Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗрине (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн Миша ячӗ ун чӗрине кунӗн-ҫӗрӗн ыраттаракан пулчӗ?

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Темӗнле манас тесен те, ҫав сӑмахсем Павӑл чӗрине каснӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Вӑхӑта чӑвашсем патӗнче ирттеретӗн» тени ун чӗрине пит ыраттарнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кам чӗрине ҫунтарнӑ эп?!

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эп Коршунов мар: чухӑнсене ҫаратман, ҫын ӗмрине кӗскетмен, хӗрарӑм чӗрине те кӗвӗҫӳпе ҫунтарман! — тесе тин ҫеҫ пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ пиччӗшӗ умӗнче сцена ҫинчи пек хӗрӳллӗн каларӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Савнине манас ҫук тени» — Соньӑн чӗрине тивмен, вӑл пӗтӗм чунтан, пӗтӗм чӗререн юратса ҫырасса кӗтнӗ пулнӑ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Те тепӗр ҫын ун вырӑнне Тоня чӗрине кӗрсе вырнаҫнӑ пирки кӗвӗҫнӗ Эльгеев, те чӑнах та халь унӑн, Виктӑр намӑслантарнӑ хыҫҫӑн, киле таврӑнас килнӗ?

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах вырӑс хӗрӗн кӑвак куҫӗсем Мишӑн чӗрине ҫирӗппӗнех кӗрсе вырнаҫрӗҫ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӳхепи чӗрине хуйхӑ кӗрсе ҫунтарса ячӗ те аякри аслӑ вӑрман, ял, аслӑ киремет аса килсе карӗ.

Сердце Сюхеби так и жгло горе, на память приходили далекий огромный лес, деревня, великий Киреметь…

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Кӳренсе тухса кайни ашшӗн чӗрине те касать.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫын инкеке тепле йывӑр пулсан та, кӳршӗ чӗрине хӑйӗнни пекех ыраттармасть.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Хӗр йывӑр ҫын пулса ҫуратнӑ ывӑла»… сасартӑк ҫак сӑмахсем Елюкӑн чӗрине ыраттарса илчӗҫ, вӑл хӑйӗн савнине — Сашшана аса илчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эс аскӑнчӑкла хӑтланни ашшӗ-амӑшӗн чӗрине тивмӗ терӗн-и?

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аскӑнчӑкла хӑтланни ашшӗ-амӑшӗн чӗрине тивмӗ терӗн-и! — кӑшкӑрма сывлӑш ҫавӑрса илеймен пирки, сӗтел ҫине чышкипе ҫапса илчӗ ашшӗ.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халь ӗнтӗ ҫулсем уйрӑлаҫҫӗ… юрататтӑм-ҫке эп сана, ҫав тери юрататтӑм, — ӗмӗтне ҫухатнӑ хӗрупраҫ, чӗрине уҫса, пӗтӗм чунтан каларӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Е тӗттӗм каҫсем, хӑйсен пӗркенчӗкӗсене хывса, ирхи сывлӑма ҫӗр ҫине ӳкернӗ вӑхӑтра, шӑпчӑк юрлани кам чӗрине хускатмӗ?

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Килкартине курӑк шӑтма ан парах» тени Эльгеевӑн чӗрине ыраттарсах кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑшлать, касать ҫав ҫыннӑн сӑмахӗ телейсӗр ҫӑмарта хуҫин чӗрине.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Упӑшкине термене илсе кайсан, Укҫинен чӗрине тем пулчӗ: ни сывлама, ни вырӑнтан сикме — тӳсмелле мар ыратать.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗрӗссине вара унӑн тепӗр икӗ кун ӗҫлемелле, пуҫтарӑнма тата икӗ кун кирлӗ; анчах хӑйне кунта ҫук тесе шухӑшласа — Джессипе Евӑшӑн — Детрей чирлӗ хӗр патне ҫӗнӗ визит ҫулне хӑйӗн ҫак хӑтланӑшӗпе тӗппипех пӳлет, телефонпа калаҫма пӑрахать, никампа та хутшӑнмасть, ӑсне ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ ҫав кунри хӗрӳллӗ те сивлек канӑҫсӑрлӑхпа сусӑрланнӑ чӗрине лӑплантарать.

На самом деле ему предстояло еще дня два работы и дня два сборов, но считая себя отсутствующим, — для Джесси и Евы, — Детрей таким поступком делал невозможным новый визит к больной, отрекался от телефона, от всякого сношения и растравления сердца, доставившего ему, в памятный этот день, пылкую и мрачную безутешность.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней