Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр ҫинчи ытти патшасемпе танлаштарсан, вӗҫекен утрав ҫинче хуҫа пулса пурӑнни Лапута корольне пысӑк правасем парать.

Нетрудно понять, что обладание летучим островом дает королю Лапуты огромные преимущества по сравнению с остальными государями на земле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунта астрономире кирлӗ пулакан пур хатӗрсем те — сектантсем, квадрантсем, телескопсем, астролябисем тата ытти тӗрлӗ хатӗрсем те пур.

Вся пещера заставлена разнообразнейшими секстантами, квадрантами, телескопами, астролябиями и другими астрономическими приборами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем столицӑра ирттерекен савӑнӑҫлӑ вӑйӑсенче пуласшӑн ҫунаҫҫӗ, вӗсем утрав ҫинче пулакан ытти пур ырлӑхсемпе те ҫырлахма пултараймаҫҫӗ.

Островитянки жаждут столичных развлечений, и вся та роскошь и довольство, какими они окружены на острове, не могут удовлетворить их.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакна пула вара хӗвелтен ӑшӑпа ҫутӑ илсе тӑракан ҫӗрпе ытти пур планетӑсем те пӗтсе лармалла.

А это неизбежно повлечет за собой разрушение Земли и всех планет, получающих от него свой свет.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем ытти ахаль ҫынсене те сахал сехӗрлентерекен сӑлтавсем пиркиех ялан хӑраса пурӑнаҫҫӗ.

Интереснее всего то, что они тревожатся из-за таких вещей, которые очень мало волнуют остальных смертных.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах хамӑн пурнӑҫра эпӗ тӗрлӗ ӗҫсем тунӑ чухне ытти пур ыйтусем пирки те шухӑшлас, выводсем тӑвас тӗлӗшпе вӗсем пек ҫаврӑнӑҫусӑр та лӳппер тата катӑк ӑслӑ ҫынсем нихҫан та курман.

Но мне никогда не приходилось видеть людей, которые в обыденной жизни были бы так неловки, неуклюжи и косолапы, так туги на понимание всего, что не касается математики и музыки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ часах ҫӑкӑр, шыв тата хама кирлӗ ытти пур япаласене те ыйтса илме вӗрентӗм.

Скоро я уже мог попросить хлеба, воды и всего, что мне было нужно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тарҫӑсем пире валли ҫӑкӑра конус, цилиндр, параллелограм тата геометрин ытти фигурисем пек каса-каса пачӗҫ.

Слуги резали нам хлеб на куски, имевшие форму конусов, цилиндров, параллелограммов и других геометрических фигур.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Акӑ мӗншӗн пурлӑхлӑ ҫынсем кунта ытти тарҫӑсемпе пӗрле яланах тутаран е хӑлхаран хӑмпӑпа ҫапакан тарҫӑсем (кунти чӗлхепе каласан, клайменолесем) тытаҫҫӗ, вӗсемсӗр вара нихҫан та килӗнчен тухмаҫҫӗ.

Вот почему состоятельные люди всегда держат в числе прислуги так называемого хлопальщика (по-туземному — клайменоле) и без него никогда не выходят из дому.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫиелти тумтирӗсене вӗсем хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем ӳкерсе, хушӑран тата Европӑри ҫынсемшӗн паллӑ мар музыка инструменчӗсем: сӗрме купӑссем, флейтӑсем, арфасем, трубасем, гитарӑсем, клавикордсем тата нумай ытти инструментсем ӳкерсе илемлетнӗ.

Их верхняя одежда была украшена изображениями солнца, луны, звезд вперемежку с изображениями скрипки, флейты, арфы, трубы, гитары, клавикордов и многих других музыкальных инструментов, не известных в Европе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑна хирӗҫ эпӗ итальянецла ответлерӗм, мӗншӗн тесен мана ҫапла туйӑнчӗ: вӗсем мана ӑнланмаҫҫӗ пулсан, Итали чӗлхинчи сӑмахсем ытти пур чӗлхесенчи сӑмахсенчен те вӗсене ытларах килӗшӗҫ терӗм.

Я ответил по-итальянски: мне казалось, что если они не поймут меня, то итальянская речь больше всякой другой придется им по вкусу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хам ая эпӗ шывра ӳсекен типнӗ курӑксемпе ытти курӑксене сартӑм.

Постелью мне служили те же водоросли и трава.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чул сӑртсем ҫинче эпӗ кайӑк ҫӑмартисем нумай пухрӑм, унтан шӑтӑка икӗ-виҫӗ ытам шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе ытти тӗрлӗ курӑксем илсе кӗтӗм те ирпе апатланма ҫӑмартасем пӗҫерме шутларӑм.

На утесах я собрал много яиц, а затем принес в пещеру две-три охапки сухой травы и водорослей, рассчитывая утром испечь яйца себе на завтрак.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫаврашка тӳпере чылай вӑхӑт ҫаврӑнса, пӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑй малтан выртнӑ сӗтел ҫинех, ытти ракетӑсем патне, персе анчӗ.

А когда диск вволю накрутился, он прыгнул назад, на стол в саду, к остальным ракетам.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Свенсонсем Катхультра уяв йӗркеленӗ чух вӗсем хулара пурӑнакан ҫак дамӑна яланах йыхравлаҫҫӗ, лешӗ вара хутора пырсан кӑлпасси ҫеҫ мар, ӑшаланӑ пӑру какайне те, студеньне те, ялти ытти тутлӑ ҫимӗҫе те тӑраничченех ҫиет.

Дело скорее заключалось в том, что всякий раз, когда Свенсоны устраивали в Катхульте деревенские пиры, они непременно приглашали к себе эту почтенную даму из города Виммербю, и уж там, на хуторе, она всласть наедалась и колбасы, и студня, и жареной телятины, и всяких других деревенских блюд.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл тӗрлӗ тум тӑхӑннӑ хресченсем, пылак ҫимӗҫ, тӑмран тунӑ япаласем, тимӗртен тунӑ ӑпӑр-тапӑр тата сывлӑш вӗрсе хӑпартнӑ хӑмпӑсем сутакансемпе кӗсье вӑррисем, пасарти ытти халӑх хушшинче ирӗлсе кайнӑ тейӗн.

Он словно растворился в разноцветной толпе крестьян, торговок сладостями, гончаров, пряничников, жестянщиков, продавцов воздушных шаров, карманных воришек и прочего рыночного люда.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Леннибергри тата ытти ялсенчи мӗнпур хресченсем ярмӑрккӑна пухӑнаҫҫӗ — кам вӑкӑр сутма, кам пӑру туянма, тепри лаша улӑштарасшӑн, хӑшӗсем тата халӑх хушшинче хӗсӗнкелесе ҫӳресе хӑйсене кӑтартасшӑн, ҫынсене курасшӑн.

Все крестьяне из Лённеберги и других деревень округа съезжались сюда — кто продать быка, кто купить тёлку, кто поменять лошадь, а кто просто потолкаться в толпе — людей посмотреть и себя показать.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Апла тӑк ытти мыскарасем те пур.

А раз новые дни, то и новые шалости и приключения.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ытти ҫӗрте мӗнле — Катхультра та ҫаплах ӗнтӗ.

И в Катхульте всё было точно так, как везде.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак ҫӗршыв та, ытти нумай государствӑсем пекех, темиҫе ҫӗр ҫул хушшинче пӗр чирпех асапланнӑ.

В течение нескольких столетий эта страна страдала той же болезнью, которой подвержены многие другие государства.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней