Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сенкер кӗпепе, кӑвак хӑюллӑ хӑмӑр пурҫӑн шлепкепе.Она была в синем платье и шелковой коричневой шляпе с голубой лентой.
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Ку тин ҫеҫ пулса иртрӗ те… — хам сисмесӗрех кулса хуравларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен кӗтесре хӑмӑр шерепеллӗ сарӑ кӗпе куратӑп, — ҫавӑнпа та хамӑн туйӑм пирки калама йывӑр.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн тумӗ — маскарад фантазийӗпе матинэ хушшинчи темӗн вӑтамскер; ӗлкине, сарлака ҫаннисемпе кӗске юбкин аялне вӑрӑм хӑмӑр шерепепе капӑрлатнӑ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫаврӑнтӑм та — хӑмӑр аркӑллӑ сарӑ пурҫӑн кӗпене куратӑп.Я оглянулся и заметил желтое шелковое платье с коричневой бахромой.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унта эсир ӑна хӑмӑр аркӑллӑ сарӑ кӗперен паллаятӑр.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӑмӑр куҫӗсем унӑн тӗлӗнмелле пысӑк тунсӑхпа тулнӑ.
I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӗсен чӗрни айӗнчен тӗтӗм пек хыпа-хыпа илсе типӗ хӑмӑр тусан сапаланать, тусем вара — уҫӑмланнӑҫемӗн — вӑрмансен халӗ лайӑх курӑнакан тикӗс мар пӑнчисене пула чӑпарлансах пыраҫҫӗ, анчах Зурбаганран курӑннӑ чухнехиллех — инҫетре пекех.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пирӗн ҫурт — юхан шыв хӗрринче, тинӗс ҫыранӗпе гаваньрен виҫӗ ҫухрӑмра; ҫеҫкене ларнӑ тапхӑрта ырӑ-селӗм шӑршӑ кӑларса-сапаласа чӳречесен умӗнче пысӑках мар улма-ҫырла сачӗ ешерет; парӑссемпе ҫунатланнӑ анлӑ юхан шыв хӑмӑр кӑвакрах тасалӑхпа таҫталла ӑнтӑлать-васкать, — аметист сапаланчӑкӗ; сад хыҫӗнченех бук, ҫирӗк, жасмин, вӗрене йывӑҫӗ-тӗмӗ сӑрса хупӑрланӑ варсем тӑсӑлаҫҫӗ; чуллӑ ҫулсен айккисенче, янкӑр ҫутӑ хӗвел айӗнчи ылтӑн тусан айӗнче, шӑлан ҫырлине пула шурӑ кӗрен ватӑ картасем элес-мелес ӳкерчӗксемпе чӑп-чӑпар, ҫак тусанра, хӑйсем ҫеҫ куракан апат тӗлӗнче, ҫерҫисем шӑртланса вӗткеленеҫҫӗ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Шывалла чӑнкӑн тайлӑмланнӑ хысаклӑ сӑртсем тӗл пулаҫҫӗ; ту породисен чалӑш е горизонталь йӑрӑмӗсем ҫав сӑртсен тӑррине хӑмӑр, сарӑ, хура тата хурарах хӗрлӗ сӗмсемпе капӑрлатаҫҫӗ.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стенасем куҫ кӗскисемпе картинӑсемсӗр; вӗсене маччаран тытӑнса урайчченех вертикальле тан анлӑшсене пайланӑ: хӑмӑр кӑвак багетсем — вӗтӗ-вӗтӗ кӗмӗл эрешпе витнӗскерсем.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл алӑсӑр, — матрос курткин пӗр ҫанни ҫакӑнчӑк; тепри, чавса таран тавӑрнӑскер, мускулӗн хурарах хӑмӑр пружинине кӑтартать, вӗсем тачка, тӗреклӗ пӳрнесемпе вӗҫленеҫҫӗ.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӑмсахран иртсен инҫетре, ҫыранӑн хӑмӑр кӑвак сӑрчӗсен авкаланчӑкӗнче, ансӑр тӗтӗмлӗ, ялавлӑ кӑвак ҫи витти ӗренкеленчӗ, — ҫакӑнта тин эпӗ Эстамп усӑллӑ хыпар кӗтнине аса илтӗм.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Шебалов ман ҫинелле кӑмӑллӑн пӑхрӗ; унӑн пӗркеленнӗ шупкарах куҫ харшисем саланчӗҫ, ҫирӗпрех пек курӑнмашкӑн юри пӗркелекен хӑмӑр куҫӗсенчен, шыв ҫине пӑрахнӑ чултан ункӑн-ункӑн ҫавӑрӑнан хумсем сарӑлнӑ пек, унӑн пӗркеленнӗ пичӗ-куҫӗсем халичченхи пек мар ашшӑн кулнипе ҫиҫсе илчӗҫ те, вӑл пӗтӗм чӗререн ҫапла каларӗ:
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хир урлӑ каҫрӑмӑр, шур тӑмпа шӑлса шуратнӑ пӳртсем хӑйсен улӑм витнӗ хӑмӑр тӑррисемпе аялта, сӑрт айӗнче хӗсӗнсе ларнӑ шултӑра хурӑн кӑмписен ушкӑнӗ евӗрлӗ курӑнса лараҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унӑн хӑмӑр пичӗ шурса кайрӗ, вӑл кушӑхса кайнӑ тутисемпе эпир ӑнланман сӑмахсем каласа темӗн пӑшӑлтатать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шакла пуҫлӑ кӗҫӗн офицерсем таса мар стакансенчи пӑтранчӑк шӗвеке хӑмӑр кӗпҫепе сӑрӑхтараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
Хӗрлӗ хӑмӑр вӑрӑм ҫӳҫӗ, ансӑр пилӗклӗ вӑрӑм сюртукӗ, артистла яп-яка хырса якатнӑ пичӗ Ягдинӑн ахаль те хӗрарӑмларах сӑнне татах та хӗрарӑмлатаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Ун варринчи ҫуртсен хыҫӗнчен пур еннелле те хӑмӑр уй тӑсӑлать, ҫӗрпе тӳпе пӗрлешнӗ тӗлте вара вӑрман сарӑлса выртать, вӑрмантан лерелле — сывлӑшра халь-халь ирӗлсе ҫухаласла тусен кӑвак систерӗвӗсем.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Тӗсӗ — хӗрлӗрех хӑмӑр, шупка кӗренрех.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Вӑл вун сакӑр ҫулта, хӑмӑр кӑвак-сарӑ ҫӳхе тутӑрӗ айӗнчи хура икӗ ҫивӗчӗ ҫинҫе мӑйӗпе кӗлетки тӑршшӗпех ӳкнӗ; пӗвӗ ытла та йӑрӑс пулнӑран куҫнӑ-хусканнӑ, пӑрӑннӑ чухне канӑҫсӑр пайӑрка евӗр туйӑнать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.