Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӳлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
кӳлӗ (тĕпĕ: кӳлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Воротынский воеводӑпа Басманов окольничие крепоҫе Поганӑй текен кӳлӗ енчен, Хилков княҫа Кайбицки хапхи енчен, Курбский княҫа Елабуга хапхи тӗлӗнчен, Проскуров княҫа Тезицки текен тип ҫырма тӑрӑх, Плешеев княҫа Тюмень хапхи енчен пырса тапӑнма хушрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача чухне шыва кӗнӗ кӳлӗ, ҫырлана е кӑмпана ҫӳренӗ вӑрман, лаша ҫитерме кайнӑ вӗтлӗх, тутлӑ шӑршӑллӑ ҫеҫкесемпе, кӑшкар утипе тата ҫерҫи кӗпҫипе тулнӑ ҫаран…

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Садри кӳлӗ хӗрринче пӗр ватӑ ҫын — хан ывӑлӗн аталӑхӗ — пулӑ тытса ларать, пӗве пуҫӗнче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм — хан майрин тарҫисем — кӗпе чӳхеҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳлӗ хӗрринче мӗн пулса иртнине вӑл Пикпавпа Иштерекрен пытарма пултараймарӗ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ хутчен шыв шӑмпӑртатрӗ, унтан кӳлӗ хӗрри шӑпланчӗ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет иҫниксемпе пӗрле кӳлӗ хӗрринчен вӑрмана кӗрсе кайрӗ, леш ҫынна унта шырарӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та хаким хӑйӗн иҫникӗсене ертсе кӳлӗ хӗрне пычӗ-пычех.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак пӑтӑрмахлӑ ӗҫе пуҫласа янӑ ҫамрӑксем урам тӑваткӑлӗнче пуху пынӑ вӑхӑтра хӑйсен яланхи вырӑнӗнче — кӳлӗ хӗрринче ларчӗҫ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ ҫапла калаҫнӑ хушӑра вӗсем патне темиҫе кун каялла килсе кӗнӗ вӑрӑм сухаллӑ хура ҫын кӳлӗ хӗрринче ҫамрӑксен хушшинче ларчӗ.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анӑҫпа шурӑмпуҫ тӗл пулайнӑ чухне Тунсӑха пусарма тухрӑм кӳлӗ хӗрне.

Помоги переводом

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Ачасем, ӗҫсӗр аптранӑ пек, ҫав-ҫавах шкул умӗнчи кӳлӗ патне пухӑнаҫҫӗ те кун каҫипе кӑшкӑрашаҫҫӗ: пӑр ҫинче конькипе ярӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тӳпелешсе те илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ахаль каламан ҫав халӑх сӑмахӗнче: «Тумлампа кӳлӗ тулать», — тенӗ.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Ку хыр 91 ҫулта чух пушар пулнӑ, ун чух кунти ҫамрӑк хырсем ҫунса-хӑрса пӗтнӗ, кӳлӗ таврашӗнчи хурӑнсем ҫав ҫунса-хӑрса пӗтнӗ хырсем вырӑнне шӑтса ӳснӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Кӗтмен телей тенӗ пек, шӑпах ҫак вӑхӑтра кӳлӗ патне вӑрман хуралҫи пырса ҫитрӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Паллах, ҫак кӳлӗ таврашӗнчи илеме курса анса ларнӑ ку тӑрнасем, — терӗ кӑмӑлӗ туллин.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Эрхип сассине илтсен, пӗри те тепри: «Крли-и-и! Крли-и-и!» — криклетрӗҫ те пӗрин хыҫҫӑн тепри палт! палт! сике-сике вӗҫсе хӑпарчӗҫ, анчах тӳрех каймарӗҫ, малтан ҫӳлте, кӳлӗ тӗлӗнче пӗр ҫавра вӗҫсе ҫаврӑнчӗҫ, унтан кӑнтӑр енне ҫул тытрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Чӑн та, тӑрнасем иккен, халь эпир те куртӑмӑр; кӳлӗ патӗнчи шурлӑхра ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Тӳпемрех ҫӗрте — авалхи хырсем, айлӑмра — хурӑнлӑх, пысӑках мар кӳлӗ пур, ун тавра карталанса хӑмӑш ӳссе ларнӑ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Мӗнле чӗрчун, мӗнле кайӑк-кӗшӗк пурӑнмасть-ши ку кӳлӗ таврашӗнче.

Помоги переводом

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Сулахай енчи ҫӳлех мар ҫыран тӑрӑх — улӑх, улӑх хӗррипе — хӑвалӑх, хӑвалӑх хушшинче тем тӑршшӗ кӳлӗ йӑлтӑртатса выртать.

Помоги переводом

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней