Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳссе (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх организацийӗсенче аш-какай (1311 тонна) тата сӗт (22561 тонна) туса илнин кӑтартӑвӗсем ҫуллен ӳссе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Тепӗр тӑватӑ-пилӗк кунран юмахри пек капмар та хӑтлӑ, илемлӗ ҫурт ӳссе те ларчӗ кӳлӗ хӗрринче.

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Республикӑра культура объекчӗсен шучӗ ӳссе пыни хавхалантарать пурсӑмӑра та.

Отрадно, что в республике растет число объектов культуры.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Ача ҫуртӗнче ӳссе ҫитӗннӗччӗ.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Килнӗренпе эпир пурте ӳссе кайнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачапча кунтан-кун ӳссе пырать.

Помоги переводом

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑрлатӑп, Тятюк, ӳссе кӑна ҫит — вӑрлатӑп! — тесе Кӗҫтентин вӑрман ӑшне чупать.

Помоги переводом

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«2019 ҫултан пуҫласа республикӑн харпӑр хӑй тупӑшӗ ӳссе пыни те куҫ кӗретех.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Е тата, вӑрҫӑччен те, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та Совет Союзӗнчи ҫынсен шучӗ ҫулсерен икӗ миллионшар ӳссе пынӑ.

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Хӑш-пӗр хулли, яштакан ӳссе «пӗве кӗрсе», чӑнах та, спорт вӑййисенче усӑ куракан вӑрӑм шӑччах аса илтеретчӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тепӗр ик-виҫ ҫултан ҫав хунав, кӗттӗн ӳссе, самаях сарӑлса вӑй илчӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫынсемпе ҫумлӑнах, ӗннӗ курӑклӑ ҫерем ҫинче, креплесемпе шӑпӑрсен купи ӳссе ларнӑ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӗтӗм ӳссе сарӑлнӑ йывӑҫ-курӑк, уйрӑмах тӑртанакан, чӑмӑртанакан ҫимӗҫлӗ улма-ҫырла йывӑҫҫисем-тӗммисем, пӗве кӗнӗ яш-кӗрӗм пекех, вӑй-халлӑ, илӗртӳллӗ, сӑпай; ҫут хӗвелпе ӑшӑнса, ҫӑра симӗсленсе ҫуталнӑскерсем, нарланса ҫиҫекенскерсем, сӑмсана тутлӑн-тутлӑн, шерпетлӗн-ароматлӑн кӑтӑклаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Сывӑ, ҫирӗп, патвар ӳссе кӗреленнӗ, папкаланнӑ путексем.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Юлашки ҫулсенче Лапракасси, унччен упа йӗнни шутланнӑскер, ҫурхи йывӑҫ-курӑк пек вӑй та чӗрӗ тӗс илсе, сисӗнмеллех ӳссе, сарӑлса кайрӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнисен йышӗ ытлашши ӳссе кайсан, атте каланӑ тӑрӑх, вӗсене те ҫӳлтисем ят тивертме, ҫӗмӗрттерме, ӗҫрен хӑтарма та пултараҫҫӗ иккен…

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тав-шав, анӑш-тӑнӑш вӑйланчӗ, ӳснӗҫем ӳссе, сарӑлса пычӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫулсем иртнӗҫем йӗкӗрешсем ӳссе ҫитӗнчӗҫ, вӑйлӑ та маттур йӗкӗтсем пулса тӑчӗҫ.

Годы прошли незаметно, и близнецы превратились в красивых, стройных юношей.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Чӑн-чӑн патриотсем, маттурсем ӳссе ҫитӗнччӗр тесе аслӑ пӗлӳ панӑ.

Помоги переводом

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Пурис вара кун пек чухне йӗри-тавраллах, сапӑнса, кӑра хум ывӑтса ярать, унӑн кашкӑр асав шӑлӗсем чӑшӑлл! ӳссе хӑпарса каскӑчланаҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫинчи йӑшӑркка ҫӑмӗ йӑшӑлт ҫӗкленсе шӑртланать, чӑмӑртаннӑ чышкисем те ҫӑтӑр-ҫӑтӑр хытса тимӗрленеҫҫӗ, пӳрнисен чӗрнисем ал тупаннех касса кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней