Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чылайччен сăмах пирĕн базăра пур.
чылайччен (тĕпĕ: чылайччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене вӑл чылайччен ҫырса ларма пултарнӑ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Халь Герасим Федотович тӑкӑрлӑк хапхине уҫма хӑяймасӑр чылайччен айккалла-майккалла пӑхса тӑчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл Герасим Федотовичпа чылайччен калаҫма хатӗрччӗ, анчах лешӗ чӑматанне ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Шанаров шӑпланчӗ, сӗтел ҫине чавсаланса чылайччен пуҫне усса ларчӗ те кӑкӑрне чӑмӑрӗпе чышма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шӑнкӑрав сасси кӑна чылайччен хурлӑхлӑн чӑнкӑртатса янӑрарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Грузовикпа ҫӑмӑл машина ларакан кил картинче йытӑ чылайччен хамлатрӗ, анчах ҫенӗк алӑкӗ тек уҫӑлмарӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чылайччен сӑтӑрчӗ ӑна Испуханов, алӑ вӑйӗ пӗтиччен сӑтӑрчӗ, анчах Павӑл ҫырлахаймарӗ курӑнать.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пахчари улмуҫҫисем, кӗр пӑтӑрмахне парӑнмасӑр, чылайччен симӗс тӗслӗн саркаланса ларчӗҫ, панулмисене татса пуҫтарнӑ пулин те чун-чӗрене куҫ тулли хӑтлӑхӗпе ҫӗклентерчӗҫ.

Помоги переводом

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Иккӗшӗ вӗсем чылайччен тем калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫав каҫхине эпӗ тин ҫеҫ ҫеҫке ҫуракан улмуҫҫисен шӑршине ытараймасӑр чылайччен пахчара ҫӳрерӗм.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Учӗ патне пуринчен те кайран утса пынӑ ҫын, вилтӑпринчен уйрӑлайман пек, каялла чылайччен пӑхса тӑчӗ те хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ:

Помоги переводом

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайччен кулчӗҫ, унтан лӑпланчӗҫ.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртен тапӑннипе аптранӑскерсем вӗсем ертсе пыраканӗ пулмасан чылайччен хирӗҫ тӑрайман пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайччен ӗҫрӗ…

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайччен пӑхса ӑсатрӗ халӑх каякансене.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк чылайччен нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан хӗр пичӗ ҫине, унӑн куҫҫулӗ мӗнле пулассине пӗлес тенӗн, пӑхса илчӗ:

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик пуҫне усрӗ те, кулянса, нимӗн чӗнмесӗр чылайччен ларчӗ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир тӑпри ҫинче унӑн юнташӗсем чылайччен ларчӗҫ, пулни-иртнине аса илчӗҫ, тусне ҫӑтмахра ӗмӗрлӗх телей сунчӗҫ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпир пулӑшмасан вӗсем пӑшаллӑ салтаксене хирӗҫ чылайччен тӑраймаҫҫӗ, — терӗ Тимофей-хусах.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла чылайччен курӑк ашса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Иннокентий шурлӑха юхса кӗрекен пысӑк мар ҫырма хӗрринче ӳсекен юмана куҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней