Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алексей, сӳннӗ кӑвайтпа сывпуллашса ассӑн сывласа илчӗ те, тути хӗррисене ҫыртса, хушӑран ӑнран каяс пекех пулса, ҫул тӑрӑх уттарчӗ, унӑн туйисем пӑрланнӑ юр ҫинче чӗриклетсе пыраҫҫӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей нумайччен ун ҫине пӑхса ларчӗ, вара сӑнӳкерчӗкне ҫӳхе хутпа чӗркерӗ те, кӑштах шухӑша кайса аллинче тытса тӑнӑ хыҫҫӑн, каллех ҫырусемпе пӗрле кӗсйине чиксе хучӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӗвел тухсанах, сивӗрен шӑнса чӗтренипе тата ӑшран вӗрилентерсе килнипе, вӑранса кайрӗ.Алексей проснулся с первыми лучами солнца, дрожа от холода и внутреннего озноба.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шӑнса хытнӑ, ним тутисӗр сало катӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ӑна ҫӑтса ярасшӑн пулчӗ, анчах та сало ҫӑварта ирӗлсе кайрӗ; Алексей тинех хӑй хытӑ выҫӑхнине туйса илчӗ те аран ҫеҫ банкӑран хӑпрӗ, анчах та мӗн те пулин хыпса ҫӑтас килнӗрен юр ҫиме пуҫларӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав стрелка пилӗк минут тӗлне ҫитнӗ самантра темле хӑрушӑ ӗҫ пулса иртес пекех, Алексей ун ҫине шикленсе пӑхса илчӗ; стрелка утмӑл тӗлне ҫитсенех, вӑл тӳрех ура ҫине сиксе тӑчӗ те, йынӑшса ярса малалла шурӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӗнер Алексей, ҫул кӗскелтӗр тесе, умри япаласене тӗллесе пыратчӗ: хыр-и, тунката-и е ҫул ҫинчи лакӑм-тӗкӗм, — вара вӗсем патне ҫитме васкатчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей банкӑпа бинтсене илсе комбинезон кӗсйине чикрӗ те: «Тавтапуҫ, тӑванӑм!» терӗ хӑй ӑшӗнче, вара ҫил сирсе пӑрахнӑ плащ-палаткӑна хӗр урисем ҫине витсе хучӗ те, ҫул ҫине тухса, хӗрелсе ҫулӑмланнӑ тухӑҫ еннелле ерипен утса кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӗнер Алексей ун ҫине пӑхмарӗ те.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ура ҫине тӑрас пирки Алексей хӑраса иккӗленчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей вӑранчӗ те хӑй ӑҫтине тата мӗн пулса иртнине аса илсе, вӑрманта ним хатӗрленмесӗр ҫӗр ирттернӗшӗн халӗ тин хӑраса ӳкрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫак вӑрманта ирттернӗ пирвайхи каҫхине унпа усӑ кураймарӗ.Но вряд ли Алексей смог бы применить его в эту первую ночь, проведенную им в лесу.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирте, Камышинта ҫуралнӑ Алексей, вӑрманти пурнӑҫа пӗлменскер, мӗнле ҫӗр каҫасси ҫинчен те, кӑвайт епле чӗртесси ҫинчен те малтан шутламан пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кинжалӑн сӑран йӗннине Алексей эсэсовец пилӗкӗнчен вӗҫерсе илчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей тӳрех ӑнланчӗ: кунти аманнӑ красноармеецсене пурне те ҫак хура тумтирлӗ нимӗҫ пусса пӑрахнӑ иккен, сестрана та вӑлах чиксе вӗлернӗ.Алексей сразу понял, что этот в черном прикончил раненых своим ножом, заколол сестру.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Контузи хыҫҫӑн ухмаха еретӗп, — шутларӗ Алексей. — Ҫулпа утма май ҫук.Схожу с ума от контузии, – подумал Алексей. – Идти по дороге невыносимо.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак пӗҫерекен ҫӗртен тӳрех самолёт ҫунатти ҫине сиксе ӳкес тесе, Алексей малалла ыткӑнчӗ те сивӗ фюзеляж ҫине ҫапӑнччӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей самолёт патнелле пӗр утӑм турӗ, анчах ҫӗр ҫийӗ урасене ҫунтарать, вӗри плита ҫине пуснӑ пекех туйӑнать.Алексей сделал к самолету шаг, но земля пылала, жгла ноги, точно ступал он по раскаленной плите.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫемҫе юр ҫийӗпе ашса пыма аптрасах каймарӗ-ха, анчах та ҫил вӗрсе хытарнӑ, пӑрланнӑ ҫул ҫине тухсанах, урасем чӑтмалла мар хытӑ ыратма тытӑнчӗҫ, Алексей урӑх пӗр утӑм ярса пусма та пултараймарӗ — каллех чарӑнчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ыратнипе тата калама ҫук асапланнипе, Алексей вӑйӗ пӗтсе ҫитнине туйрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та Алексей утма, хӗвелтухӑҫнелле утма, нимӗне те пӑхса тӑмасӑр, этем пурӑнакан вырӑнсемпе лайӑх ҫулсем шырамасӑр, вӑрман витӗр кайма шут тытрӗ.