Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫертсе (тĕпĕ: вӗҫерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшне хӑй кунта ытлашши пулнӑ пек туйӑнчӗ те, вӑл, аллине хуллен кӑна вӗҫертсе, Егора пуҫ тайса илсе, алӑк патнелле кайрӗ.

Мать почувствовала себя лишней и, осторожно освободив руку, пошла к двери, поклонясь Егору.

X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑрманта халӗ самаях сулхӑнччӗ, анчах та вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех тӳмине вӗҫертсе, кӑкӑрне уҫса тӑчӗ.

Было свежо, а он стоял в одной рубахе с расстегнутым воротом, глубоко обнажавшим грудь.

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Амӑшӗ, тарӑннӑн сывласа илсе, пырне пӑвса тӑракан кофта ҫухине вӗҫертсе ячӗ.

Мать, вздохнув, поправила ворот кофты, давивший горло.

II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Олёна хӑй ҫывӑрнӑ чух ачине аллинчен вӗҫертсе яма пултарни ҫинчен хӑраса кайса шухӑшларӗ те стена ҫумне ҫирӗпреххӗн тайӑнчӗ.

Олёна испугалась того, что во сне могла выпустить ребёнка из рук, и ещё крепче прижалась к стене.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пуся кӗрӗкне вӗҫертсе ярса ларчӗ.

Куся расстегнула шубу и села.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пӗр самант хушши иккӗленсе тӑрсан, вӑл, тӑхисене вӗҫертсе, кӗрӗкне хыврӗ.

Поколебавшись мгновение, она расстегнула петлю и сняла тулуп.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Шинельне вӗҫертсе янӑ, ҫара пуҫӑн Блохин боецсене ытала-ытала чуптуса кӑшкӑрашать:

Блохин, в распахнутой шинели, без шапки, целовался с бойцами и кричал:

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл кӗпе ҫухине вӗҫертсе янӑ.

Ворот его рубахи был раскрыт.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Темӗн мӑкӑртатса Кыркалов вешалка ҫинчен пальтоне вӗҫертсе илчӗ те тулалла чупсах тухса кайрӗ.

Буркнув что-то себе под нос, Кыркалов сорвал с вешалки пальто и выбежал на лестницу.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Петр Алексеевич кӗпе ҫухин тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те, тарласа кайнӑ шӑнӑрлӑ мӑйне шӑлса типӗтрӗ:

Петр Алексеевич расстегнул ворот рубахи и вытер потную жилистую шею.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӑна вӗҫертсе хӑварчӗҫ.

Ее отцепили.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл пиҫиххисӗр, чылай кивелнӗ гимнастерка ҫухине вӗҫертсе янӑ, ырханланса каннӑ, сухалне хырман.

Был он без пояса, в расстегнутой поношенной гимнастерке, похудевший, небритый.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Бригада командирӗ «Марат» ҫине пырса кӗрсенех, матроссем трапа илчӗҫ, канатсене вӗҫертсе ячӗҫ те, машинӑсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ, пӑрахут вара майӗпен юханшыв варринелле ҫул тытрӗ.

Как только комбриг ступил на палубу «Марата», матросы убрали сходни, отдали концы, машина заработала, и пароход медленно двинулся, уходя к фарватеру.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл хура сӑран курткине вӗҫертсе янӑ, гимнастерка ҫухине те вӗҫертнӗ.

Его черная кожаная куртка распахнулась, ворот гимнастерки был расстегнут.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Алӑран хӳре тыткӑҫне вӗҫертсе ярсан…

А выпускать из рук штурвал…

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл хӑйӗн ҫитса кӗпи ҫухине вӗҫертсе янӑ.

Ворот его ситцевой рубашки был распахнут.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Темӗнпе килӗшмен пек, Люба тутӑрӑн кӗтесӗнчи ярапине шӑлӗпе ҫыртрӗ те ӑна ҫавӑнтах вӗҫертсе ячӗ.

Словно недовольная чем-то, Люба закусила бахрому на конце платка, потом выпустила ее из зубов.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Базыкин кӗпе ҫухине вӗҫертсе янӑ, унӑн тулли шурӑ мӑйӗ уҫӑлса тӑрать.

Базыкин был с раскрытым воротом, открывающим полную белую шею.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫырана хамӑр аллӑмӑртан вӗҫертсе ярас марччӗ.

Надо суметь удержать берег в своих руках.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӳмине вӗҫертсе янӑ гимнастерка, йӑрӑм-йӑрӑм шӑлавар, калаҫнӑ чухне хӑлаҫланни — ҫаксем пурте вӑл ҫар ҫынни маррине кӑтартса параҫҫӗ.

Гимнастерка с расстегнутым воротом, брюки в полоску, манера жестикулировать при разговоре — все обличало в нем штатского.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней