Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗнеке сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗнеке (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тилли старик, — тет Илпек Микулайӗ кӗнеке умсӑмахӗнче, — вӑл Петӗр Хусанкайӑн мӑн аслашшӗ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Тилли юррисем» кӗнеке умсӑмахӗнче Илпек Микулайӗ «юрӑ вӑл халӑх чӗринчи куҫа курӑнми хӑват», тет.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Эстетика ыйтӑвӗсене тӗпе хурса пӑхсан, иккӗмӗш кӗнеке тӳпи — вӑл «Поэзи пулсан…» сӑвӑ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫав вӑхӑтрах, 1933—1940 ҫулсем хыҫҫӑн поэтӑн шухӑшӗсемпе ӑнланӑвӗсем чылай ҫӳллӗ пусӑма ҫӗкленнине шута илсе, «Тилли юррисем» ҫине иккӗмӗш кӗнеке «тӳпинчен» пӑхатпӑр.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсемшӗн кӗнеке темле асамлӑ япала вырӑнне пулнӑ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Калас пулать, халӗ ҫак пысӑках кӗнеке поэтӑн поэма ҫырас ӑсталӑхне тӗплӗн тӗпчеме май парать.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче вӑл историллӗ роман жанрӗпе ҫырма тытӑнать, Руҫӗн сӗм авалхи историйӗпе темиҫе кӗнеке кӑларать.

В последние годы жизни он обратился к жанру исторического романа и выпустил ряд книг из ранней истории Руси.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Кӗтмен юрату» коллективлӑ сборник пичетленсе тухнӑччӗ.

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Кӗнеке фончӗ пуян та тӗрлӗ тематикӑллӑ.

Помоги переводом

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

…Фермӑран инҫех те мар, сукмак хӗрринчи хуҫӑлса аннӑ йывӑҫ туратти ҫинче, Актай кӗнеке вуласа ларать.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актайӑн яланхи пекех пиҫиххи хушшинче кӗнеке.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ӑна курсан Актай ҫырӑвне пилӗкри пиҫиххи хушшинчи кӗнеке ӑшне хучӗ те, йӑмра тӑррине улӑхса, пысӑк турат ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пилӗкри пиҫиххи хушшине кӗнеке хӗстернӗ.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗрремӗш кӗнеке вӗҫӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле-ха ҫакнашкал илемлӗ ҫанталӑкра, куҫа пӑсса, кӗнеке вуласа ларас килтӗр?

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче, хула садӗнче кӗнеке вуласа ларнӑ чух, Роза пӗр каччӑпа паллашнӑ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсенчен чылайӑшӗ халиччен те ялсенче пулса курман, хирте тырӑ епле ӳснине кӗнеке тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ темелле.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула сыхланса кӑна вуламалли кӗнеке пуррине аса илчӗ те, чӗри ҫуйлӑн тапма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чавашла кӗнеке кӑларнӑ ҫӗрте чӑвашсем те пулма тивӗҫ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Канмалли кунсенче театра кайма, кӗнеке вулама тӑрӑшӑр.

Выходные дни постарайтесь сходить в театр, почитать книгу.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней