Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуллен сăмах пирĕн базăра пур.
хуллен (тĕпĕ: хуллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темӗнле фабрика мӑрйинчен вӑраххӑн, хуллен, тин ҫеҫ ыйӑхран тӑрса анаслакан ҫын пек, майӗпен тӗтӗм хӑпарать.

Медленно, как человек, с трудом приходящий в себя спросонок, подымался дым из трубы какой-то фабрики.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аслисем, кӗнекесем, хаҫатсем, юрӑсем хуллен астутарса тӑнӑ инкек сиксе тухрӗ.

Стряслось то, о чем не раз говорили, предостерегая нас, книги, газеты, песни.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Водохранилище тӗлӗнче, чӗмсӗр шывӑн кӗленчи ҫинче, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт хуллен ҫаврӑнать.

А над водохранилищем, над молчаливой стеклянной водой медленно поворачивалось звездное небо.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ыр шӑршлӑ симӗс ҫырансен анлӑхне, тутлӑн тӗлӗрсе кайнӑ шыва шухӑша яракан лӑпкӑлӑх карса илчӗ, никамӑн калаҫас килмест, никам та ним те шарламасть, кӗсмен тӗпсисем анчах хуллен чӑнкӑртатса илеҫҫӗ, тата кимӗ аякӗ тӑрӑх шыв шӑпӑлтатса чӳхенни илтӗнет.

Такая задумчивая тишина объяла весь этот душистый, зеленый простор берегов и замершую воду, что не хотелось говорить, и все мы молчали, только чуть слышно поскрипывали уключины весел да балакали свое «тир-лир-люрлю» струйки подле бортов шлюпки.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Е вӑл икӗ аллине икӗ ҫунат пек сарса хурать те сӑмсипе хуллен нӑртлатса пырать (ахӑрнех, хӑйне самолет, тет пулас), е тата байдарка ҫине ларнӑ пек тӑвать, аллисемпе авӑсма пуҫлать, хӑйне ҫеҫ курӑнакан кӗсменӗсене ылмаштарса, пӗрре сулахая, тепре сылтӑма маттур ҫаптарать.

То он двигался, расправив руки, как крылья, тихонько жужжа под нос и, очевидно, воображая себя самолетом; то размахивал руками, загребая поочередно левой и правой, видя себя с веслом байдарки.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пурӑнмалла-ҫке, старик, — терӗ Саня хуллен ҫеҫ эп кӗнӗ вӑхӑтрах.

— Ведь жить-то нужно, старик, — негромко сказал Саня, когда я вошла.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумая тӑсӑлчӗ-ши ҫак, пӗлейместӗп — тен нумаях та пулӗ, мӗншӗн тесен тепӗр каҫ та пулчӗ, унтан вара врачсенчен пӗри, урӑххи, унччен ӑна эпӗ курманччӗ, палатӑран пирӗн пата коридоралла хуллен ҫеҫ тухрӗ.

Не знаю, как долго всё это продолжалось, — должно быть, долго, потому что снова была ночь, когда один из врачей, какой-то новый, которого я прежде не видала, осторожно вышел к нам в коридор из палаты.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир те платформа тӑрӑх питӗ хуллен иртрӗмӗр, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне пӑхас тесе пӗрмай чарӑнкаласа утрӑмӑр.

Мы тоже очень медленно шли по платформе, потому что всё время останавливались, чтобы посмотреть друг на друга.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ кайма та пултаратӑп, — хуллен ҫеҫ каласа хучӗ Николай Антонович.

— Я могу уйти, — негромко сказал Николай Антоныч.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна шӗлепкине патӑм та, хуллен ҫеҫ, мӗн пулчӗ сирӗн, тесе ыйтрӑм.

Я подала ему шляпу и робко спросила, что случилось.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрӑм коридор тӑрӑх вӗсем алла-аллӑн тытӑнса хуллен ҫеҫ утрӗҫ, Николай Антоныч пӗр минутлӑха ҫеҫ чарӑнса тӑчӗ.

Они медленно шли под руку вдоль длинного коридора, и только на одну минуту Николай Антоныч остановился.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс ӑна ним чухлӗ те пӗлместӗн-ха, — терӗ вӑл хуллен ҫеҫ.

 медленно сказал он, — Которой ты совершенно не знаешь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нина Капитоновна хуллен ҫеҫ аллине сулчӗ.

Нина Капитоновна тихонько махнула рукой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Марья Ивановна ман пата пычӗ те, мана алӑран тытса, хуллен сӑмах хушрӗ:

Тогда Марья Ивановна подошла ко мне и тихо, взяв меня за руку, сказала:

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тупӑк хуллен анса пырать.

Гроб начинает медленно опускаться.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан вӑл, мана ураран хуллен тӗкӗнсе: — Эсӗ ачам, ытла ан хуҫӑл… — терӗ.

Потом ее рука легонько стучит мне в коленку: — Ты, деточка, не надо так…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахӑрнех вӑл тавҫӑрса илчӗ пулас, ман пуҫ айӗнчен хайхи наушниксене хуллен илсе, хӑйӗн хӑлхисем ҫине лартрӗ.

Вероятно, сообразив что-то, он высвобождает у меня из-под головы трубки, прикладывает к ушам.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сиксе тӑнӑ Котька чалкӑна салтса ячӗ, Расщепей мотор чӗртрӗ, вара «Фламмарион» ыйӑхлӑ шыв пырне — шлюзӑн камерине хуллен юхса кӗчӗ.

Вскочивший Котька отвязал чалку, Расщепей включил мотор, и «Фламмарион» тихо вошел в сонную заводь — наполненную камеру шлюза.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ питӗ асӑрханса, сывлама та хӑяймасӑр, пӗшкӗнтӗм те, хуллен тутасемпе кӑшт ҫеҫ перӗнсе, унӑн ҫытар ҫине ыткӑннӑ аллине чуптурӑм, унтан чӗрне вӗҫҫӗн, вӑл вӑранса каясран хӑраса, ним сас-чӗвӗсӗр корма ҫине тухрӑм.

Я наклонилась, не дыша, и очень тихо, едва касаясь, поцеловала закинутую на подушку руку; потом я вдруг испугалась, что он может проснуться и заметить меня, тихонько вылезла я на корму.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ сас тӑвас мар тесе хуллен ҫӗклентӗм.

Я поднялась осторожненько, чтобы не шуметь.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней