Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртсен (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай ҫул иртсен те вӗрентекенсен сӑнарӗсем пирӗн асра упранаҫҫӗ.

Помоги переводом

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Кӑнтӑрла иртсен вӗсем Шупашкаркасси ялне ҫитсе кӗреҫҫӗ.

К вечеру остановились в деревне Шубашкаркасы.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нумай ҫулсем иртсен тин, акӑ пирӗн ачасем астӑвасса, ӑна тепре тытаҫҫӗ те Шупашкара илсе каяҫҫӗ.

Прошли годы, снова его поймали, это уж и наши дети помнят, увезли в Чебоксары.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйӑх ытларах иртсен Хусантан хут персе ҫитет.

Бумага из Казани шла долго, больше месяца.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишекрен иртсен арӑмӗ вилет.

Возле деревни Ишаки схоронили вскоре и жену.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫур сехет пек иртсен «кантуртисем» улӑха шыв хӗррине анаҫҫӗ.

Через полчаса «служители закона» уже были на берегу речки.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Туй иртсен шӑпӑр каламаҫҫӗ.

— После свадьбы на шыбыре не играют.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ӗмӗр иртсен тин, пин тӗслӗ шухӑш шухӑшласа пӗтерсен, тӳпе кӑвакарма пуҫлать.

Сколько дум передумает охотник, сколько раз переживет заново свою жизнь, пока забрезжит рассветом посиневшее небо!

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулсем иртсен те ҫут ҫанталӑк Ҫухатмӗ хӑйӗн йӗркине: Хӗвелшӗн шуҫӑм пулӗ алӑк, Унтан кӗрет вӑл ирхине; Шап-шурӑ уйӑха шупкатӗ, Сӗнк кайнӑ вӑрмана ирпе Кӑштах нӳрленнӗ лӑп ҫилпе Ачашшӑн, амӑш пек хускатӗ.

Помоги переводом

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл Хусана парӑнтарни Шӑп ик ҫӗр ҫул таран иртсен те, Ҫӗн вӑхӑт ун ятне витсен те, Ним улшӑнман патша йӗрки.

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вун ҫул иртсен те Ас илчӗ иртнине ларсах…

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хурамаран иртсен вӑраххӑн Урам упаленет сӑрта.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ачасем ун сассине илтсенех ялалла тарчӗҫ, анчах нумайлӑха мар, хӗрарӑмсем чылай аякка иртсен, пӗччен хурӑна ҫӗнӗрен хупӑрласа илчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапла кирлӗ пулнӑ та ҫав, пире кӑнтӑрла иртсен кӑна ӑс кӗрет-ҫке, Сахрун.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫанталӑк кӑнтӑрла икӗ хӗвел курӑнмалла сивӗтсе пӑрахрӗ, пӗтӗм ҫӗре ҫемҫе юр айӗнчен пӑрлӑ кӑшӑл карса илчӗ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр кун иртсен, Ятман патне, килне Укахви чупса пычӗ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темле йывӑр пулсан та, вӑл Алексее куҫҫуль кӑтартмарӗ, тӑвӑллӑ кӑмӑлӗ иртсен, ӑна йӑлтах каласа пама хушрӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман киле ҫурҫӗр иртсен ывӑнса, халтан кайса таврӑнчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑнтан вара, тата пӗр-ик кун иртсен, Михала пӗтӗм кирлӗ укҫине йӳнеҫтерчӗ те каҫхине шутлама пикенчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫак халӑх хӑйӗн вӑйне шанса тӑрать, вӑл пӗлет: ку таранччен никам ҫӗнтерейменнине халь, ҫирӗмпилӗк ҫул иртсен, пуҫсӑр нимӗҫе парӑнас ҫук ӗнтӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней