Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулахай сăмах пирĕн базăра пур.
сулахай (тĕпĕ: сулахай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвалла пӗр харӑсах виҫӗ ҫулпа хускалса кайрӗ нумай пин ҫынлӑ вырӑс ҫарӗ: утлӑ ҫар — Атӑлӑн сылтӑм енӗпе, ҫуран ҫар — сулахай ҫыран тӑрӑх, Галич ҫулӗпе, ҫар киммисемпе ладьясем — Атӑл варрипе.

Помоги переводом

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтанхи каҫа вӗсен Атӑлӑн сулахай ҫыранне шыв патнех анакан хыр вӑрманӗнче ирттермелле пулчӗ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вун тӑватӑ хутчен каннӑ хыҫҫӑн сулахай (ҫурҫӗр) енчен пыракан ҫарсемпе пӗрлешрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ, княже Дмитрий Ивановнч Плещеев, Сулахай полк воеводи пулатӑп.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь хӑйӗн вырӑнне — варринчи ҫӳллӗ хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, унран сылтӑм енне Астрахань патшин ывӑлӗсем, сулахай енне шӑллӗсем вырнаҫрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлӑн сулахай енче ҫарсене похода тухнӑ чухнехи пек йӗркелесе тӑратрӗҫ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каласа Ахтупай сулахай аллипе вырӑса ҫӳллӗ хул пуҫҫийӗнчен тытрӗ, сылтӑм аллипе хыттӑн чышса ячӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сулахай енчи ҫӳлех мар ҫыран тӑрӑх — улӑх, улӑх хӗррипе — хӑвалӑх, хӑвалӑх хушшинче тем тӑршшӗ кӳлӗ йӑлтӑртатса выртать.

Помоги переводом

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Сулахай енче — Йӑлӑм вӑрманӗ.

Помоги переводом

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Хапхаран кӗнӗ чух сулахай турта юпаран ҫакланчӗ, хӑранӑ лаша тапса сикрӗ, туртасем иккӗше те хуҫӑлса кайрӗҫ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫук ҫав, сулахай алӑпа тытасси ҫӑмӑлах мар.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сулахай енчен тӑр.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сулахай алра ача, сылтӑмми — руль ҫинче.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Кӗҫех машинӑн сулахай енчи ураписем тыр ӑшне кӗчӗҫ, тепӗр самантранах лакса ларнӑ автомашинӑсенчен иртнӗ «газик» ҫул ҫине сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Сулахай аллине тытнӑ портсигара кӗсьене чиксе, Гриша никама пӗр сӑмах хушмасӑр килнелле ӳтрӗ.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Кӑкӑр умне тытнӑ сулахай алла вӗри куҫҫуль тумламӗсем пӗҫертрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сӑмахне вӗҫлетӗр ҫеҫ, пит ҫӑмарти кӑна мар, тути те кроликӑнни евӗрлех талт та тӑлт сиккелет, хӗсӗк сулахай куҫӗ ҫеҫ хупӑнмасӑр пӑраласа тинкерет.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Темӗнле чир хыҫҫӑн сулахай пит ҫӑмарти туртӑна-туртӑна сикекен пулса юлнӑ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сулахай куҫӗ сылтӑмминчен хӗсӗкрех, ҫавӑнпа вара ҫын ҫине темӗнле куларах та мӑшкӑларах пӑхнӑн туйӑнать.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пӑхатӑп — карчӑк сылтӑм аллипе шӑмӑ татӑкӗ ҫакнӑ ҫип тытнӑ, сулахай алли ҫинче суллантарать, хӑй вӗҫӗмсӗр темӗн калать.

Помоги переводом

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней