Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сивӗ сывлӑш ӑна антӑхтарчӗ, пырӗ типсе кайрӗ, мӗнпур вӑйран чупнипе тӑнлавсем йӗплеҫҫӗ.Холодный воздух обжигал его, в горле у него пересохло, от напряжения ломило в висках.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Панулми сачӗсемпе иҫӗм ҫырли сачӗсем те юнпа типсе кайччӑр-и?
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юханшыв хӗрринчи ҫӗр типсе ҫитмен-ха, сивӗ, ӑна шӑршласан, шыв айӗнчи ӳсентӑрансен шӑрши, пулӑ хупписен шӑрши, пӗлтӗрхи ҫӗрӗк ҫулҫӑсен шӑрши килет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Юханшыв хӑйӗн ҫулне улӑштарсан, кӳлӗ типсе ларсан е тинӗс чакса кайсан, чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен юлашкийӗсем типе ҫӗр ҫине чӑнкӑ ту хӗррисене тӑрса юлма пултараҫҫӗ.
2. Сийлӗ ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вара унта та кунта кӑна кӑрчӑ-марчӑ, ҫурри таран типсе хӑрнӑ уйрӑм йывӑҫсем тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ: вӗсене хаяр ҫилсем, ир пуҫланакан е кая юлса килекен шӑнсем ӳсмӗ чӑрмантараҫҫӗ, вӑхӑтсӑрах пӗтереҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Сад алӑкӗ уҫӑ, террасӑн йӗпеннипе хура тӗслӗ курӑнакан урайӗнче каҫхи ҫумӑр кӳлленчӗкӗсем типсе иксӗлеҫҫӗ.Дверь в сад была открыта, на почерневшем от мокроты полу террасы высыхали лужи ночного дождя.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чечеке ларнӑ ҫинҫешке тӑрӑллӑ тӗттӗмрех симӗс вӗлтрен ҫӳлелле кармашать; йӗплӗ, ытла та хӑмӑр кӑвак чечеклӗ туратламас куршанак хӑмла ҫырлинчен те, ҫынран та ҫӳлӗ ӳссе кайнӑ, тӗл-тӗл вӑл вӗлтренпе пӗрле ватӑ улмуҫҫисен шупка симӗс тӗслӗ лапсӑркка турачӗсене перӗнет, туратсем ҫинче вара шӑмӑ пек яп-яка та чӑмӑр панулмисем пиҫеҫҫӗ, вӗсем ҫинче сывлӑм шывӗ те типсе ҫитеймен-ха.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашкинчен, эсир вилместӗр-тӗк, юратакан арӑмӑр, сирӗн чирӗр вӑхӑтӗнче ҫирӗм каҫ ҫывӑрманскер (ҫакӑн ҫинчен сире вӑл тӑтӑшах аса илтерет), чирлесе ӳкет, типсе хӑрма тытӑнать, асапланать, мӗнле те пулин ӗҫ тума пушшех пултарайми пулса каять, вара, сире, йӗркеллӗ сывлӑхлӑ пулса тӑнӑскере, хӑйне хӑй уямасӑр юратнине ӑшӑ кӑмӑллӑ кичемлӗхпе кӑна палӑртать, ҫак кичемлӗх кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ҫине те, ыттисем ҫине те куҫать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лайӑх ҫинӗ-и эсир, лайӑх ҫывӑрнӑ-и, савӑнӑҫлӑ-и сире, сывлӑхлӑ-и эсир — вӗсемшӗн пурпӗрех, сире ҫак ырлӑхсене пама пултараҫҫӗ пулсан та, вӗсем нимӗн те тумаҫҫӗ; анчах пуля вӗҫсе иртес ҫӗре тӑма, вута-шыва сикме, юратупа типсе хӑрма — ҫаксене тума вӗсем яланах хатӗр, май кӑна килсе тухтӑр.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫивиттисем ҫумӗнчи шӑн пӑр, хӗвел питтинче ирӗлсе, юлашки тумламӗсене пӑтлаттарать, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра йывӑҫсем папка кӑлараҫҫӗ, картишӗнчи сукмак типсе ҫитрӗ, шӑнса ларнӑ тислӗк купипе вите хушшинче тата крыльца ҫумӗнче чулсем хушшипе мӑк пек курӑк шӑтса тухрӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малта, типсе хӑрнӑ хӑмӑллӑ уйсемпе ешӗл курӑклӑ лаптӑксем хушшипе, сарлака хӑю пек кукӑрӑлса, ҫул тӑсӑлать; хӑшпӗр тӗлте ҫул хӗрринче кичем ҫӳҫе е ҫыпҫӑнакан ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хурӑн тӗл пулать, вӑл урапан типсе тусанланнӑ тӑмлӑ йӗрӗсем ҫине, ҫул хӗрринчи кӗске симӗс курӑк ҫине вӑрӑм хускалми мелке ӳкерет…
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуркунне тӗлӗнмелле лайӑх балкон алӑкне кӑларса лартрӗҫ ӗнтӗ, оранжерея патне каймалли сукмак тӑватӑ кун каяллах йӑлт типсе ҫитнӗччӗ, персиксем пурте чечек ҫурнӑ, юр тӗл-тӗл ҫеҫ юлнӑ, чӗкеҫсем вӗҫсе килчӗҫ, Любочка паян мана пирвайхи ҫурхи чечексене татса килсе пачӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Турӑ пурне те телей патӑр, пурте тулли кӑмӑллӑ пурӑнччӑр тата ыран уҫӑлса ҫӳреме ҫанталӑк лайӑх пултӑр тесе, тепӗр хут кӗлтӑватӑн та тепӗр аяк ҫине ҫаврӑнса выртатӑн, шухӑшсемпе ӗмӗтсем арпашӑнаҫҫӗ, хутӑшаҫҫӗ, вара куҫҫуль типсе ҫитичченех тӳлеккӗн ҫывӑрса каятӑн.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара куҫа ирӗке ятӑм: пиҫсе ҫитнӗ ырашӑн хумханакан уйӗсем, тӗксӗм ҫӗртме пусси, унта та кунта сухапуҫ, хресчен, тихаллӑ кӗсре, ҫухрӑм юписем; пирӗнпе хӑш ямшӑк пынине пӗлме ларкӑч ҫинелле те пӑхса илтӗм; ман питӗм ҫинчи куҫҫуль типсе те ҫитейменччӗ-ха, шухӑшӑмсем, тен, ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ аннерен аякра пулчӗҫ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман умри юманӑн ҫиеле тухнӑ тымарӗсем таврашӗнчи сӑрӑ тӗслӗ типӗ тӑпра ҫинче, юманӑн типсе тӑкӑннӑ ҫулҫисемпе йӗкелӗсем хушшипе, мӑкланса симӗсленнӗ хӑрӑк ҫапӑсем, сарӑрах симӗс мӑк тата тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ курӑксен ҫинҫе тунисем хушшинче кӗтӗвӗпех кӑткӑсем йӑшӑлтатаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр енче хресченсем, урапасем ҫинче кӗпе вӗҫҫӗн кӑна тӑрса, капан тӑррине кӗлте параҫҫӗ, типсе хӗрсе кайнӑ хир тӑрӑх тусан варкӑшать.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сурансен йӗпеннӗ ҫыххисем типсе е шӑнса хытма та ӗлкӗреймеҫҫӗ, каллех юн юхать, каллех кӗпесем йӗпенеҫҫӗ.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Амӑшӗ вилсен — ҫынна ӗҫтерсе усракан юрату ҫӑлкуҫӗ типсе ларать.— После смерти матери иссякает источник любви, питающий человека.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Леш ухмахпа тӑнӑ хушӑра ман аттӑмсем йӑлтах типсе пӗрӗннӗ.Пока я стоял с сумасшедшим, сапоги у меня совершенно ссохлись.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Кун каҫа та эпӗ вараланчӑк икӗ йӳҫӗ хӑярпа типсе кайнӑ хура ҫӑкӑр татӑкӗ кӑна ҫинӗ.За целый день я съел всего два немытых горьких огурца и кусок черствого черного хлеба.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.