Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утӑм сăмах пирĕн базăра пур.
утӑм (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшместӗр малалла тата темиҫе утӑм турӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшместӗр хыҫҫӑн Ахмар пӗр-ик утӑм ярса пусрӗ кӑна, сасартӑк юман тураттинчен силленсе тӑракан ҫын ӳтне курах кайрӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, ҫак тарана ҫитсе, Иннокентие хирӗҫ сӑмах каласа, ун кӑмӑлне хирӗҫ чӗрӗк утӑм туса курман.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл чыслӑн, танлӑн пӗр-ик утӑм турӗ те Ахмара кӑвак ҫӗмрен тултарнӑ пысӑк укҫу тыттарчӗ…

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вунӑ-вунпилӗк утӑм кайрӗҫ-и, ҫук-и, — карчӑк чарӑнчӗ те элчӗ еннелле ҫаврӑнса: — Маттур, Укаслу, — терӗ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтанпа патька-шатшаран пӗр утӑм та юлмасть вӑл.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫын ачасенчен пӗри, сылтӑм аллипе анкарне чӑмӑртаса тытса, кашкӑра хирӗҫ ҫур утӑм турӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу уксах ачаран пӗр утӑм та юлмарӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уксах ача, уххипе ҫӗмренне хатӗр тытса, кашкӑрсене хирӗҫ темиҫе утӑм турӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юр пек шурӑ урхамах кӳсе хӑйне тытма тӑнине курсассӑн пуҫне силлесе илчӗ те ҫур утӑм пек каялла чакрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳсе малалла ҫур утӑм ярса пусрӗ те Пинер утне чӗлпӗрӗнчен ярса тытма хӑтланчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнин умне пӗрер чӳлмек пуҫ хӗрлӗ ҫавӑрса лартаҫҫӗ, вара вылаканнисен куҫне тутӑрпа ҫыхаҫҫӗ те вунӑ-вунпилӗк утӑм каялла чакма хушаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр хӑй те сисмерӗ, халь тесен халь тарса каима хатӗрленнӗн ҫур утӑм каялла турӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗн ҫилли тӑвӑнса килнине Шӑхаль ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пӗр-икӗ утӑм каялла чакрӗ, хӑй ҫапах та шухӑшне улӑштарма килӗшменнине пӗлтернӗн, куҫне тартмарӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инкекпе синкек хушши — пӗр утӑм.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗшӗнчен хыҫалрах, Пӗр вун утӑм каярах, Пырать ула ӑйӑрпа Патирек те Урхапа.

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сводка пӗлтернӗ тӑрӑх, нимӗҫ фашисчӗсемпе шурӑ финсем ҫак станцие илесшӗн эрне хушши урса кайса ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах илеймеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗнннисен урӑх пӗр утӑм та чакма юрамасть: хыҫра — Ленин хули.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Асту, каялла пӗр утӑм та!

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пӗр виҫ-тӑват утӑм тума ӗлкӗртӗм-и е ҫук-и, ман урасем лачакапа ҫакланчӗҫ, пӗҫӗ таран анса кайрӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпӗ хам та сисмерӗм — виҫӗ утӑм турӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней