Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, чиркӳ алӑкне питӗрсе илем-ха хӑть тесе, унталла утрӗ, малтан шалта кам та пулин юлнипе юлманнине тӗрӗслеме шутларӗ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Захар Петрович кӑмӑлне хытарчӗ, виле ҫинче виҫерен тухма юрамасть тесе шутларӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Тепӗр тесен, мӗн питех хӑрамалли унран? Манӑн хӗр ӗмӗрӗ тахҫанах иртнӗ. Ҫапас-тӑвас пулсан…» — шутларӗ те вӑл кӑмӑлне хытарса, ним пулман пекех пӳртӗнчен тухрӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Лартӑр, итлетӗр. Сиенӗ пулас ҫук, усси, тен, пулӗ те», — шутларӗ вӑл ӑшӗнче.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Авӑ мӗнле иккен вӗсем, ырӑ ҫынсем. Хӗрарӑма чыслама та пӗлеҫҫӗ», — тесе шутларӗ вӑл.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Петр Петрович хӑйӗн сарайӗ ҫине хӑпарса кайса бинокльпе пӑхма пуҫларӗ: «Мала тухсан, каятӑп уява, тухаймасан — каймастӑп, намӑс», — шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вара тин ҫирӗм саккӑрти йӗкӗт авланма шутларӗ.
Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Матвей Александрович ҫав самантпа усӑ курма шутларӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав хушӑрах хӑй ӑшӗнче ҫапла та шутларӗ:
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ашӗнче вара: «Пуянӑн кушакки те пулӑ тытать тесе чӑн каланӑ иккен ваттисем», — тесе шутларӗ те, пичӗ хаваслӑ кулӑпа ҫуталса илчӗ.
Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра чунтан ӗненсех ҫапла шутларӗ пулмалла: ак Мӗшӑпа Кӑкшан тӑрӑхӗнчи, Ар-Сӗнтӗрти пӑлхавҫӑсене сапаласа ятӑмӑр, вӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ майпа пӗрерӗн-пӗрерӗн пӗтерсе тӑкрӑмӑр: тек вӑйлӑ пӑтӑрмах пулассине кӗтмелли ҫук, малашне Хусан ҫывӑхӗнче, Атӑлпа Шур Атӑл таврашӗнче лӑпкӑ пурнӑҫ пуҫланать терӗҫ пулмалла.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫапӑҫу кунӗ Кӗркке вӗҫӗмсӗр ашшӗ ҫинчен шутларӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Чӑнах, каснӑ-лартнӑ Иливан», — шутларӗ ашшӗ ун ҫине ытараймасӑр пӑхса.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахтупай вӑл тӑнне ҫухатса ҫӗре персе анать пуль тесе шутларӗ, ӑна ик хулӗнчен тытрӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хитри вӑл ыттисене ахалех курӑнать, ӑна ҫынна каламаҫҫӗ, шутларӗ ӑшра Иливан.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кун пек шутларӗ те сасартӑк хӑйӗнчен хӑй хӑраса кайрӗ каччӑ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Аттеней те ҫав кунсенче староста хӑйне тепре чӗнтерсе хӑратма хӑтланни ҫинчен сахал мар шутларӗ.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Чӗлхе чараксӑртарах ҫав манӑн, инкек тени тепӗр чух ҫавӑнпа сиксе тухать, — шутларӗ вӑл хӑй тӗллӗн.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Атапай картишне тухсан ашшӗ вӗҫӗмсӗр ывӑлӗ ҫинчен шутларӗ.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӗкӗрҫӗсем ҫул ҫӳресе ывӑннине, иртнинче вӑрласа тухнӑ хӗре алӑран вӗҫертнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулнине туйса тӑракан Мамич-Бердей хальхинче пӗтӗм ӗҫе вӗсемпе канашласа тума шутларӗ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.