗтес ҫукчӗ эсӗ, ҫапла-и?

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ухмахсем, — шухӑшларӗ хӑй шеллесе, — аннӳпе пиччӳпе пӗрлех мана тапӑннӑ пулсан, ним мар тавӑраттӑрччӗ вӗсен пуҫӗсене ҫинӗ сунарҫа, хӑвӑр та чӗрӗ юлаттӑрччӗ, пӑшала авӑрласа ниепле те ӗлкӗреес ҫукчӗ эпӗ…»

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, хирӗҫ тӑрас шухӑш пурпӗрех ҫукчӗ унӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрнара пырса кӗнӗ чухне Крапивин чунӗнче вӑл-ку тӗлӗшпе нимӗнле иккӗленӳ те ҫукчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑна ҫурчӗн чайнӑйӗнче пушӑ вырӑн ҫукчӗ те, вӑрмантан килнӗ ҫынсене пӗр кӗтесе уйрӑм сӗтел лартса пачӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗркун сӑра ӗҫмелӗх укҫу ҫукчӗ нихак.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах юрату хӗлхемӗ пач сӳнчӗ теме ҫукчӗ ҫав.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль чухне Крапивин унашкалли ҫинчен ют ҫын умӗнче пуплешес ҫукчӗ, халӗ вара пикенсех ӑнлантарчӗ:

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫимелли урӑх нимӗн те ҫукчӗ

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Хӗлимун ӑҫта пурӑннине Ҫтаппан пӗлмен, пӗлсен те, ахӑртнех, каласа парас ҫукчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унашкал тӗллев те ҫукчӗ, ҫын куҫӗнчен сыхланни кӑначчӗ ку…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Патруль таврашӗсем те мар: пӑшалсем ҫумра ҫукчӗ, тумтирӗсене те йӳле янӑччӗ, хыҫалта лав пурччӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, урӑх май ҫукчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл Ҫӑпата Ульки умӗнче айӑпа кӗрес ҫукчӗ, тен, Давидпа пӗрле тыткӑна та лекместчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, Санюк ӑна пурӗпӗр хирӗҫлес ҫукчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лонгрен таврӑннӑ тӗле хӗрӗ килте ҫукчӗ.

Когда Лонгрен вернулся, девушки еще не было дома.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ирхине, Нина вӑраннӑ тӗле, Миша килте ҫукчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑйпа ӗҫлеттерме ҫукчӗ ӑна.

Ее нельзя было заставить работать силой.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней