Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Ку Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине курсан, Гедеон каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Патша, пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Ангелне куҫа-куҫӑн куртӑм, тенӗ.

22. И увидел Гедеон, что это Ангел Господень, и сказал Гедеон: увы мне, Владыка Господи! потому что я видел Ангела Господня лицем к лицу.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫакна курсан, Гай патши ирхине ирех хула халӑхне ертнӗ те Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, ҫапла вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе айлӑма, малтанах палӑртса хунӑ вырӑна, ҫитнӗ; вӑл [хӑйӗн] хули хыҫӗнче пытарӑнса ларнӑ ҫар пулнине пӗлмен.

14. Когда увидел это царь Гайский, тотчас с жителями города, встав рано, выступил против Израиля на сражение, он и весь народ его, на назначенное место пред равниною; а он не знал, что для него есть засада позади города [его].

Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Икӗ ҫул вӑкӑрпа ӗҫлерӗм, - аса илет иртнине Зоя аппа. - Пӗвери шыва курсан вара тапса сикетчӗ вӑл, чарма хӗнччӗ».

Помоги переводом

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...

Помоги переводом

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ, йӗркеллӗ пурӑнма памаҫҫӗ. Эпӗ Ишлӗре килте пӗлтӗрхи раштавра юлашки хут пултӑм. Анчах мана кӗртмерӗҫ, алӑка питӗрчӗҫ. Хамӑн кил-ҫурта кирек хӑҫан та пырса ҫӳреме ирӗк пур манӑн. Япаласене кислота сапса ҫунтарса ячӗҫ, пушмаксене касса вакларӗҫ. Питӗ «ӑслӑ» арӑм тупнӑ та, ӑна итлесе пурӑнаҫҫӗ. Урамра е автобусра курсан тӳрех хӑртма, кӑшкӑрма тытӑнаҫҫӗ», — ӑнлантарчӗ Ольга Краснова.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мана курсан анне савӑнчӗ.

Увидев меня мать обрадовалась.

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫакна курсан амӑшӗ питӗ хӗпӗртенӗ — хӗр пӗрчи ӗҫчен ӳсет-ҫке-ха.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ икӗ хӗрарӑма курсан тӳрех: «Анне», — тенӗ.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Резидапа Зиле Шӑмӑршӑ больницине лекнӗ Настьӑпа Сарӑна курсан канӑҫне ҫухатнӑ.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗчӗкскер Зилене курсан ассӑн сывласа илнӗ те хыттӑн ыталанӑ.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

• Апатра ҫерем кӑмпипе усӑ курсан инфаркт хӑрушлӑхне чакарма тата атеросклероз аталанӑвӗнчен сыхланма пулать.

Помоги переводом

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Светланӑна ку ӑсталӑха ятарласа никам та вӗрентмен, темиҫе ҫул каялла вара юлташӗ аппаланнине курсан Светлана та иленнӗ.

Помоги переводом

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫуралнӑ кӗтесрен аякра, ют ҫын хушшинче пӗр ялти каччӑна курсан анне савӑннӑ паллах.

Помоги переводом

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Статья ятне курсан вулакан ку хӑй те Елчӗк ҫынни пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа хӑй тӑрӑхне мухтать тесе шухӑшлама пултарӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней