Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуть сăмах пирĕн базăра пур.
хуть (тĕпĕ: хуть) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑн ӑсу ҫитмест пулсан, пиччӳ ӑсӗпе пурӑнасчӗ хуть.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кам мӗн ҫиес тет, ҫавна ҫитӗр — хуть те ҫӗрулмипе кӑна пурӑнтӑр.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Калаҫар-ха, хуть, ман ӗҫ ҫинчен.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хӗрарӑмсенчен вӑтанасчӗ хуть, — ним калама аптранӑ енне такама тилмӗрчӗ Феопемпт Анисимович, унтан Гурий аттене шлепке тупса пачӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсир хуть Ефремов, Эливанов, Курбатов пеккисемех мар та, ҫапах укҫа шутне пӗлетӗр: хӑвӑр ирӗкӗрпе ҫӑмарта склачӗсене рабочисене пиллесе парайрӑр-и?

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мана виличчен пурӑнма ҫитет, хуть те кашни кун ӗҫкӗ ту, — мухтаннӑ хӑмла хуҫи, ҫӑмарта хуҫисенчен тӑрӑхласа кулса.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ворнӑйра Николаевпа тӗл пулни ҫинчен тата Элкей Микули ӑна хӑй лаши ҫине лартса тартни ҫинчен те пулин каласа парас хуть: тен, исправник арман хуҫипе ҫӑмарта хуҫине тӑна кӗртӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӑмартине хамӑр халӑх ҫиес пулсан, пырӗччӗ хуть: нимӗҫсем патне яраҫҫӗ, хамӑр валли вара тип пулӑ кӑна юлать.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хале хуть те мӗн тутӑр.

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ытти чухне хуть мӗнле пурӑн.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Хуть те хӑш ҫулта ҫуратсан та аван тесе шутлатӑп.

Помоги переводом

Ҫамрӑкла е ҫуллансан? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Ҫак уяв, унӑн тӗп паттӑрӗ хуть хӑҫан та ӗҫ ҫынни пулнӑ – ҫӗршыв тата республика ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуракан мӗнпур ҫынна пысӑк тав сӑмахӗсем каламалли лайӑх май.

Этот праздник, главным героем которого всегда был человек труда, – отличная возможность сказать огромное спасибо всем, кто честно работает на благо страны и республики.

Олег Николаев Ҫуркунне тата Ӗҫ уявӗпе саламлани (2018) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/01/gla ... et-s-prazd

— Ну, хуть мӗнле те пулин ӗҫ парсамччӗ.

— Ну, хоть бы дело какое-нибудь дали.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫук, Шебалов, эсӗ хуть те мӗнле шутла.

Нет, как ты хочешь, Шебалов.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Федор, — терӗ Шебалов, ывӑннӑ пек пулса, — эсӗ хуть те пуҫна ҫурса кил, анчах эпӗ хам панӑ приказа улӑштармастӑп, — терӗ.

— Федор, — устало сказал Шебалов, — ты мне хоть разбейся, а приказа своего я не отменю.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Калӑпӑр, казак каҫмалли патне пырса винтовкӑсене ярса илет те, хуть те мӗн хӑтлан вара унпа.

Казак, скажем, к броду подъедет, заберет винтовку, и делай с ним что хочешь.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Часрах пуҫланса кайинччӗ хуть», тесе кӗтсе тӑратӑн.

Хоть бы скорей уже начиналось».

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ятарлӑ службӑсен сотрудникӗсем хуть хӑш саманара та халӑхпа ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ, хӑйсен салтак тивӗҫне яланах чыслӑн тата паттӑррӑн пурнӑҫланӑ.

Во все времена сотрудники спецслужб верой и правдой служили народу и стране, доблестно и отважно выполняли свой воинский долг.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/20/news-3738112

Сирӗн ӗҫӗр хуть хӑш саманара та кӑткӑс тата хӑрушӑ шутланнӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах, ӑна пурнӑҫлама пысӑк чӑтӑмлӑхпа хастарлӑх тата хӑюлӑх кирлӗ.

Ваша служба во все времена была и остаётся сложной и опасной, требующей максимальной выдержки, самоотдачи и мужества.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/10/news-3705438

Врачпа медицина сестрин профессийӗ – чӑн-чӑн чун туртӑмӗ, вӑл хӑвӑн чун ӑшшине ыттисене ним юлмиччен пама, хӗрхенӳллӗ тата хуть хӑҫан та ҫынсене пулӑшма хатӗр пулма хистет.

Профессия врача и медицинской сестры – это настоящее призвание, которое требует полной душевной отдачи, милосердия и готовности прийти на помощь людям в любое время.

Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/18/news-3596343

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней