Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тан сăмах пирĕн базăра пур.
тан (тĕпĕ: тан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Епле-ха вӑл пурте телейлӗ, пурте пӗр тан пулма пултартӑр, ытах кашни ҫын тепринчен ҫӳлерехе тӑма ӑвӑнать пулсан?

Как могут быть все счастливы и равны, если каждый хочет выше другого быть?

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан вара, сӗтел урлӑ сиксе каҫас пек карӑнса илсе, чӗтревлӗ сасӑпа, темӗнле шанчӑксӑррӑн: — Маншӑн — пурте телейлӗ пулччӑр… ҫителӗклӗ пурӑнччӑр… пур этем те тан пултӑр… пурне те ирӗклӗх кирлӗ… сывлӑш мӗнле кирлӗ — ҫавӑн пекех… пур тӗлӗшпе те танлӑх пултӑр!.. — тесе ответленӗ ашшӗне.

И вот, вся как-то подобравшись, точно собираясь прыгнуть через стол, она неуверенно и с дрожью в голосе сказала: — Чтобы все были счастливы… и довольны… все люди — равны… свобода нужна всем… так же, как воздух… и во всем — равенство!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑйӗн таврашӗнчи ҫынсем хушшинче Саша Фомашӑн чи ӑсли пек курӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах, кутеж тӗлӗшпе вӑл никамран ҫӑткӑнлӑрах туйӑннӑ; Саша пуринпе те командӑланӑ, пӗрӗн-кайӑн мӗн те пулин ҫӗнни туртса кӑларнӑ, кашни ҫынпах пӗр пек калаҫнӑ: ямшӑкпа та, лакейпа та, матроспа та, хӑйӗн хӗрарӑм тусӗсемпе те, Фомапа та — пуриншӗн те пӗр тан, пӗр чӗлхе пулнӑ унӑн.

Саша казалась Фоме самой умной из всех, кто окружал его, самой жадной на шум и кутеж; она всеми командовала, постоянно выдумывала что-нибудь новое и со всеми людьми говорила одинаково: с извозчиком, лакеем и матросом тем же тоном и такими же словами, как и с подругами своими и с ним, Фомой.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Миньсиньтунь ялӗнчен килнӗ хӑнасене чысласа ӑсатса янӑ хыҫҫӑн, Хырса Пухакан Тан картишӗнче тата ҫурт умӗнче тырӑпа тумтирсем пытарнӑ тата темиҫе шӑтӑк тупрӗҫ.

Вскоре после того, как гостей из деревни Миньсиньтунь с почестями проводили, во дворе и на улице возле дома Тана Загребалы обнаружили еще несколько ям с зерном и одеждой.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Бригада начальникӗ Хырса Пухакан Тан пурлӑхӗ пӗтӗмӗшпех Юаньмаотунь ялӗнчи хресченсене тивӗҫ тенӗ.

Начальник бригады сообщил: конфискованное имущество помещика Тана Загребалы принадлежит крестьянам деревни Юаньмаотунь.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хырса Пухакан Тан картишӗнче икӗ капан улӑм ларать тата пытарса хӑварнӑ виҫҫӗр чӑмӑркка хӗвелҫаврӑнӑш чусти пур.

А во дворе Гана Загребалы стоят два больших стога соломы и припрятано около трехсот кругов жмыха.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпир сире Хырса Пухакан Тан пире мӗн чухлӗ ҫаратнӑ, ҫавна каялла илме пулӑшӗҫ тесе шутланӑччӗ… — терӗҫ Го Цюань-хая Миньсиньтунь ялӗнчен килнӗ хӗрарӑмсем.

— Мы думали, что вы нам поможете отнять у Тана Загребалы все, что он выжал из нас… — обратились к Го Цюань-хаю женщины деревни Миньсиньтунь.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Хырса Пухакан Тан картишӗнче икӗ чалӑш вутӑ пур, илсе кайччӑр ҫавна! — сӗнчӗ Чу.

— У Тана Загребалы во дворе сложены две сажени дров. Пусть забирают с собой! — предложил старик Чу.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫитменнине, Хырса Пухакан Тан вӗсене те нумай ҫаратнӑ, нумай тарӑхтарнӑ.

Ведь Тан Загребала эксплуатировал и угнетал их так же, как и нас.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чу ертсе пыракан ушкӑн каҫ пулнӑ ҫӗре Хырса Пухакан Тан пахчинче, юр кӗрчӗ айӗнче, пысӑк шӑтӑк тупрӗ.

К вечеру группа старика Чу на огороде Тана Загребалы обнаружила под сугробом большую яму.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем кунта хуҫаланса ларнӑ чух Ыра Кӑмӑллӑ Дупа Хырса Пухакан Тан та хресченсен союзне ҫӳремелли ҫула лайӑх пӗлетчӗҫ.

Когда они тут хозяйничали, Добряк Ду и Тан Загребала дорогу в крестьянский союз хорошо знали.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Тен, Хырса Пухакан Тан пытарнӑ?

— Может быть, у Тана Загребалы что-нибудь припрятано?

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл йӗрӗнчӗклӗн Ырӑ Кӑмӑллӑ Дупа Хырса Пухакан Тан помещиксем сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Он насмешливо осведомился о здоровье помещиков Добряка Ду и Тана Загребалы.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӗлӗк, пӗрре ҫапла, Хырса Пухакан Тан ҫурчӗ ҫинче хӗрлӗ чечек ӳснине хам куҫпа хам куртӑм.

Помню, давно это было, на крыше дома Тана Загребалы распустились красные цветы.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку ҫын Хырса Пухакан Тан помещикӑн ҫывӑх тӑванӗ пулнӑ, Маньчжоу-го вӑхӑтӗнче Япони влаҫӗсене пӑхӑнса тӑракан ҫарта унтер офицер пулнӑ.

Это был близкий родственник помещика Тана Загребалы, во времена Маньчжоу-го он служил младшим унтер-офицером в марионеточных войсках.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пурне те пӗр тан, пӗр пек валеҫсе памалла.

Нужно так делить, чтобы всем одинаково было.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Россоше ҫухатни тӑшманшӑн 250 пин ытла салтакпа офицер шутланакан нимӗҫ, венгр тата итальян ҫарӗсен ушкӑнӗн сылтӑм флангне ҫӗмӗрнипе тан пулнӑ.

Потеря Россоши для противника означала крушение правого фланга группировки немецких, венгерских и итальянских войск, насчитывавшей более 250 тысяч солдат и офицеров.

Россошь // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%88%D1%8C

Анчах халь, ҫакӑн пек паллӑ ҫын килӗнче хуҫа унпа хӑйпе тан ҫынпа калаҫнӑ пекех калаҫнӑ вӑхӑтра, Ян хӑйне ытла та аван туйма пуҫларӗ:

Но сейчас, попав в общество такого важного человека, который говорил с ним, как с равным, Ян испытывал чувство гордости:

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань Лао-лю управляющийӗ кӑнтӑрлахи апатченех ҫӗр пин илсе килсе пачӗ, Ырӑ Кӑмӑллӑ Дупа Хырса Пухакан Тан шантарса илекенсем пулчӗҫ.

Еще до обеда управляющий поместьем Хань Лао-лю внес сто тысяч штрафу, а Добряк Ду и Тан Загребала выступили поручителями.

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӑвансем те, туссем те, Ырӑ Кӑмӑллӑ Дупа Хырса Пухакан Тан та — никам та ҫук!

Ни родственников, ни друзей, ни Добряка Ду, ни Тана Загребалы — никого!

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней