Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вил тӑпри Пьер ҫине тепӗр хут купаланасран хӑранипе Суринэ — ӑшталанса-хыпаланса — ҫурма туйӑмсӑрскере, чӗрӗлсе тӑнӑскере ҫӳле улӑхма пулӑшрӗ, кунта унӑн пысӑк кӳлепине пӗчӗк аллисемпе хӑйӗн ҫумне пӑчӑртаса тытса ирхи сывлӑша Пьер ӳпкипе юнне ҫӗнетме хистерӗ.

Не медля, как бы боясь, что могила вновь сомкнется над ним, она помогла полубесчувственному ожившему взобраться наверх и здесь, прижав его большое тело к себе маленькими руками, дала утреннему воздуху обновить легкие и кровь Пьера.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Хӗрӗн аллисемпе хул пуҫҫисем тӳрех сурма пуҫларӗҫ, анчах ҫакӑ та, чӗри сивӗ тар кӑларсах ыратса тапни те, туртӑна-туртӑна сывланин херепӗпе асапӗ те Геллие ирӗксӗр хавшаклӑха йышӑнма хистеймӗччӗҫ.

Руки и плечи девушки заболели сразу, но ни это, ни болезненное сердцебиение, вызвавшее холодный пот, ни тяжесть и мучительность судорожного дыхания не принудили бы ее сознаться в невольной слабости.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Дюк пуҫне аллисемпе хӗстерсе тытрӗ те ҫӗре, карта ҫумне, пӗшкӗнсе ларчӗ.

Дюк стиснул руками голову и опустился на землю, к изгороди.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аллисемпе шанӑҫа ҫухатнӑн ҫатӑлтаттара-ҫатӑлтаттара — йӗпеннӗ ҫырӑва Варнава шыв кӳлленчӗкӗнчен вӑр-вар кӑларчӗ, унтан ҫакӑн пекскере хуҫине пани тӗлӗнмеллерех пулать терӗ-тӗр те — конверта хыпалансах ҫурчӗ, текста ҫиелтен пӑхкаларӗ те — хута чӳрече янахӗ ҫине, пуҫне хӑвӑрт пӗшкӗртнӗ капитан сӑмси тӗлнех, хучӗ, вара коридора ластӑк илме чупса тухрӗ.

Отчаянно всплеснув руками, Варнава проворно выхватил из лужи мокрое письмо, затем, решив, что адресату возвращать его в таком виде все равно странно, поспешно разорвал конверт, бегло просмотрел текст и, сунув листок на подоконник, почти к самому носу быстро нагнувшего голову капитана, побежал в коридор за тряпкой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

«Ывӑлӗсем — сӗт пӑрушӗсем, старик вара маттур!» — пӗтӗмлетрӗ те вӑл — ҫылӑха кӗнине тӳрех ӑнланчӗ, пуҫне аллисемпе салхуллӑн тӗревлесе кантӑкран урамалла пӑхма пикенчӗ.

— Сыновья-то были телята, а старик молодец, — заключил он и тут же понял, что впал в грех, и грустно подпер голову рукой, смотря в окно.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Манӑн вӑхӑт ҫитеймен-ха, — шӑппӑн каларӗ вӑл; Аян вантсене аллисемпе силлет, выбленоксем чӗтресе салинг айӗнче майӗпен лӑпланнине сӑнать.

— Мое время еще не наступило, — тихо проговорил он, раскачивая руками ванты и следя, как выбленки, вздрагивая от сотрясения, успокаиваются под саллингом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Чи ҫывӑх, чӑн-чӑн ентешне шырать, тӳсӗмсӗррӗн чӗтрекен аллисемпе пӑлхатать; акӑ сӑрӑ тӑват кӗтеслӗхсене хӑйӑр ҫине сара-сара хучӗ.

Он искал самого тесного, кровного земляка, рылся дрожащими от нетерпения пальцами, раскладывая по песку серые четырехугольники.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Блемер пӗрре пуҫӗпе ҫӗртен тӗршӗнсе, тепре аллисемпе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана нӳрлӗ курӑк ҫинче ҫурӑмӗпе лапчӑнса авкаланать.

Блемер вытягивался, то опираясь головой в землю и размахивая руками, то снова припадая спиной к влажной земле.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ӗшеннӗрен аллисемпе урисем чӗтреҫҫӗ, пичӗ пӗҫерсе тӑрать, хупӑ куҫӗсенче шурӑ-хӗрле тӗтре ишет.

От утомления дрожали руки и ноги, лицо горело, и розовый туман плыл в закрытых глазах.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ассоль урисене хуҫлатса ларчӗ, чӗр куҫҫисене аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ.

Ассоль села, подобрав ноги, с руками вокруг колен.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй шӑхӑрчӗ; чӗлӗм ҫути хускалчӗ те ун еннелле куҫма пуҫларӗ; кӗҫех капитан вахтӑри матросӑн аллисемпе питне курчӗ.

Грэй свистнул; огонь трубки двинулся и поплыл к нему; скоро капитан увидел во тьме руки и лицо вахтенного.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӗри Михайлона хулӗсенчен, тепри урисенчен йӑтрӗҫ: Михайлон аллисемпе халат аркисем ҫӗрелле усӑнса анчӗҫ.

Один взял Михайлу за плечи, другой — за ноги и приподняли: руки Михайлы и полы его халата слабо повисли в воздухе.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Юханшыв ҫыранӗсенчи тӳрем вырӑнта пурӑнакан индеецсен аллисемпе урисем пӗчӗккӗ те хитре пулнӑ.

У индейцев, живших на равнинах, руки и ноги были маленькие и очень красивые.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Анчах ача макӑрман; вӑл ҫав самантрах тӑрса ларнӑ, пӗчӗк питне пӗркелентерсе илнӗ те вӑл ыраттарнӑ вырӑнне нумайччен аллисемпе сӑтӑрнӑ; унтан ури ҫине тӑнӑ та амӑшӗ патне пынӑ.

Но мальчик не заплакал; он тотчас же сел, личико его сморщилось, и он долго потирал ушибленное место, потом вскочил и бросился к матери.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

«Мӗнле пурӑнӗҫ-ши вӗсем мансӑр?» — ҫак шухӑшсемпе Нина аллисемпе ишнӗ пек туса шыва чӑмрӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кӗҫ Нина хӑй мӗн тунине хӑй те ӑнланса илеймерӗ: аллисемпе арҫынна мӑйран ыталаса илчӗ те антӑхса кайса чуптума пуҫларӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Унтан, умӗнче упӑшки тӑнине асӑрхасан, атӑсене пӑрахсах питне аллисемпе хупларӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Миша хӑй ытлашши сӑмах персе янине сиссе пуҫне аллисемпе ярса илчӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Каччӑсем вӗсен хыҫӗнче аллисемпе сулкалашсах калаҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Халӗ вӑл мар, Сашук ун ывӑҫӗнчен ҫырла ҫиет, амӑшне пӗчӗк аллисемпе чӗпӗтет, ҫырла татах ҫиес килнине пӗлтерет.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней