Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ученый нумайччен йӑлӑнтарса тӑмарӗ, gonie тата indi текен сӑмахсем ҫинчен вӑл питӗ тарӑннӑн илсе ӑнлантарса пачӗ, французла документра austras тенӗ сӑмаха «кӑнтӑрти» тесе ӑнланма юрамасть, вӑл Australie-Австрали тени пулать, тесе вӑл итлекенсене питӗ ӳкӗте кӗмелле каларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван хӑйӗннех перет, нимӗн каласа та ӳкӗте кӗмест.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑйӗн акӑш-макӑш чӗлхипе вӑл ӑна ӳкӗте кӗртесшӗн тӑрӑшать: текех пӗр ҫекунд та кӗтме юрамасть; мӗн тӑвас тени пулаймасан, кунта юлакансем каяканран та ытларах хӑрушлӑхра пулаҫҫӗ; пурин ырлӑхӗшӗн Таукӑн меслетсӗр ҫивӗчлӗхӗпе пӗр эпӗ ҫеҫ усӑ курма пӗлетӗп, — тесе ӑнлантарать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эп вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӑп!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпир тупнӑ документсене ӗненмелле мар терӗҫ вӗсем, эпӗ хам ӑнлантарса панипе те ӳкӗте кӗмерӗҫ.Они утверждают, что найденные нами документы не ясны и моё толкование не убедительно.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юрататӑп, ӳкӗте кӗменскер.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Аран-аран, тет, Кальва хӗрне кайма ӳкӗте кӗртрӗм…
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Сирӗн акӑ, улпутӑм, аннӗре ӳкӗте кӗртесчӗ — кунти хресченсем питӗ чухӑн — вӗсен куланайне кӑштах чакартӑрччӗ вӑл!
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Мана хӑйӗн аллине пама аттене вӑл ӳкӗте кӗртнӗ, мӗншӗн тесен атте хӑй ниепле те яла пӑрахса кайма килӗшмен.Он уговорил отца отдать меня к нему на руки, так как отец ни за что не соглашался покинуть деревню.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫапах та Пискарев, пике каланине шута хумасӑр, чӗрине ҫирӗплетрӗ, ӳкӗтлесен ӳкӗте кӗртме май ҫук-и тесе калаҫу пуҫласа яма шутларӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Халӗ ак путенесем ӳкӗте кӗртрӗҫ те ӑна, вӑл, ыйхӑ пусса ҫитернӗскер, куҫне хупрӗ.Перепела уговорили его, и он, побежденный сном, закрыл глаза.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Казаксем шавласа кайрӗҫ, ху кайса ӳкӗте кӗрт вӗсене!
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл казаксем пулӑшасса шанни тӳрре килменни, ҫавӑнпа та халь округ тӑрӑх усӑсӑр ҫапкаланса ҫӳриччен пӗр-пӗр вӑйлӑрах ушкӑнпа пӗрлешес пирки татӑклӑ шухӑш тыттӑр тесе, Фомина тӗрлӗ майлӑ ӳкӗте кӗртме кирли ҫинчен вӑрӑммӑн ӑнлантарса калаҫма тытӑнчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Тем мар» ӳкӗте кӗртетпӗр вӗсене!» — терӗ мӑйӑх айӗпе кулса, кун пирки пач та иккӗленмесӗр.«Ничего, мы их уломаем!» — самоуверенно говорил он, улыбаясь в усы.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах Кошевоя халь нимӗнпе те ӳкӗте кӗртме пулмарӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эсир ӳкӗте пӗлместӗр.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Лева ҫӑраҫҫи уҫҫи шӑтӑкӗ витӗр пӑхса ӳкӗте кӗртес кӑмӑлпа сӑмах хускатрӗ:Лёва заглянул в замочную скважину и сказал убедительным тоном:
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Ӑна эсӗ ӳкӗте кӗртме тӑрӑш.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Ӳкӗте кӗртӗр, хӑйӑр турттарас ӗҫ те интереслӗ пулма пултарнине кӑтартса парӑр.Докажите им, что даже такое дело как таскание песка, может быть интересным.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Ӳкӗте кӗртеп вӗсене!
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.