Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Чарӑн, — терӗ аслӑ Артамонов шӑллӗн ывӑлне, лешӗ вара ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те, малтан вӑрӑм сӑмсине пӳрнисемпе хыпашласа илсе, куҫлӑхне каллех ун ҫине ҫакса ячӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл уттине хӑвӑртлатрӗ, аллисене малалла тӑсса, пӳрнисемпе ҫӗрлехи тӗттӗмлӗхре шывлӑ тусана хыпашларӗ, инҫетелле, хунар ҫути ҫине куҫне илмесӗр пӑхрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кашни черкке хыҫҫӑн Никита, хӑйӗн типшӗм те шап-шурӑ пӳрнисемпе ҫӑкӑр ҫемҫине чӗпӗтсе илсе, ӑна пыл ҫине пуҫрӗ, унтан ӑна васкамасӑр чӑмларӗ; унӑн тӗксӗм кӑвак, пӗрчӗн-пӗрчӗн татса сайралатнӑ пек курӑнакан сухалӗ чӗтренсе тӑчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах та вӑл пӗтӗмпех шыҫса кайнӑ, кӳпчесе хӗрелнӗ пит-куҫлӑ хунямӑшӗ, кресло ҫинче ларса вӑраххӑн вилекенскер, ун ҫине ытларах та ытларах тӑшманла пӑхнине аса илчӗ; унӑн ӗлӗк хитре пулнӑ, анчах халӗ тӗксӗм те йӗпе куҫӗнчен куҫҫульсем хурлӑхлӑн юхса тӑраҫҫӗ; чалӑшса кайнӑ тутисем хускалаҫҫӗ, анчах калаҫайми пулнӑ чӗлхи ҫӑварӗнчен тухса ӳкет, нимӗн те калама пултараймасть; вара Ульяна Баймакова ӑна ҫурри вилнӗ сулахай аллин пӳрнисемпе ҫӑварне каялла тӗртсе кӗртет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав самантра Вялов, пӳрнисемпе кӗмӗл сехете ҫавӑркаласа, вӗсем ҫине пӑхса: — Ӗҫ — ҫыншӑн карлӑк; шӑтӑк хӗррипе ҫӳретпӗр, ҫав карлӑкран тытса пыратпӑр, — терӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вара вӑл хӑйне питех итлемен аллине йывӑррӑн ҫӗклерӗ те, пӳрнисемпе ывӑлӗн кӑтра ҫӳҫне ярса тытса, лӑска-лӑска, мӑкӑртатма тытӑнчӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сак ҫинче лараканскер, вӑл кӗслине хӑйӗн шӗвӗр чӗркуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те, ун хӗлӗхӗсене тымар пек кукӑрӑлса ларнӑ пӳрнисемпе хускаткаласа, суккӑр ыйткалакансем юрланӑ пек, янӑранӑ кӗвӗ майӗпе ташша ячӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ, вараланса пӗтнӗ хутсене шутланӑ чухне вӑл вӗсене хӑйӗн шыҫмак пӳрнисемпе ҫав тери асӑрханса, укҫисем ун аллинчен шӑнасем евӗрлӗ вӗҫсе саланасран хӑранӑ пек тыткаланӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Никита хӑйӗн умнелле, сарлака мӗлки ҫине пӑхса утрӗ, Тихон, утнӑ май, пӳрнисемпе пуртӑ аврине шаккаса пычӗ.Никита смотрел под ноги, на широкую тень свою, Вялов в такт шагам стучал пальцем по дереву топорища.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья чӗтӗрекен пӳрнисемпе сӗтел ҫиттин ҫӳҫисене пӗтӗркелет, унӑн ырӑ та кӑмӑллӑ сӑнӗ, хӗрелсе кайса, палламалла мар улшӑнса хаярланчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хапха умӗнче, тенкел ҫинче, Тихон ларать; вӑл пӳрнисемпе пысӑк турпасран пӗчӗк турпассем хӑйпӑтса илет, вара вӗсене хӑйӑр ӑшне чикет те, урипе тапса, курӑнми кӗртсе ярать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья, кофтин ҫулти тӳмисене вӗҫертсе ярса, нимӗн чӗнмесӗр чей тултарать: унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи ӳчӗ, услам ҫу пек, ҫепӗҫҫӗн те илӗртӳллӗн курӑнать; курпун, пуҫне чалӑштарса, кайӑксем тытмалли тапӑсем тата хулӑсем чутласа ларать; Петр, пӳрнисемпе хӑлхи вӗҫӗсенчен турткаласа, шӑппӑн калаҫать:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑйӗн шыҫса кайнӑ хӗрлӗ сӑмсине тӗртӗнсе пӳрнисене пӗҫертесрен хӑранӑ пек, питҫӑмартисем ҫинчен куҫҫулӗсене пӳрнисемпе хӑвӑрт шӑла-шӑла илсе, вӑл хуллен: — Турӑҫӑм, турӑҫӑм, — тесе пӑшӑлтатать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, хывӑнмасӑрах пӳлӗмелле иртрӗ те, ҫӗлӗкне урайне пӑрахса, сӗтел умне чавсаланса ларчӗ, пӳрнисемпе сухалне хыпашласа, Алексей ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑрах куҫлӑ каччӑ сасартӑк бубенне янӑравлӑн ҫапрӗ, унӑн сӑранӗ тӑрӑх пӳрнисемпе хыттӑн сӑтӑрчӗ, бубен йынӑшса, кӗрлесе кайрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫураҫнӑ хӗр парнеленӗ пурҫӑн пиҫиххине пӳрнисемпе пӗтӗркелесе, ывӑлӗ хуллен кӑна: — Ялта пурӑнма ҫӑмӑлтарах, лӑпкӑрах, — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй, вӑтаннӑ пек пулса, пӳрнисемпе сӗтеле шаккакаласа илет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кӑмака ҫинчен урисене усса, пӳрнисемпе хӑйӗн кӑтра сухалне тураса ларать, ҫав вӑхӑтрах ерипен, васкамасӑр, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах калать, сӑмахӗсем, сӑнчӑр ункисем пек, пӗринчен тепри ҫыхӑнса пыраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑна шыраса тупрӗ, анчах пӳрнисемпе вӑл ӑна чылайччен тытаймасӑр нушаланчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.