Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку таранччен нефть епле шырани ҫинчен Синицкий мӗн пӗлни халӗ уншӑн кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ япала пулса тӑчӗ.Все, что до этого знал Синицкий о разведке нефти, приобрело для него новое, неожиданное значение.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хӑш чухне ют чӗлхене пӗлни питех те усӑллӑ ҫав», кӳренсе шутларӗ вӑл, акӑлчан чӗлхин грамматикине юратмасӑр вӗреннине аса илсе.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Чертеж сӗтелӗ хушшинче ӗҫленӗ пекех, пуҫаруллӑ пулни тата ҫӗннине туйса илме пӗлни ӑна ҫак хисеплӗ ӗҫре те нумай пулӑшнӑ.Инициатива и чувство нового помогали ей в этой благодарной работе, так же как и за чертежным столом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Тарпа? — терӗм эпӗ, куна пӗлни питех те кирлӗ пек.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хмарӑпа Таня пӗр-пӗрне пӗлни ҫинчен Алексей каланине Беридзе вӑл вӑхӑтра шута та илмен пулнӑ.В свое время он не придал значения словам Алексея о том, что геолог знаком с Таней.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл мӗн пӗлни ҫинчен эпир унран ыйтӑпӑр-ха.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Платник Мирона юратманни ҫинчен пӗлни Артамоновшӑн кӑмӑллӑ пулнӑ, вара, Серафим кӗсле хӗлӗхӗсене янӑратса, хавассӑн:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пуринчен те япӑххи вӑл — Наталья ывӑл ҫуратман пирки пӑшӑрханса ӳкнӗ амӑшӗ вӗсен, упӑшкипе иккӗшӗн, хушшинчи ҫӗрлехи ӗҫсем ҫинчен ыйтса пӗлни пулнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тихон ҫынсенчен вӗсем мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлни палӑрман, вӑл ҫынсене хӑйӗн пӗрмай мӑчлатакан, кайӑкӑнни евӗрлӗ куҫӗсемпе нумайччен тинкерсе пӑхнӑ та, вӗсен шухӑшӗсене ӗмсе илнӗ пек, сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен, хӑйне пӗлме те кирлӗ мар япаласем ҫинчен калама пуҫланӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Нумай пӗлетӗн эсӗ, — терӗ вӑл пӗррехинче Вялова, лешӗ ӑна васкамасӑр: — Ҫавӑнпа пурӑнатӑп та. Эп пӗлни вӑл — хӑрушӑ мар, эпӗ хамшӑн пӗлетӗп. Эп пӗлни вӑл, хыткукар арчине пытарнӑ пекех, ӑна никам та курмасть, уншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар, — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хам адреса ӑҫтан пӗлни ҫинчен те ыйтмарӑм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Унӑн вӑхӑтне, анлӑшне, формине пӗлни интереслӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах эпӗ экономика ыйтӑвӗсене ҫителӗксӗр пӗлни палӑрать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Иртнӗ хутӗнче «Правда» хаҫатӑн умстатьине вуларӑмӑр — йӗлтӗр ҫинче тӑрса ҫапӑҫма пӗлни кирлӗ тенӗччӗ унта, эпир халӗ ярӑнма та вӗренмен-ха, — хӑтӑрса илчӗ Ковшов.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Телефон, телеграф тата ҫырма пӗлни — этем шухӑшласа кӑларнӑ чи чаплӑ япаласем, ӗҫ тума пӗлнине малалла лайӑхлатнӑ».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Участоксенчи ертсе пыракан коммунистсемпе ҫывӑхрах паллашни, вӗсенчен трасса мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлни, вӗсем урлӑ строительсене ҫитес вӑхӑтри задачӑсем ҫинчен ӑнлантарса пани кирлӗ пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Снабжени начальникӗ главный инженера — Грубские тата ун заместительне — Тополева ҫеҫ пӗлни ҫинчен ответлерӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫамрӑк диверсантсен ӑсталӑх та, хӑюлӑх та, ҫине тӑрса ӗҫлеме пӗлни те ҫителӗклех пулнӑ.Смелости, упорства и изобретательности у молодых диверсантов было много.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Боря мана шкулти комсомол организаци секретаре Лида Трофименко ҫинчен, унӑн хаюллӑхӗ, хӑйне ҫирӗп тытма пӗлни ҫинчен каласа пачӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Эпӗ ҫав ҫынна пӗлни ҫинчен систерсен, ман пата НКВД сотрудникӗ пычӗ, ҫурт ҫинчен тӗпчерӗ, ун патӗнче раци курман-и, тесе ыйтрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.