Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлнелле (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑр тӗлнелле хыттӑн шавлама, кӑшкӑрашма тытӑннине илтрӗмӗр.

Около полудни услышали мы необычайный шум и крики.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӑват сехетсем тӗлнелле эпӗ хамӑр стоянкӑран OSO енче темскер асӑрхарӑм.

Около четырёх часов на OSO от нашей стоянки я увидел «нечто».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле, 11 сехет тӗлнелле, эпӗ бульварти ҫӑка аллейине уҫӑлса ҫӳреме тухрӑм.

Поздно вечером, то есть часов в одиннадцать, я пошел гулять по липовой аллее бульвара.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ултӑ сехет тӗлнелле эпӗ бульвара тухрӑм: унта пӗр ушкӑн пуҫтарӑннӑччӗ.

После обеда часов в шесть я пошел на бульвар: там была толпа.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗн енче иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ҫумӑр ҫӑвать, тата Микулнӑ кунӗ тӗлнелле Ӑртиван кӗтӳҫӗ вилсе кайрӗ».

– У нас дожди идут вот ужо друга неделя и пастух Родя помер около Миколина дня».

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӑнтӑр тӗлнелле шутсӑр ывӑнса ҫитнӗ ҫынсен ушкӑнӗсем хуланалла таврӑнма пуҫларӗҫ, анчах ҫине тӑрсах тӑрӑшакан граждансем ҫапах шырама пӑрахмарӗҫ-ха.

Еще до полудня отдельные группы измученных людей начали стекаться в городок, но те, у кого остались силы, продолжали поиски.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхине, вунӑ сехет тӗлнелле, питӗ шавлакан, савӑнӑҫлӑ компани Тэчер судьян хваттерӗ патне пуҫтарӑнса тӑчӗ.

В конце концов настало утро, и часам к десяти или одиннадцати веселая, шумная компания собралась в доме судьи Тэтчера.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫӗрле, вуникӗ сехет тӗлнелле, ачасем палӑртнӑ вырӑна пырса ҫитрӗҫ те мӗлке тӗлне кӗрсе ларса кӗтме пуҫларӗҫ.

Ночью в назначенный час мальчики опять пришли поддерево, они уселись в тени и стали ждать.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Томас Сойер, эсӗр июнӗн вунҫиччӗмӗшӗнче ҫур ҫӗр тӗлнелле ӑҫта пулнӑччӗ?

— Томас Сойер, где вы были в ночь на семнадцатое июня, около полуночи?

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫхине, сакӑр сехет тӗлнелле, шкул ҫурчӗ ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑчӗ, ӑна чечексенчен тунӑ кӑшӑлсемпе тата ҫулҫӑ ҫыххисемпе эрешлесе пӗтернӗ.

К восьми часам вечера школа была ярко освещена и украшена гирляндами и венками из зелени и цветов.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫхи апат тӗлнелле вӗсем, выҫӑскерсем те телейлӗскерсем, лагере пуҫтарӑнчӗҫ.

Они собрались в лагере к ужину, голодные и веселые.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫур ҫӗр тӗлнелле Джо вӑранчӗ, юлташӗсене те вӑратрӗ.

Около полуночи Джо проснулся и разбудил остальных.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тата ҫапла та каланӑ: ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен икӗ сехет тӗлнелле, пӗр ҫын килелле таврӑннӑ чухне Поттер тӗлне ҫитсе тухнӑ, тет.

Рассказывали, что кто-то из запоздавших горожан видел Мэфа Поттера.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав юнпа вара пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине сӗретӗн, унтан вара пӗчӗк шӑтӑк чаватӑн та ҫав ҫуррине тӑпра ӑшне пытаратӑн… пӗлӗт ҫинче уйӑх пулман чухне, ҫур ҫӗр тӗлнелле ҫитсен, хӗреслӗ ҫул ҫинче пытаратӑн… тепӗр ҫуррине ҫунтарса яратӑн.

капаешь кровью на половину стручка, роешь ямку и зарываешь стручок на перекрестке в новолуние, ровно в полночь, а другую половинку надо сжечь.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхине чухӑн пулнӑ Том кӑнтӑр тӗлнелле ырлӑх ӑшнех путакан пуян пулса тӑчӗ.

К середине дня из бедного мальчика, близкого к нищете, Том стал богачом и буквально утопал в роскоши.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак арҫын ҫӗрле 23 сехет тӗлнелле общество транспорчӗн «ОЖДХ» чарӑнӑвӗнче савнийӗпе телефонпа калаҫса тӑракан 21 ҫулти хӗр патне пынӑ.

Помоги переводом

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Пӗррехинче «Татарстан» ресторан умне каҫхине вун пӗр сехет тӗлнелле ҫитсе чарӑнчӗ.

Однажды он подъехал к ресторану "Татарстан" около одиннадцати часов ночи.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

27. Ҫапла пирӗн карап Адриатика тинӗсӗнче ҫил еккипе ҫӳренӗ чухне, вунтӑваттӑмӗш каҫхине ҫур ҫӗр тӗлнелле, карап ҫӳретекенсем типӗ ҫӗр патне ҫывӑхарса пынине туя пуҫларӗҫ; 28. вара тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те — ҫирӗм хӑлаҫ иккен; кӑштах кайсассӑн татах виҫсе пӑхрӗҫ те — вунпилӗк хӑлаҫ тухрӗ.

27. В четырнадцатую ночь, как мы носимы были в Адриатическом море, около полуночи корабельщики стали догадываться, что приближаются к какой-то земле, 28. и, вымерив глубину, нашли двадцать сажен; потом на небольшом расстоянии, вымерив опять, нашли пятнадцать сажен.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Тепӗр кунне, вӗсем хула патне ҫывӑхарса пынӑ вӑхӑтра, улттӑмӗш сехет тӗлнелле, Петр кӗлтумашкӑн пӳрт тӑррине улӑхнӑ.

9. На другой день, когда они шли и приближались к городу, Петр около шестого часа взошел на верх дома помолиться.

Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл кӑнтӑрла тӑхӑр сехет тӗлнелле хӑй патне Турӑ Ангелӗ уҫҫӑнах курӑнса кӗнине курнӑ, Ангел ӑна: Корнилий! тенӗ.

3. Он в видении ясно видел около девятого часа дня Ангела Божия, который вошел к нему и сказал ему: Корнилий!

Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней