Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тачанка ҫинче хура кубанка тӑхӑннӑ Алексей Артамашов, ҫӗнӗ бешметлӑ Тимофей Ильич Тутаринов, кӗрнеклӗ те лутрарах арҫын — парторганизаци секретарӗ Ерменко тата баянист ларнӑ.

На тачанке сидели: Алексей Артамашов в черной кубанке, Тимофей Ильич Тутаринов в новеньком бешмете, секретарь парторганизации Еременко — коренастый, невысокий мужчина — и баянист.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пиллӗкмӗшӗ те пулин хӗр ҫураласчӗ, тӑваттӑшӗ те арҫын ача, заказ парса тунӑ пекех.

— Да хоть бы на пятый раз девочка родилась, а то одни хлопчики, как на заказ.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Акӑ ҫумӑр пирӗн пата та арҫын хӑваласа кӗртрӗ, — терӗ вӑл, малтанхи пекех кӑмӑллӑн кулкаласа.

— Вот и к нам дождик загнал мужчину, — сказала она, продолжая улыбаться.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл тӑххӑрмӗш ҫуралнӑ, вара кӳршӗсем, ҫӗнӗ кайӑк ҫуралнӑ ятпа саламлама пырсан, тӑххӑрмӗш ача, ҫитменнине арҫын ача, телейлӗ пулать тесе калаҫнӑ.

Он родился девятым, и соседки, поздравляя мать с новорожденным, говорили, что девятый ребенок, да еще к тому же мальчик, непременно будет счастливым.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑнасем халӗ те лараҫҫӗ-ха, арҫын сассисем хӗрарӑм сассисене ҫӗнсе кӗрлеҫҫӗ.

Гости все еще веселились; мужские голоса заглушали женские.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ачасем, ачасем вылянӑ, — васкавлӑн калать арҫын.

— Играли, играли мальцы, — заторопился детина.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Аттемӗр, тупӑнчӗ, тупӑнчӗ санӑн… — килнӗ арҫын такӑнать, — ывӑлу тупӑнчӗ.

— Батюшка, сыскался, сыскался твой… — пришедший детина запнулся, сынок, значит.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Арҫын тӑрать.

Детина поднялся.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пӗтӗм шанчӑк ҫухалнӑпа пӗрехчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра Хлопуша патне пӳрте сарлака хулпуҫҫиллӗ, сухаллӑ арҫын кӗрсе тӑрать.

И вот, когда, казалось, все надежды потеряны, в избу к Хлопуше ввалился плечистый, бородатый детина.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хӗрача арҫын ачан аяккинче ҫакӑнса тӑракан хӗҫӗ ҫине кӑсӑкланса пӑхма пуҫлать; кӑна курсан, Гришатка чӗкелсе ӳкет.

Девочка стала с любопытством рассматривать висящую на боку у мальчика саблю, и Гришатка сразу же оживился.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Арҫын ачана тӗсесе пӑхма тытӑнчӗ.

Остановилась, смотрит на мальчика.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Арҫын ача вӗт вӑл.

Он же мальчонка.

Урала // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

(Аманнисенчен пӗри, такмакласа калаҫма юратакан путеш салтак, кайран юлташӗсене, ятлӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ самантра, нихҫанхинчен уяр та тӳлек ҫанталӑк тӑнӑ пулин те, госпиталь тӑрринчи хӗрлӗ хӗреслӗ ялав шуххӑн вӗлкӗшме пуҫларӗ тата госпитальпе тӗлме-тӗл ларакан парикмахерски вывески ҫинчи ҫӳҫӗсене шукӑлӗн кӑтралатнӑ арҫын, чӗркуҫҫине хуҫлатса пуҫ таянҫи пулса, реверанс туса илчӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ).

(Один из раненых, весельчак и балагур, уверял после товарищей, что к моменту приезда именитых посетителей госпитальный флаг с красным крестом вдруг буйно затрепыхался, несмотря на то что погода стояла на редкость ясная и безветренная, а на противоположной стороне, на вывеске парикмахерского заведения элегантный завитой мужчина сделал нечто похожее на коленопреклонное движение или реверанс.)

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав Алтор ятлӑ шур чул ҫинче виҫӗ хут тӑхӑр сыпӑк чултан тунӑ арҫын ларать.

На том камне Алторе есть муж; каменный тридевять колен.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсене пулӑшаканӗ — пичке ҫинчи кӑшӑл пек чӑрӑлтатакан ватӑ арҫын сасси.

И в помощь — чей-то старческий, дребезжащий, как обруч на бочке, мужской голосок:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн тахҫантанпа ҫуман кӗпинчен арҫын тарӗ шӑрши тата ҫул ҫинчи эрӗм ути пек йӳҫек шӑршӑ кӗрет.

Пахнуло запахом мужского пота и полынной дорожной горечью от нестираной рубахи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арҫын тени хӗрарӑм таврашне кирек хӑҫан та ҫавӑн пек илӗртӳллӗ сӑмахсем калать.

Это то самое, что обыкновенно нашептывают всему женскому роду.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Арҫын ҫунана, вӑл шуса ан кайтӑр тесе, ӑҫта кирлӗ унта тытма та пӗлет, хӗрарӑмсем, хаклӑ аттем, ҫакна ӑнланмаҫҫӗ: тутӑрӗсене пӗркенеҫҫӗ те ҫуна ҫинче ларса пыраҫҫӗ, е лав хыҫӗнчен утаҫҫӗ, ҫул ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Мужик, он завсегда усмотрит, где надо поддержать сани, чтобы они не делали раскаты, а бабы этого, дорогой папаша, не понимают: закутаются в шали и сидят на санях или идут позади, а за дорогой не смотрят.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗри тӗреклӗ те ҫирӗп, анчах ҫамрӑк арҫын, сӑран пальто тӑхӑннӑскер, пиртен: «Ну, гвардеец юлташсем, фронтра ӗҫсем мӗнле?

Один крепкий, но молодой мужчина в кожаном пальто сказал нам: «Ну, товарищи гвардейцы, как дела на фронте?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сысоев полицай, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ кутамас арҫын, унччен вӑрӑ пулнӑскер, Семенкино ялне нумай пулмасть кӑна килнӗ.

Полицай Сысоев, кудлатый рыжий мужик, бывший вор недавно приехал в Семенкино.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней