Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнер эпӗ сан пӳлӗмӳнтех ҫывӑрса кайнӑ, тен, мӗн те пулин ытлашши те каланӑ пуль.А я вчера так и заснула у тебя в комнате, может, наговорила чего лишнего.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ытлашши кичем ан пултӑр тесе, пирӗн иксӗмӗрӗн, Ҫемен, пӗр хваттере кӗрсе, пӗрле пурӑнмалла пулать.— Придется нам, Семен, снимать с тобой одну квартиру и жить вместе, чтобы не так скучно было.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпир, халӑх ӗнтӗ, халлӗхе ерипен, уттипе пурӑнатпӑр-ха, ҫавӑнпа пирӗн ытлашши хӗвӗшмесӗр, васкамасӑр ӗҫ тумалла, пушар сӳнтермелле…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Андрюшка Разметнов вӑл — юртӑпа пурӑнать, лӗпсӗртетет, пушӑ кӑтартмасӑр, ытлашши чупмасть, ура та ярса пусмасть…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑюне ытлашши хӑпартнӑ лампа тӗтӗм мӑкӑрлантарать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар ҫав кунах Демка Ушков арӑмӗнчен юрӑхлӑ хакпа хуҫалӑхра ытлашши автана туянчӗ те, Ҫӑрттан мучи ӑна Майданников патне кайса пачӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эп Макар мар, вӗсем Макарпа ҫавапа чул каснӑ, манӑн кӑмӑл ун пек мар, эп унпа урӑхла пурӑнӑп», — ҫапла, хӑйӗн пултарулӑхӗпе Лушка пултарулӑхне ӳстерсе, хӑйӗн вӑйӗ ҫине ытлашши шанса, шутланӑ Давыдов.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хуа Да-ма, ку хӗрарӑм ытлашши куляннипе ухмаха ере пуҫларӗ пулӗ тесе, чӑтаймарӗ, сиксе тӑчӗ те утма ҫул урлӑ каҫрӗ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Кунсӑр пуҫне тата, эсӗ ҫапла ӗҫсе ҫӳренине, ҫакӑн пек ответлӑ тапхӑрта ҫакнашкал хӑтланнине, вӑтам хресченсене пӑшалпа хӑратнине, хӑв ытлашши иртӗнсе йӑнӑшсем туни ҫине большевикла пӑхманнине, парти линине хирӗҫ сӑмах тухса каланине районти контроль комиссийӗ пӗлес пулсан, ку вара саншӑн, Нагульнов, питех те кулянмалла факт пулса тухать.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпир коллективизаци процентне ӳстерессишӗн ытлашши ӑшталаннӑ, кунта ӗнтӗ райком айӑпӗ те пурах, кунсӑр пуҫне тата колхоза чӑннипех тӗреклетес тӗлӗшпе питех те сахал ӗҫленӗ.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ну, Сталин юлташ, ҫавнашкал халӑха курса, каллех эсӗ ытлашши иртӗнсе хӑтланнӑ, колхозран тухма хӗтертнӗ теес пулсан колхозниксене, эпӗ ӑна тӳрех ҫапла калӑттӑм:
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Паллӑ мар-и-ха ӗнтӗ, ҫав ытлашши иртӗнӳсен авторӗсем хӑйсене хӑйсем «сулахаййисем» тесе шутлаканскерсем, чӑннипе илсен, сылтӑм оппортунизм арманне авӑртма шыв юхтарса тӑни?»
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Кама кирлӗ-ха ун пек ытлашши иртӗнсе хӑтланни, колхоз юхӑмне ҫапла чиновникле декретлени, хресченсене тивӗҫсӗр хӑратса ята яни?