Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анне вырӑнне ҫех чӗрем варринче пӗр ҫутӑ пӑнчӑ тӑрать.Только на месте образа матери посреди моего сердца стоит светлая точка.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вырӑс патшалӑхӗ варринче пурӑнаҫҫӗ тесе ҫине тӑрсах вырӑсла та хӑнӑхтарасчӗ.А коль уж мы живем в самой середине России, нам и русским овладеть не помешает,
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чӗлхе ҫинче! пӗрре те, чӗре варринче ҫав тӗп шухӑшах иккен.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫӗр варринче ҫула тухни те сахал мар пулнӑ.
Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/
Унран виҫ-тӑватӑ утӑмра, шӑп кӑна урапа ҫулӗн варринче, Шахрун курпунне кӑларса ларать.Шагах в четырех от него, как раз посредине дороги, корчится Шахрун, держась обеими руками за нос.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мариҫ пуҫӗ тӗлӗнче урай варринче хӑй чикки ҫунать; пӳртре ҫурма тӗттӗм.В изголовье Марись, посреди пола, горит лучина; в избе печатный полумрак.
Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӳкмелле-ши, ӳкмеллӗ мар-ши тенӗ евӗр, сывлӑшра малтанхи юр пӗрчисем вӗҫкӗлеҫҫӗ, уҫланкӑ варринче кив сӑхман тӑхӑннӑ ҫӳллӗ ҫын пуҫне чиксе тӑрать.
Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чӗри варринче унӑн шанчӑк ӑшӑнса тӑрать: тытса кайман Ухтивана, тивмен Ухтивана…В перепутанном сердце тлеет надежда: нет, не попался Ухтиван, не посмеют они его тронуть…
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Урай варринче хӑй чикки ҫунать.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван вӑрман варринче инҫетре чупать.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ Мултиерӗн, хӗртнӗ тимӗр пек е ҫӑпан пек, яланах чӗри варринче ҫунтарса тӑрать пулас, Григорьев ун ҫинчен асӑнсанах Мултиерӗн куҫӗсем йӑлкӑшса илчӗҫ.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Стараста картиш варринче пӗр самант хушши алчӑраса пӑхкаласа тӑчӗ те карчӑкӗн сасси йӑмсанах хапха умнелле утрӗ.
Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӗр туртать пулӗ, ватӑлса ҫитрӗм, ҫылӑхӑмсем нумай, — шухӑшласа тӑрать пек вӑл уй варринче пӗччен.
Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Алӑк уҫса хупни те, ура сасси те илтӗнменччӗ, пӳрт урайӗ варринче сасартӑк ҫын кӗлетки курӑнса кайрӗ.
«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вырӑн енчен илсен пырать темелле ӗнтӗ: Шурча — приххут варринче.Если смотреть со стороны места — вроде бы и ладно: расположено оно в самом центре прихода.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Эсӗ — юхӑм варринче.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫул варринче, сӑрӑ тусан ҫинче, виҫ-тӑват ача выляса ларатчӗ, Ухиме кинеми тухрӗ те вӗсене темӗн пӑшӑлтатса каларӗ.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Варринче пӗчӗк кӑвайт ҫунать.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кил карти варринче каска ҫинче Някуҫ старикӗн хӑй пекех кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ карчӑкӗ шӑналӑк ҫӗлесе ларать.Посередине, на чурбаке, сидит его старуха, такая же седая, как он сам, и шьет полог.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Тепре килсе лек эп сана кунта! — юнарӗ Мултиер картиш варринче тӑракан ачи еннелле.— Вы мне только попадитесь еще! — погрозил он стоявшему посреди двора мальчонке.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.