Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Телей пултӑр сана ҫак сӑмахсемшӗн, чи ырӑ чӗреллӗ хӗрарӑм, турӑсем сана мӗнпур ҫынсенчен ытларах пӑхчӑр, мӗншӗн тесен эсӗ ҫавна тивӗҫлӗ, сана ҫынсем хушшинче чи телейлӗреххи туса хуччӑр!
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Эпӗ Родоп тӑвӗсем ҫинчи фракиецсен чи вӑйлӑ йӑхӗсенчен пӗрин ҫулпуҫӗ пулнӑ, манӑн ҫурт пурччӗ, пысӑк йышлӑ сурӑх кӗтӗвӗсемпе вӑкӑрсем, кӗтӳ ҫӳретмелли чи лайӑх ҫӗрсем пурччӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Халь ӗнтӗ ҫак чи вӑйлӑ ҫын, циркра иккӗленӳсӗр те ҫӗнтерӳллӗн ҫапӑҫса, гладиатора мар, чи пултаруллӑ командир пулма та тивӗҫлӗ паттӑр ӗҫсем тунине эпӗ куртӑм, эсир куртӑр, пӗтӗм Рим курчӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Рим патрицийӗ, чи путсӗр, чи курайми гладиаторсен йӑхӗпе туслӑ!— Римский патриций удостаивает своей дружбой низкую и презренную породу гладиаторов!
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тепӗр аллӑ ҫултан ҫак уйра пуян Меценат хӑйӗн чаплӑ сачӗсене ӗрчетнӗ, вӗсем ҫав патриций сӗтелӗ ҫине плебей шӑммисемпе ҫемҫетнӗ ҫӗрте ӳсекен чи тутлӑ пахча ҫимӗҫӗсемпе чи лайӑх фруктсем парса тӑнӑ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ахаль мар Ленин: «Спартак — чурасен чи пысӑк восстанийӗсенчен пӗрин чи пултаруллӑ геройӗ пулнӑ», тенӗ.
Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.
Кунта ҫӗр танлашӑвӗн тапхӑрӗнче, халӑх кӗпӗрленӗвӗнче, ҫӑмарта евӗрлӗ параппансене ҫапнӑ май, ҫарамас хӗрарӑмсем ташланӑ май, — чи аслӑ Мӑчавӑр, Хӗвел Ывӑлӗ, аслӑ патша, хулари чи хитре яшсенчен пӗрне вӗлерет те ӑна вӑкӑр хырӑмӗнче ҫунтарать.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чи малтанхи, чи малтанхи ӑсату ку хӗрпе каччӑ-шӑн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мана ӑраснах Петӗр эртелӗнчи чи аслӑ та чи лайӑх работникӑн, каменщик Ардальонӑн историйӗ тӗлӗнтерсе ячӗ.Особенно меня поразила история каменщика Ардальона — старшего и лучшего работника в артели Петра.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ аҫа ҫуринче «Аван ӗҫӗн», хам нихҫан та манас ҫук ҫынӑн пек енсене шыраса тупма пуҫларӑм, ҫав ҫынна тата Королевӑна эпӗ хама кӗнекесем чи лайӑххи мӗн параҫҫӗ, ҫавӑнпа пуринпе те хитрелетсе хураттӑм, хамӑн чи тасине, вуланипе ҫуралса тухнӑ мӗнпур фантазисене эпӗ вӗсене парса тӑраттӑм.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кичемлӗ те ним намӑссӑр пурӑнӑҫра эпӗ пурӑнӑҫ учителӗсене чи пирвай тӗл пулнӑ чух вӗсем мана чун-халӗ енчен шутсӑр хӑватлӑ ҫынсем пек, ҫӗр ҫинчи чи лайӑх ҫынсем пек туйӑнса карӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйне хирӗҫ тӑракан ҫыннӑн сӑмсийӗнчен юн юхнине вӑл хӑй ӑнӑҫтарса пултарнин чи аслӑ пункти вырӑнне, хӑй чапӗнчи чи йӑлтӑркка рубинӗ вырӑнне хуратчӗ пулас, ҫавӑн ҫинчен вара хӑй кӑмӑшне килентерсе каласа паратчӗ:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Сирӗн мастерской иконӑсем тӗлӗшӗнчен Российӑра чи лайӑххи тени вӑл тӗрӗс мар, ачам, чи лайӑххи вӑл Рогожинӑн, Москвара! — терӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Паянхи тӗнчере почта ҫыхӑнӑвӗ чи массӑллӑ тата коммуникаци тӗлӗшӗнчен чи шанчӑклӑ хатӗр шутланать.
Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://chuv.cap.ru/news/2021/07/10/chvas ... chta-cihnv
Эпӗ уҫҫӑнах курса тӑраттӑм: хуҫасем хӑйсене хӑйсем хулара чи лайӑх ҫынсем вырӑнне шутлаҫҫӗ, вӗсем ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалли чи тӗрӗс правилисене пӗлсе тӑраҫҫӗ, ҫав эпӗ уҫҫӑн пӗлмен правилӑсем ҫине тайӑнса, вӗсем пур ҫынсене те ним хӗрхенмесӗр пит хыта тиркеҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай мана ытларах та ытларах тӗлӗнтерсе пырать, эпӗ ӑна мӗнпур ҫынсем хушшинче чи аслӑраххи, ҫӗр ҫинче чи ырӑ та ӑслӑрах этем тесе шутлама хӑнӑхнӑ, кукамай ҫав шухӑша пӗрмаях тӗреклентерсе пыратчӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эсӗ хулан чи аслӑ урамӗнче, чи чаплӑ магазинта служить тӑватӑн, ҫавна асра тытмалла!— Ты служишь в первоклассном магазине на главной улице города, это надо помнить!
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакӑ йывӑр та татӑклӑ операцинче чи йывӑрри те чи кирли вӑл ҫыран хӗрринчи тӑшманӑн бетонланӑ хӳтлӗхне хӑвӑрт пӗтересси пулать, ӑна вӑл паян пур енчен те пӑхса ҫаврӑнчӗ.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Куҫса каякансем чи малтанах Литль Рок хулине пухӑнчӗҫ, анчах унтан чи ҫывӑх яла ҫитме те Варшавӑпа Краков хушшинчен инҫерех пулать, ҫитменнине тата унта ҫынсем пурӑнман ҫӗрсемпе, чӑтлӑхсем витӗр, ейӳ сарнӑ шыв-шур урлӑ каҫса каймалла.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вара ҫӑкӑр сӑмсине виҫӗ пӗр пек мар пай туса хуҫрӗ: пӗрне, чи пысӑккине, Сергея тыттарчӗ (пӗчӗкскер ӳсет — унӑн ҫиес пулать), теприне, пӗчӗкреххине, йытӑ валли хӑварчӗ, чи пӗчӗккине хӑй илчӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.