Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пыратӑп, пыратӑп, Кумилага, — терӗ Ливингстон, — кайрӑмӑр, Гент мистер, сирӗн, тавах турра, апат лайӑх анать, манӑнни пек мар.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Тавах турра, — терӗ Гент, — тухтӑр, эсир чӗрӗ те, сывӑ та.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ичмасса турра аса илсемӗрччӗ», — терӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах манӑн тӗп йӑпану пур: ҫавнашкал пӗр синкерпе сахалрах, шӗкӗр турра, вӑл чӑна тухмарӗ.Но у меня есть славное утешение: одной такой трагедией меньше, ее не было.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Хӑйӗн чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала – пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр. Ӗненӳ этемӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлӑлантарса ҫамӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать».
Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/16/news-3543652
— Тата манран йӗрӗннине хӑвӑртрах пӗлтерӗр те вара, шӗкӗр турра, кӑмӑл-сипет вӗрентӗвӗн сценине вӗҫлӗпӗр.— А также скорее выразите свое презрение мне, и кончим, ради бога, сцену нравоучения.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗри пур, кадетсенне те, анархистсенне те, турра ӗненекен социалистсенне те, большевиксенне те, — алла мӗн лекнӗ, ҫавна тӗл пулакана тыттарса ҫӳрет.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑтӑр чиркӳри хура монахсем пӑлханакан ҫӗршыва лӑплантарас тесе турра кӗлтӑваҫҫӗ.Черные монахи тридцати церквей возносили молитвы об успокоении начинавшей всерьез бунтоваться земли.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Монахсем, сутӑ тӑвакансем, купцасем, турра кӗлтума тесе сулланса ҫӳрекенсем, пасарсенче аш-какайпа сутӑ тӑвансем тата хулари вак-тӗвек обывательсем.Монахи, выездновские лабазники, купцы, божьи странники, базарные мясники да мелкие обыватели.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫав сӑмахсем хӑлхине пырса кӗрсенех Великанов, трибуна ҫинчен хӑвӑрт анса, куҫран ҫухалма та ӗлкӗрчӗ, турра кӗлтума юратакан Маремьяна Сергеевна анчах пӗрре чышса юлма ӗлкерчӗ; ҫак йӗкӗлти карчӑк Сароври турӑ амӑш сӑнӗ умӗнчи лампадкӑран илнӗ йывӑҫ ҫуне тата Сароври Серафим вӑрманта хӑй аллинчен тискер упасемпе кашкӑрсене тӑрантарнӑ ҫӑкӑртан юлнӑ сухари татӑкӗсемпе сутӑ туса пурӑнатчӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пирӗн хулара турра кӗлтума юратакан ҫынсем, пуринчен ытларах купцасем, алӑстаҫсем, монахсем, турӑ ячӗпе тӗрлӗ ҫӗре кайса ҫӳрекенсем пурӑннӑ пирки, Иисус ҫинчен ҫавнашкал интереслӗ хыпара илтсен, ҫавӑнтах эсерсене чӗререн кӑмӑллама пуҫларӗҫ; ҫитменнине тата эсерсем тӗн ҫинчен ытлашши нумай калаҫмасӑр ирӗк ҫинчен, ҫӗнӗ вӑйсемпе малалла вӑрҫма кирли ҫинчен ытларах калаҫатчӗҫ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пирӗн патӑрти купцасем, монахсем, пачӑшкӑсем, турра кӗлтӑваканскерсем, беженцӑсене хӑйсен килӗсене хваттере яма кӑмӑл тумастчӗҫ, беженцӑсенчен нумайӑшӗ чухӑнскерсем, йышлӑ ҫемьеллӗ еврейсемччӗ, ҫавӑнпа вӗсем пуринчен ытла хула тулашӗнче, вӑрман хӗрринчи бараксенче пурӑнкалатчӗҫ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫакӑнтан вӗсене тата турра хӑйне мӗн усси пур?
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл ҫавӑнтах турра унашкал хурлӑхлӑ ӗҫсем тӑвакансем ҫине ҫӳлти вӑй-хӑватсем йывӑр асапсем яни ҫинчен этем историйӗнчен илсе темиҫе тӗслӗх каласа пачӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Памятниксене урӑх япала тыткалама мар, вилнисене асӑнма лартаҫҫӗ, ҫавӑнпа памятниксем ҫине капкӑн таврашӗ, ытти меслетсем лартма юрамасть, ҫылӑх тата турра хурлани пулать, — терӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗр вӑхӑтра ҫакӑн пек хыпар тухса сарӑлчӗ: пӗр бутылка эрехшӗн кашни ҫулах турра шыва кӳртме каснӑ вака кӗрекен, ӳсӗрӗлсе ҫапкаланса ҫӳрекен Цыган Митьки тӗлӗнмелле тӗлӗк курнӑ пулать, ҫавӑн хыҫҫӑн Митька ӗҫме пӑрахса, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, Спасски монастыре монаха пырса кӗнӗ пулать.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрне ҫирӗп тытаҫҫӗ, турра хытӑ ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир хамӑрӑн айван чуп тӑвусене ҫывӑхри катасенче вӑрлатпӑр.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Ҫав самантрах тӑкӑрлӑкран ҫав тери чипер хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ; ман ҫинелле пӑхрӗ те — пӗччен ҫӳреме шутсӑр хӑранине, анчах турра шаннине пӗлтерчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Турра маннӑскер! — ҫаврӑнса тӑрса тата кӗреҫипе сулласа кӑшкӑрчӗ Энох.Безбожник! — закричал Энох, оборачиваясь и потрясая заступом:
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Аптӑраса ӳкнӗ кӗсьеҫӗ турра аса илсе, тупа туса ҫакна хирӗҫлеме хӑтланчӗ, анчах «ӗҫтешӗсен» куҫӗсем ӑна мухтаса тӗмсӗлчӗҫ, темиҫе кун каялла кӑна пӗрремӗш «шӑнкӑравҫӑ» тата элекҫӗ ятпа паллӑ пулнӑ ҫыннӑн кашкӑрла асӑрханулӑхӗнчен тӗлӗнчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.