Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫакса (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта хупса лартма ҫеҫ мар, ҫакса вӗлерме те пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тен, кӗрӗп те, — терӗ Ахтупай пуш хутаҫҫине ҫурӑм хыҫне ҫакса.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайма килӗшменшӗн ҫакса вӗлерейместчех вӑл.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тытса хупмасть, ҫакса вӗлермест.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Таканран ҫакса хурса та кӑтартма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр енчен, ҫын патшасене юраса хырӑма тӑрантмалӑх ҫӑкӑр ӗҫлесе тупать, тепӗр енчен, вӗсен умӗнче чӑрсӑррӑн тыткаланине пула кашни кун хӑйне ҫакса вӗлерессине кӗтсе пурӑнать.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна княҫсемпе мӑрсасем нумайӑшӗ вырӑссене сутӑннӑн туйӑнчӗ, вӑл хӑйӗн патне чӗнтернӗ ҫынсене пурне те ҫакса вӗлерессипе хӑратрӗ.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тек нихҫан та пысӑк вӑрҫӑпа тухасшӑн мар-ши вӑл Мускав еннелле? — ыйтрӗ тарҫӑсем ҫакса янӑ апат пиҫессе кӗтсе выртакан Сафа-Гирей.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑ хусах палламан-туман ҫынсене хӑйӗн паттӑрлӑхне кӑтартма шутларӗ пулмалла, хупсан хупаҫҫӗ, хам ӑраскалтан иртме ҫук терӗ те пушанма пуҫланӑ хутаҫне ҫурӑм хыҫне ҫакса мӑн ҫул еннелле утрӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юр шывӗпе апат пӗҫереймӗн, — тет вӑл витрине пӑралук ҫине ҫакса.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Виктор Андреевич пӑтана ҫакса янӑ сахӑр хутаҫҫине илсе салтрӗ, кӑмака ҫинчи чейникрен алюмини кружка ҫине чей ярса, сахӑрне яшка кашӑкӗпех пӑтратрӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫинук аппарат станокӗсене ал шӑллипе шӑлса тасатрӗ те пӑтаран ҫакса ячӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Картишӗнчи япаласене айлӑн-ҫийлӗн ҫавӑрчӗ, пӑшал ҫакса уялла тухса ҫӳрерӗ, каллех киле таврӑнчӗ, лаҫ умӗнчи каска пукан ҫине ларса, пӗрер кӑна пирус мӑкӑрлантарчӗ.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ал тутрисем те шыва чиксе кӑларнӑ пекех пулчӗҫ, лашасем те кӗҫ-вӗҫ типсе вилес пек хӑвӑрт сывлаҫҫӗ, хам та ларкӑч авринчен ҫакса янӑ шыв бидонӗ патне час-часах алла тӑсатӑп.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вучахха вут чӗртсе ҫӗр улми ҫакса ятӑм та кӑшт ҫеҫ кравать ҫине пуҫа хунӑччӗ — ҫывӑрса кайнӑ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ав пырать вӑл урам айккипе, ҫӗнӗ пир сумкине, пушӑскернех, ҫакса янӑ, пуҫне каҫӑртса утать.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кайран ҫак пукани япалисене ҫӑл валашки ҫинче чӳхерӗмӗр, типӗтме карта ҫине ҫакса хутӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл, умне хӗрлӗ пичетлӗ кружка ҫакса, пур ҫӗрте те ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫа шут патакӗсен ҫыххисене хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ, сак ҫине шӑкӑр-макӑр тутарса ларчӗ, Иванюк, картузне силлекелесе илсе, Ваҫҫапа юнашар вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте валли илсе кайма анне пештӗре икӗ ҫавра чӗл ҫӑкӑр чикрӗ, кашӑк хучӗ, чӗресе, хурантан ҫӑпалапа хыркаласа, сӑтӑркаласа, шӗвӗ пӑтӑ ячӗ, ун ҫине пӗр кашӑк кантӑр ҫӑвӗ сапрӗ те, шурӑ сурпан вӗҫӗпе чӗркесе витсе мана тыттарчӗ, ҫурӑм хыҫне пештӗре ҫакса ячӗ.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней