Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑххи, ун пуҫтахне кил хуҫи чиперкки тарӑхнӑ тесе, пӗтӗм хӑлхана ҫуй туса, ункӑри чӑх ушкӑнне шӑр-шар шуйхантарса, ӑҫталла куҫ курнӑ ҫавӑнталла, пӗр чарӑнми ҫӗр ҫӗмӗрсе ыткӑнчӗ.Курица от неожиданности громко закудахтала и бросилась прочь, разогнав и всех остальных.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах Ривареса унпа пӗрле виҫӗ ҫул экспедицире пулнӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех тата унпа пӗрле восстанире пулнӑ юлташӗсем ҫапла ырласа кӑмӑллаҫҫӗ пулсан, урамсенче саракан элексене хӑлхана та чикмелле мар.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӗррехинче Уоррен доктор Джулие повар пӗр кӗленче уксус сапнӑ салатпа танлаштарнӑччӗ, Джулийӗн хӑлхана ҫуракан ҫинҫе сассине илтсен Артурӑн ҫӑварӗнче темӗнле йӳҫенкӗ пулнӑ пек туйӑнчӗ, вара вӑл сасартӑк Уоррен сӑмахӗсене астуса илчӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Салтакӗ питӗ лайӑх палатка сутатчӗ, тӑватӑ акӑлчан гранатне сутатчӗ, миххинче тата унӑн сысна ҫури пурччӗ те вӑл хӑлхана ҫурас пек ҫухӑратчӗ.
XXI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Васильев хӑлхана ҫурса яракан кӗмсӗртетӗве илтсе кӑна тӑна кӗчӗ, — пин тонна хурҫӑ шӑтӑртатса ун ҫине ишӗлсе аннӑ пекех туйӑнса кайрӗ.Васильев очнулся от оглушительного грохота, будто бы тысячи тонн скрежещущей стали рушились на него.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Инҫетре те мар иртсе каякан катер хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑртса ячӗ.Совсем неподалеку отчаянно взвизгнул гудок проходящего катера.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫак хӑлхана илтӗнмен сасӑсен хумханӑвӗсене ҫӗрти тӗрлӗ породӑсем хӑйсем ҫине туртса илеҫҫӗ.Эти неслышимые колебания отражаются и поглощаются в земле различными слоями породы.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Шыв ҫийӗпе пулеметран шатӑртаттарса пенӗ чухнехи пекех хӑлхана питӗрсе лартакан сасӑ сарӑлчӗ.Оглушительный треск, словно пулеметная очередь, рассыпался над водой.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Куҫран турат ҫапрӗ, хӑлхана такамӑн вӗри сывлӑшӗ ҫапӑнчӗ, питрен такам ҫуласа илчӗ.Куст хлестнул меня по глазам, кто-то горячо задышал в ухо, потом лизнул в щеку.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хӑлхана сивӗ чул ҫумне тытса выртрӑм.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хӑлхана ачасен сассисем пырса кӗчӗҫ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Арҫын ачасем, Маҫак вӗрнине хӑлхана чикмесӗрех, хура пӗренесене хулпуҫҫисем ҫине хурса вӑрманалла йӑтса каяҫҫӗ.Мальчишки, не обращая на Деда внимания, взваливали на плечи почерневшие бревна и таскали в лес.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ калаҫать, хӑлхана йӳҫӗхтерчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кунта вара хӑлхана чӑнк тӑратас пулать, унсӑрӑн мӑй таран ӗҫ тиеме пултараҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Виҫӗ хутчен каларӑм эп ӑна, уттар малалла тетӗп, анчах вӑл эп каланине хӑлхана та чикмерӗ.Я три раза приказывал ему проходить, но он отказывался повиноваться.
III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Либерман кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен калаҫрӗ, Ковшов унӑн сӑмахне хӑлхана чикмесӗр япалисене майлаштарса хучӗ, ҫав вӑхӑтра магазинри сутӑҫ продуктсемпе парнесем илсе пычӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Каҫ пулсан вӗсем, уйӑх ҫутине пула ҫуралнӑскерсем пек чӳречесенчен вӗҫсе кӗреҫҫӗ те хӑлхана йӗрӗнтермеллех явӑнса ҫӳреҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑлхана ҫуракан шав хушшинче сасартӑк ҫынсен сассисем, кӑшкӑрашнисем илтӗне пуҫларӗҫ: «Ку пиртен Сталина парне!», «Умара Магомета тытса ҫӗклӗр!», «Ковшов юлташ ӑҫта?», «Ӑҫта пирӗн начальник?», «Ковшов юлташа ҫӗклӗр!», «Главный инженер Беридзе юлташа урра!».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сылтӑм енче йӗркипех ҫаврака цистернӑсем тӑраҫҫӗ, вӗсем патӗнчен хӗснӗ сывлӑшпа пусарса ҫыпӑҫтарнин сасси хӑлхана ҫурас пек янӑрать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑшпӗр сӑмахсем хӑлхана пырса кӗнипе Беридзе Алексее чӗнсе илчӗ те салхуллӑн каларӗ:Беридзе, до которого доходило кое-что из разговора, подозвал Алексея и мрачно попросил:
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.