Поиск
Шырав ĕçĕ:
Икӗ пӑчӑкӑ, пӗр алӑ пӑчки, колун, икӗ пуртӑ, виҫӗ ҫава, ҫава хӑйрамалли лапаткасем, пӑчкӑсене тӳрлетмелли йӗкевсем, платник ӗҫӗнче кирлӗ ытти хатӗрсем, чылай тимӗр пӑта — ҫаксене пурне те лайӑх тирпейлесе хунӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем питех пӑсӑлман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Икӗ пин, икӗ пин ҫурӑ тенкӗсӗр ниепле те майлаштарма ҫук.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Партизансем икӗ рете тӑнӑ: ик речӗ те пӗр-пӗрне хирӗҫ пӑхса тӑраҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпӗ ҫавӑрӑнса пӑхрӑм: манӑн пӳлӗме кантуртан уйӑракан стена ҫумӗнче сӑран сӑрнӑ питӗ пысӑк диван ларать, урамалла тухакан пӗртен-пӗр чӳречен икӗ енӗнче ҫавӑн пекех сӑран сӑрнӑ, питӗ ҫӳллӗ тайӑнмаллиллӗ икӗ пукан кӑнтарса лараҫҫӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Пиҫиххи ҫумне вӑл икӗ хутаҫ: пӗрне — тарпа йӗтре хума питӗ ӑста икӗ пая пайласа — мала, тепӗрне — тытнӑ кайӑк-кӗшӗке хума хыҫала ҫакса ярать, авӑрламалли мамӑка Ермолай хӑйӗн ӗмӗр иксӗлми ҫӗлӗкӗнчен илсе тӑрать пулмалла.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
«Эге, икӗ червонец! икӗ червонец мана ним те мар.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Мӗн? Эрех тесе шутлатӑр тетӗн-и?» терӗ те жид икӗ аллипе тӑнлав ҫинчи вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркинчен ярса тытрӗ, унтан икӗ аллине те ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ак сана халех икӗ пин (Бульба сӑран кошелёкран икӗ пин червонец кӑларса хучӗ), ыттине тавӑрӑнсан парӑп».
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ляхсем ӑна тытса панӑшӑн икӗ пин червонец пама пулнине аса илнӗ май, жид куҫӗ умне тӳрех ҫав икӗ пин курӑнса кайнӑ пек пулчӗ, анчах вӑл хӑй ӗмӗтсӗр пулнинчен вӑтанчӗ те, пуҫри яланах ылттӑна аса илтерсе тӑракан шухӑша, жид чунне ӑман пек кышлакан шухӑша вӑйпах хӑвалама тӑрӑшрӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пурте уйрӑлса хӑйсен куренӗсемпе икӗ енне икӗ ретпе тӑрса тухсан, кошевой ретсем хушшипе утса иртрӗ.Когда отделились все и стали на две стороны в два ряда куренями, кошевой прошел промеж рядов.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫырла хуҫи малтан авалхи хӗҫсене мӗншӗн икӗ алӑпа тытмалли хӗҫсем тенӗ, пӑчкӑсем ҫеҫ икӗ алӑпа тытмаллисем пулаҫҫӗ-ҫке, тесе ыйтасшӑнччӗ.Сперва Ягодай хотел спросить, почему меч называют двухручный — это пила бывает двухручная.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл икӗ хутлӑ, ун тӑррине икӗ аркӑллӑ бельведер туса лартнӑ, унта часовой тӑрать; ҫивитти ҫине пысӑк сехет циферблачӗ выранаҫтарнӑ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун ҫывӑхӗнче икӗ енче те вӑрӑм кӑна кӑвак плащ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫамрӑк клир ҫынни священник пекех чӗркуҫҫи ҫинче тӑраҫҫӗ.Около него с обеих сторон стояли также на коленях два молодые клирошанина в лиловых мантиях
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Арӑслан хур каланипе брахмана икӗ хутаҫ укҫа парнеленӗ, икӗ хутаҫҫинче те пиншер рупий пулнӑ иккен.Выслушал лев гуся и пожаловал брахману две сумы с деньгами — в каждой было по тысяче рупий.
Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Маня ҫавӑн хыҫҫӑн икӗ аллине икӗ еннелле сарса йӑлӑсене туртать.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Маня икӗ аллине икӗ еннелле сарса йӑлӑсене хытӑ туртать, вӗсем, Саньӑпа иккӗшӗ, йалӑсене ялан туртӑнтарса тӑраҫҫӗ.Маня развела руки и сильно потянула петли, они, вдвоем с Саней, постоянно тянут петли.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Станӑн ҫӳлти кашти ҫине пӗр шӑлтӑрма ҫакнӑ, ун ҫинче икӗ пӗчӗк кӗрӗ; хӗҫ вырӑнне йывӑҫ калакпа усӑ кураҫҫӗ; ура пусси вырӑнне кӗрӗ патаккисенчен икӗ кантра ҫыхса янӑ; ураҫҫине ҫӗрӗпе (шӳрӗпе) ывӑтаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Халь шывра икӗ хӗвелӗн икӗ ура…
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Хӗрринчи 20 ҫип тӗрре кӗмест, малалла икӗ пӗрчине хӑйӑ ҫине илет те 8 е 10 пӗрчӗ урлӑ (ҫиппин хулӑнӑшне кура) каҫса тата икӗ пӗрчине хӑйӑ ҫине илсе хурать — леш хӗрринчи 20 ҫип таранах ҫапла суйласа тухать.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.