Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑнса (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятман Липа районтан килессине савӑнса, анчах кӑшт шикленерех кӗтрӗ.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем, ҫурхи ҫанталӑкпа савӑнса, ытлашши калаҫмасӑр уй-хире сӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта Ятманпа Олимпиада Осиповна та, Левентей те ӗҫе организацилемелли ҫӗнӗ форма тупнӑ тесе савӑнса кайнӑ-ха.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ай, вара ӗҫре пӑхса савӑнса кӑна тӑр!

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла ҫапӑҫтарнӑ ҫитмен пурнӑҫ икӗ яла, ҫӗршер ана ҫӗртсе улӑх-ҫаран тытакан пуянсем вара хресченсене сирӗн ҫӗр кӳршӗ ял аллинче тесе хӗтӗртнӗ, вӗсем ҫапӑҫнине савӑнса пӑхса тӑнӑ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй савӑнса кайнӑ, темскер кӑшкӑрать.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ ун ҫине тулли куҫлӑн савӑнса пӑхса илчӗ: мӗнле тӗреклӗ арҫын пулса тӑчӗ ун ывӑлӗ!

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Председатель тилхепене савӑнса ҫеҫ тытса пырать.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй, кӑна кӗтнӗ пулин те, пӗрремӗш сӑмахне ҫырнӑ хыҫҫӑнах пӗчӗк ача пек савӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Такӑрлӑк патне ҫитсен, Липа Ятмана аса илчӗ те, тем ҫухатнӑ япалана ӑнсӑртран тупнӑ пек савӑнса, вӗсен ҫурчӗ патнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Палларӗ те савӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑслӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрача пулас, ку, ӗҫре ҫитменлӗх курсан, калама аван мар тесе тӑрас ҫук, — унӑн вутхӗмле ҫиҫсе тӑракан пит-куҫӗ ҫине савӑнса пахрӗ Ятман.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Людмила кӗсменсем шыва шӑмпӑрт! шӑмпӑрт! тутарса харӑссӑн ыткӑннине чылайччен савӑнса пӑхса тӑчӗҫ, Людмила каччӑсене таҫта аякка ӑсатнӑ пек аллине те сулкаласа илчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Весенчен кӑшт юларах пыракан Ятман вӑрманта уяв чухнехи пек кӑмӑл туса хунӑ хуткупӑс кӗввине савӑнса итлерӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир те пулӑшӑр ӑна, — терӗ Ятман, Куҫма пиччешӗн чӗререн савӑнса.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Питӗ тӑрӑшса ӗҫленӗ иккен, чунӑм савӑнса тӑрать.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Малашне те пирӗн патӑрта ӗҫлет пулсан, паллах, учетра та пирӗн организацирех тӑмалла, — савӑнса каларӗ Ятман.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ку ҫырӑва чӗререн савӑнса, мӗн пытармалли пур, вӑтаннипе кӑшт шикленсе кӗтет.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӳлле виҫӗ ял вӑйӗпе тунӑ, ҫапах та Ятман унпа хӑй ӑшӗнче халӗ те пулин савӑнса пырать: ӑна Ятман секретарьте ӗҫленӗ чухне Атӑлкасси комсомолецӗсем пуҫарнипе чавма тытӑннӑ, ӑна чавнӑ чухне вӗсенчен кашниех ал хӑпарса тухиччен ӗҫленӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Савӑнӑҫлине ыттисем юрлаччӑр, савӑнса пурӑнакансем.

Помоги переводом

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней