Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Палласа (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан такам каллех клуб алӑкне уҫрӗ те: «Васьлей Егорчӑ! Представительсене сана памастпӑр. Хӗрлӗ автанпа та шӳтлеме сӗнместпӗр. Асту, хӑвна та, юлташусене те вутта пӑрахса ҫунтарса ярӑпӑр. Ҫемйӳсем пирки те шухӑшлӑр, ачасем. Пире пурне те вӗлерсе пӗтереймӗр, эпир сире палласа юлатпӑрах. Ҫинех представительсен те пӑшал пур!» — терӗ хытӑ кӑшкӑрса.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кантӑкӗ пӗчӗкҫӗ, ҫитменнине, тусанпа витӗннӗскер, тултан шалти ҫынна епле палласа илӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка чугун ҫул ҫыннине тинкеререх пӑхрӗ те палласа илчӗ-илчех.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ӑна халӗ тӳрех палласа илчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Иван, мана ан ҫиллен, анчах пирӗн Сидор сана палласа илнӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех хуралта тӑракан Кучан курӑнчӗ, юлташӗсене палласа, алӑ сулчӗ те каллех, ирӗкри овчаркӑна хӑй патне чӗнсе илсе, пӗчӗкҫӗ ҫырма пеккине анса пытанчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пӗркун Крапивин Шупашкартан илсе килнӗ утлӑ резерв милиционерӗсене, вырӑнти сотрудниксене ҫынсем паллаҫҫӗ тесе, Телегинпа ҫыхӑну тытмашкӑн вӗсене хушнӑ пирки, пасарта мӗнле ҫӳремеллине, кирлӗ ҫынна епле палласа илмеллине, унпа мӗнлерех калаҫмаллине татах та татах вӗрентрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп вара сана аякранах палласа илтӗм…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех палласа та илеймӗн хӑйне: тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫинҫе те пиҫӗ пилӗкне, лавкка пусминчен ҫӗлетнӗ хӑмӑр кӗпепе чӗнтӗрлӗ кӑвак саппун ҫийӗн, арҫын чӗн пиҫиххине ҫыхса янӑ, урине сӑран атӑ тӑхӑннӑ вӑл.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӗлимун пичче, эсӗ-и? — чи пирвай палласа илчӗ ӑна пӗр ҫамрӑк, хулпуҫҫинчен икӗ ретлӗ хуткупӑс уртса янӑскер.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри пулсан, тупата, Никифорова тӳрех палласа илес ҫук.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Филимон Петрович, нивушлӗ эсир? — пӗр-пӗрне тӳрех палласа илчӗҫ вӗсем, унтан ҫирӗппӗн алӑ тытрӗҫ те кашни теприне питрен пӗр самант тимлӗн пӑхса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Инҫерех ҫав, палласа илме йывӑр…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, вӑл ялтан кайни ҫирӗм ҫул ытла пулӗ те, ӑҫтан тӳрех палласа илӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ан-т-тун! — кӑмака хыҫӗнчен тухакана палласа илчӗ вӑл.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗчченех, ара, пӗчченех, — ӑна палласа илсе, урӑх нимӗн кала пӗлмерӗ Машук.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем хушшинче вӑл Шункӑт ялӗнчи Мирун Петӗрне, Тукай Мишер ялӗнчи Хуснутдинов Сатретдина палласа илнӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ӑна куҫран пӑхрӗ, палласа илчӗ, ун патнелле туртӑнчӗ, ҫавӑнтах хӑйне алла илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет мӗнле-ши те, кирлӗ ҫынна Калюков тӳрех палласа илчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ай-уй! — терӗ вӑл ҫавӑнтах, упӑшкине тӗттӗмре палласа илнӗскер.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней