Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кунта лар, мучи! — аллипе кӑчӑк туртрӗ плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хура плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын апат ҫинӗ хушӑра столовӑйне ҫынсем нумай кӗрсе тулчӗҫ, пӗр пушӑ сӗтел те юлмарӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Кунта сирӗн хулӑн енчӗклисем апатланаҫҫӗ пулмалла, — пирус илмесӗрех пӑрӑнчӗ ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ арҫын.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хӗл кунӗнчех плащ тӑхӑннӑ арҫын, хӑйне гражданин тесе чӗнекенскер, ӑна килӗшсех каймарӗ, шанчӑксӑр ҫын пек туйӑнчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Пӗр кунхине ҫанталӑк каҫ енне сулӑнсан Хусахматри столовӑй умӗнче ултӑ кустӑрмаллӑ пысӑк грузовик чарӑнчӗ те, ешчӗк тиенӗ кузовран хура плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын сиксе анчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Пӗр кунхине ҫамрӑк мӑшӑр килне ҫӑмламас хура кӗрӗк тӑхӑннӑ Анюта ҫула май кӗрсе тухрӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Тарас крыльца ҫине тухрӗ те симӗс пальто тӑхӑннӑ хӗре тата Кӗркури шӑллӗне Мишшӑна асӑрхарӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Тарас лайӑх тумланнӑ: кӑвак пустав костюмпа шурӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ: чи юратнӑ галстукне ҫыхнӑ, ташлама аван пултӑр тесе пушмак тӑхӑннӑ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Нумаях та утаймарӑмӑр — улмури пысӑкӑш тырӑ купи хыҫӗнчен пирӗн ума симӗс накидка тӑхӑннӑ Упандиров тухса тӑчӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ватӑрах хӗрарӑмпа хура мӑйӑхлӑ каччӑ аяла, погрузчик патӗнче, юлчӗҫ, эпир, курткӑпа шӑлавар тӑхӑннӑ ҫаврака пит-куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа иксӗмӗр, вакун ҫине улӑхрӑмӑр.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ҫине вӑл хура костюм, кӑвак плащ тӑхӑннӑ, шӑлаварне утюгпа туртса якатнӑ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫне тирпейлӗн пуҫтарса тутӑр ҫыхнӑ, вӑрӑм аркӑллӑ тӗксӗмрех кӗпе тӑхӑннӑ — ун ҫине хуйхӑ татӑлса анни пӗрре пӑхсах паллӑ темелле.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Яп-яка хырӑннӑскер хура костюм, чӑлт-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, галстук ҫыхнӑ — ун ҫумӗнче пӗр ҫӳпӗ те тупаймӑн, хӗвел пекех йӑлтӑртатать.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ҫав вӑхӑтра пӳрте кӗрен чечеклӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ Ульяна ҫӑмӑллӑн ярӑнса кӗчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Кӗске аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑм Испуханов ҫине сӑнавлӑн тинкерсе пӑхрӗ те кула-кула ӑна хирӗҫ утрӗ:
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ун хыҫҫӑн хура комбинезон тӑхӑннӑ шӗвӗр питкуҫлӑ арҫын йӑраланса тухрӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Кабинӑн сылтӑм енчи алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те, ҫӗре кӗске аркӑллӑ сенкер кӗпе тӑхӑннӑ йӑрӑс пӳ-силлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ҫул айккипе, чӑн та, икӗ карчӑк утаҫҫӗ: пӗри хӑмӑр пальто тӑхӑннӑ, тепри — хура кӗрӗк.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Хура пустав сӑхман тӑхӑннӑ, кӗрен хулӑн тутӑр ҫыхнӑ.
III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Елен аялти кӗрен кӗпе тӗсне палӑртакан ҫӳхе-ҫӳхе шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, апла пулин те ӑна пӑчӑ.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.