Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пусма сăмах пирĕн базăра пур.
пусма (тĕпĕ: пусма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бензопӑчкӑпа тимӗр алӑка касса шар курнине ҫӑлмалла, пусма тӑрӑх хӑпарса аманнӑ ҫынна антармалла, шыв сирпӗтмелли рукавана пухмалла, умри тулса ларнӑ ӑпӑр-тапӑр урлӑ каҫмалла тата ытти те – ҫӑлавҫӑсен темӗнле чӑрмав та парӑнтармалла.

Помоги переводом

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Пӗр харӑс ярса пусма ҫӑмӑл мар пулсан та, вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туллин кӑтартса пачӗҫ.

Помоги переводом

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӑкӑр пусма килнӗ кӳрши, кил хуҫин мӑшӑрӗ Ҫӗпӗр язвине ҫаклатнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗр язвипе малалла кӗрешеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60454

Вӗсем ҫине ура ярса пусма та шел пек — сарӑ, кӗрен, хӗрлӗ тӗслӗскерсем, хаклӑ йышши капӑр кавире аса илтереҫҫӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сумлӑ учрежденин парад подъезчӗ умӗнчи ҫӳллӗ пусма умӗнче чарӑнма тиврӗ.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

«Вӑрнар районне тӗрлетпӗр» проекта хутшӑнса тӑван тӑрӑха пусма ҫинче сӑнларӗ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Сцена ҫинче ҫутӑ тӗксӗмленчӗ те, шурӑ пусма ҫине вӑрман мӗлкийӗ ӳкрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ, пилӗкне хӗрлӗ пусма ҫыхса янӑ тиек халӑха патшан ҫӗнӗ указне вуласа пама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулпуҫҫи урлӑ янӑ тевечӗ татӑлса пӗтнӗ, пуҫӗнче — тухья та мар, сурпан та мар, темӗнле пусма татӑкӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫав тимӗр пек алӑсемех ун ҫӑварне темӗнле йӗпе пусма татӑкӗ пӗтӗрсе чикрӗҫ те ӑна тӑкӑрлӑкпа юханшыв еннелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтах тата майӗ те пур: Ҫурла ҫава туянма, Ким таварӗ карчӑксемшӗн, Хӗрлӗ пусма хӗрсемшӗн.

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пусма хатӗрленӗ путек силленнӗ пек Тӑчӗ халӑх ура ҫине, сурах кӗтӳ пек.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Курок ҫине пусма та ӗлкӗреймерӗм — хайхи фашист ман еннелле темиҫе хутчен автоматран шатӑртаттарса илчӗ.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Елена Максимовна вӗретнӗ шурӑ пусма татӑкне суран тӗлне хучӗ, унтан вара таса пусма татӑкӗпе ура йӗри-тавра яваласа ҫыхса лартрӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗчӗк пусма татӑкӗ-сенчен, хут листисенчен, пластилинран ал ӗҫне те хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Хура тумтирӗ ҫине шурӑ сӑрпа шӑмӑсем, пусма, автан ӳкернӗ.

Помоги переводом

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӗрле вара ура пусма вырӑн ҫук, улӑм ҫинче урай тулли ҫын ҫывӑрать.

Помоги переводом

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Туалетран тухнӑ чух ҫутӑ сӳнтеркӗчне пусма тата шыв кранне ҫирӗпрех хупма ан ман!

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тимӗр Кӗркури пурӑнакан йывӑҫ ҫуртӑн вырӑн-вырӑн хӑва пусма тытӑннӑ килхушшине ҫитрӗмӗр.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сывлӑш ҫавӑрса тӑркаларӗ, вара, шурӑ ҫӑмартана куҫӗ умӗнчех тытса, сыпписем йӑшӑхсах ыратакан сылтӑм урипе пусма картлашки ҫине пусрӗ, унтан, ҫак ура ҫине тӗренсе пусӑрӑнса, мекӗрлене-мекӗрлене, тепӗр урине хӑпартса пусрӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней